«Аленка» хыççăнах «Алешка»
Белгород тăрăхĕнчи кондитер фабрики «Алешка» ятлă шăккалат туса кăларнă. Пĕчĕк партипе. Ăна Раççей салтакĕсене алă сулса ăсатакан 8 çулти Алешăна халалланă.
Арçын ача пурăнакан ял витĕр Донбаса çул тытаççĕ Раççей салтакĕсем. Çар машинисем иртсе кайнă чух Алеша çул хĕрне чупса тухать, ăсатса ярса алă сулать, ырă çул пиллет. Салтаксем пекех, тÿрĕ тăрса, аллине пуç çумне тытса чыс парать. Нумаях пулмасть салтаксем Алешăна танкист шлемофонĕ тата «Спасибо, Леша!» тесе çырнă тимĕр жетон парнеленĕ. Вĕсене пĕрмаях тăхăнса çÿрет арçын ача, хăй те ÿссе çитсен çар çынни пулма ĕмĕтленет. Çак маттур ачана халалласа Белградри кондитерсем шăккалат туса кăларнă. Унта шăпах Алеша сăнарне калăпланă. Шăккалата Донбасра çапăçакан тата госпитальсенче сипленекен салтаксене салатса панă, вĕсен кăмăлне çĕкленĕ. Алешăна та тутлисĕр хăварман.
Комментари хушас