Элĕк райповĕ Чăваш потребкооперацийĕн 120 çулхи юбилейĕн çулталăкĕнче халăха паха парнепе савăнтарчĕ: райцентрта çĕнĕ суту-илÿпе пулăшу центрĕ хута ячĕ. Çак ятпа эрне кун ирттернĕ савăнăçлă уява, çанталăк сивĕ, çиллĕ тăчĕ пулин те, халăх питĕ нумай пухăнчĕ. Мероприятие Шупашкартан килнĕ сумлă хăнасемпе район ертÿçисем те хутшăнчĕç.

Красноармейски районĕнчи «Таябинка» агрофирма - çĕнĕ технологисене производствăна хăюллăн кĕртсе инноваци çулĕ-йĕрĕпе шанчăклăн аталанакан çирĕп хуçалăх. Вăл, республикăри «100 чи лайăх ял хуçалăх предприятийĕ» клубăн хастар членĕ, пĕлтĕр экономика-финанс кăтартăвĕсемпе 12-мĕш вырăн йышăннă.

Пĕлтĕр «2012-2014 çулсенче фермер ĕçне пуçăнакансене пулăшасси», «2012-2014 çулсенче хресчен (фермер) хуçалăхĕн никĕсĕ çинче çемье фермине аталантарасси» программăсем хута кайрĕç. Чăваш Енре пурнăçа мĕнле кĕрсе пыраççĕ-ха вĕсем? Республикăри фермерсен канашлăвĕнче малтанхи кăтартусене пĕтĕмлетрĕç.

Çĕнĕ фермăсенче – ăратлă выльăх

Хĕллехи вăрăм каçсене усăсăр ирттересшĕн мар Тăвай районĕнчи Енĕш Нăрвашри ветерансен канашĕпе пенсионерсен пĕрлĕхĕн членĕсем. Кил-çуртне тирпейленĕ, выльăх-чĕрлĕхне тăрантарнă хыççăн ялти информаципе культура центрне пухăнаççĕ вĕсем. Кунта ал ăстисен «Тĕпел» клубĕ ĕçлет. Ăна пилĕк çул каярах йĕркеленĕ. Унăн ертÿçи _ Галина Сергеева.

Иртнĕ шăмат кун ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин Çĕмĕрле хулинче ĕçлĕ канашлу ирттерчĕ. Унăн ĕçне хула администрацийĕн ĕçченĕсем, хула Пухăвĕн депутачĕсемпе общественноç хутшăнчĕç.

Раштавăн 16-мĕшĕнче ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин республика Правительствин членĕсемпе, федерацин влаç органĕсен территори управленийĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

Физкультурăпа спорт министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Сергей Шелтуков Шупашкар хулинче Олимп çулăмĕн эстафетине ирттересси çинчен пĕлтернĕ. Унта çулăма йăтакан 163 çын хутшăнать, вĕсенчен кашниех ăна 200 метра яхăн йăтса пырĕ. Чăваш Енре эстафета тăршшĕ - 33 километра яхăн.

Раççей Президенчĕ В.В.Путин Раççей Федерацийĕн Федераци Пухăвне янă Çырура çакна палăртнă: "Професси вĕренĕвне çĕнетсе улăштарнă май ĕç рынокне çаврăнăçуллăрах туса пырассине асра тытмалла. Кирлĕ тĕк граждансен тепĕр специальноçа хăнăхмашкăн, профессин çĕнĕ стартне илмешкĕн май пулмалла. Ĕçлемешкĕн тепĕр вырăна, урăх хулана, ытти региона куçма хатĕррисем валли те условисем туса памалла. Паллах, çакна территори аталанăвне шута илсе, бизнеса хутшăнтарса пурнăçламалла.

Pages

Subscribe to