Тĕнчере чи нумай вулакансем пулма пăрахăпăр-ши?

24 Ака, 2015

Чăваш Енри Журналистсен союзĕн пуçарăвĕпе апрелĕн 16-17-мĕшĕсенче Шупашкарта хальхи вăхăтри массăллă информаци хатĕрĕсен тата кĕнеке кăларас ĕçĕн çивĕч ыйтăвĕсемпе регионсен хушшинчи форум иртрĕ. Форум теми - «Хальхи вăхăтри вулакан, телекуравçă тата радио итлекен - вĕсен ăс-хакăл тĕнчине йĕркелесси тата паха информаципе, литературăпа тивĕçтересси».

Форума республикăри пичет, радио тата телекурав, издательствăсен, вулавăшсен ĕçченĕсем, литература критикĕсем, патшалăх влаçĕн органĕсен представителĕсем хутшăнчĕç. Республика тулашĕнчен те - Пушкăртстанран, Тутарстанран, Мари Элтан, Самар, Тюмень, Оренбург, Чĕмпĕр облаçĕсенчен - хăнасем пулчĕç.

Форумăн пĕрремĕш кунĕнче ЧР Наци библиотекин конференц-залĕнче «Чăваш кĕнекине хальхи вăхăтра вырнаçтарасси» ыйтупа «çавра сĕтел» иртрĕ.

Кĕнеке кăларас ĕç, унтан та ытларах - ăна халăхра сарасси юлашки вăхăтра йывăрпа пурнăçланса пырать. Çакна тÿрремĕнех чăрмав кÿрекен сăлтавсем пур. Компьютер самани пурнăçа тепĕр майлă çавăрса хучĕ. Халĕ кĕнеке ытамне мар, Интернет тыткăнне çакланнă пурте: ватти те, вĕтти те. Тĕпчевçĕсем палăртнă тăрăх - Раççейре пурăнакансем паян кĕнеке вулама вăтамран пурĕ те тăхăр минут çеç уйăраççĕ. 20-30 çул каялла пирĕн пирки тĕнчере чи нумай вулакансем тени яланлăхах çухалĕ-ши?

«Çавра сĕтеле» хутшăннисем хăйсен шухăшĕсене туллин уçса пачĕç. Чăваш кĕнеке издательствин директорĕ, ЧР Журналистсен союзĕн председателĕ Валерий Комиссаров кăçал 95 çул тултаракан издательствăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Палăртса хăвармалла: çĕршыври кунашкал предприятисенчен чылайăшĕ çĕнĕ саманан саккăрла саламачĕн «вут-хĕмне» тÿсеймерĕ - панкрута тухрĕ, пирĕн издательство вара сыхланса юлчĕ çеç мар, малалла ăнтăлма пултарчĕ. Халĕ вăл Раççейри наци издательствисен рейтингĕнче тăваттăмĕш вырăнта тăрать.

Малĕмĕтлисене шанаççĕ, вĕсене пулăшаççĕ. Акă, Валерий Петрович ертсе пыракан коллектив «Раççей культури» программăна хастар хутшăнать. 2006-2014 çулсенче социаллă пĕлтерĕшлĕ 19 кăларăма пичетлеме укçа-тенкĕ илнĕ.

Издательство ĕçĕнчи курăмлă та пархатарлă пулăм - ачасем валли кăларакан кĕнекесем. Юмахсемпе калавсем çеç мар, вĕренÿ пособийĕсем, учебниксем, методика хатĕрĕсем те кун çути кураççĕ кунта.

Юлашки çулсенче тухнă кĕнекесенчен чылайăшĕ сумлă конкурссенче палăрнă. «Çакă шăпах пирĕн продукцисен пахалăхне палăртакан кăтарту, - терĕ Валерий Петрович. - 2013 çулта Горький ячĕллĕ Литература институчĕ «М.Сеспель. Мильонам стих мой повторен» кĕнекене тивĕçлĕ хак пачĕ. Асăннă кăларăм çавăн пекех Раççейри Кĕнеке кăларакансен ассоциацийĕн конкурсĕнче те палăрнă. Тăватă томпа тухнă «Чувашская энциклопедия» 2013 çулта «Çулталăкри чи лайăх кĕнеке» нацин тĕп конкурсĕнче лайăххисен йышне кĕнĕ.

Кĕнеке издательствин директорĕн заместителĕ Наталия Яхатина чăваш кĕнекисем мĕнле сарăлни, вĕсене ăçта-ăçта вулани çинчен чарăнса тăчĕ.

Паян предприяти Раççейри 35 субъектпа хутшăнса ĕçлет. Юлашки çулсенче чăваш кĕнеки Тюмень, Хабаровск, Новосибирск, Саратов, Воронеж, Кострома, Астрахань, Волгоград хулисене тата ытти хутлăха çитнĕ. 2012 çултан пуçласа Чĕмпĕр облаçĕ Чăваш кĕнеке издательствин продукцине туянассине 4,5 хут ÿстернĕ.

Çапах та пăшăрхантаракан самантсем те çук мар-ха. Регионсенче чăваш шкулĕсем хупăнса пыраççĕ, çавна май тăван чĕлхепе вулакансен йышĕ те чакать.

Çакна пĕлни пăсмĕ: 2011-2014 çулсенче Чăваш кĕнеке издательстви 457 кĕнеке кăларнă, вĕсенчен 260-шĕ - чăвашла, 59-шĕ - чăвашла-вырăсла. Вĕрентÿ литератури 164 ятпа пичетленнĕ, илемлĕ литература - 57. Иртнĕ çул издательство ĕçченĕсем 127 кĕнеке хатĕрленĕ /пĕтĕмĕшле тираж - 348,88 пин экз./. Вĕсенчен 70-шĕ - чăвашла. Патшалăх заказĕпе 74 кĕнеке кун çути курнă. Шел те, юлашки вăхăтра ЧР Культура министерстви кĕнеке туянма укçа-тенкĕ уйăрассине пĕчĕклетсе пырать. Сăмахран, пĕлтĕр патшалăх тата муниципалитет библиотекисене 12948 экземпляр кĕнеке туянса панă. Çак кăтарту 2012 çулăн 68 проценчĕ кăна.

«Çавра сĕтелте» тухса калаçакансен сăмахĕнче шухăша яракан самантсем чылай пулчĕç. Чĕмпĕр облаçĕнчи В.И.Ленин ячĕллĕ ăслăлăх библиотекин - Кĕнеке керменĕн право информацийĕн халăх центрĕн - ертÿçи Лариса Утина пĕлтернĕ тăрăх - чăваш ялĕсенче çуралакан ачасен шучĕ чакса пырать, чăваш шкулĕсем хупăнаççĕ е вĕсенче тăван чĕлхене предмет шучĕпе мар, факультатив майĕпе вĕрентеççĕ. Хальхи вăхăтра облаçри 128 библиотекăран 48-шĕ чăвашсем пурăнакан ялсенче вырнаçнă. Елена Юрьевна илсе кăтартнă тĕслĕх шанăç çуратать пек те: Çĕнĕ хулари пĕр шкулта чăваш чĕлхин кружокĕ ĕçлет-мĕн. Унта йăхташсен ачисем çеç мар, вырăс пепкисем те çÿреççĕ иккен. Ку çеç те мар: кружока аслă ăрури çынсем те куç хывнă. Çапла тума мĕн хавхалантарать-ха? Чăлхене вĕрентессипе танах тăван культурăпа, йăла-йĕркепе çыхăннă мероприятисем чылай ирттерни иккен.

Тюмень облаçĕнчи чăвашсен «Тăван» общество президенчĕ, облаçри чăвашсен «Тăван» хаçат редакторĕ Ираида Маслова палăртнă тăрăх - 30 пин чăваш пурăнакан тăрăхра - Анат Тавда районĕнчи Канаш ялĕнче - ачасене тăван чĕлхене вĕрентнĕ пулнă, кайран чарăннă. Чăваш хастарĕсем тăрăшнипе Канашра çеç мар, Тюмень облаçĕнчи Горьковкăра та тăван чĕлхе урокĕсене ирттерме тытăннă. Çапах та ытларах чухне ашшĕ-амăшĕ хăй чăрмантарать, пепкисем тăван чĕлхепе калаçнине, вуланине хирĕççисем те пур иккен.

ЧР Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерствин пай пуçлăхĕ Вячеслав Бычков асăннă тăрăх - министерство вĕрентÿ литературине Чăваш кĕнеке издательствипе пĕрле кирлĕ таран кăларса пырать, анчах та регионсенчен сакассем илесси çулленех чакать. Ку енĕпе Тутарстана мухтарĕ, унта çулленех учебниксемпе вĕренÿ хатĕрĕсене 1 млн тенкĕлĕх ăсатаççĕ. Пушкăртстанпа Чĕмпĕр облаçĕ асăннă ĕçе япăхлатнине палăртрĕ.

Тепĕр кунне Наци библиотекинчех «Хальхи вăхăтри вулакан, телекуравçă тата радио итлекен - вĕсен ăс-хакăл тĕнчине йĕркелес тата паха информаципе, литературăпа тивĕçтерес ыйтусем» ятпа семинар иртрĕ. Ун ĕçне регионсенчен килнĕ хăнасемсĕр пуçне республикăри массăллă информаци хатĕрĕсен, издательствăсен, библиотекăсен ертÿçисемпе ĕçченĕсем те, ăсчахсемпе çыравçăсем те, патшалăх влаç органĕн представителĕсем те хутшăнчĕç.

Палăртса хăварар: хальхи вăхăтра республикăра 189 массăллă информаци хатĕрне шута илнĕ. Вĕсенчен 152-шĕ - пичетĕн периодика кăларăмĕсем /108 хаçат, 40 журнал, 1 бюллетень, 2 сборник, 1 каталог/, электронлă МИХсем 35 /2 телепрограмма, 3 радиопрограмма, 15 телеканал тата ытти те/.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ - ЧР информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрĕ Александр Иванов семинара хутшăннисене саламланă май çак шухăша палăртрĕ: «Хальхи вăхăтра çыннна нихçанхинчен те ытларах пахалăхлă информаци - тĕрĕс, тарăн тата тулли - кирлĕ. Ку енĕпе ăна сарас, халăх патне çитерес тĕлĕшпе литература, телекурав, радио, пресса тата, паллах, Интернет пысăк вырăн йышăнаççĕ. Пур енĕпе те пахалăхлă информаци - обществăна аталантарма пулăшакан хатĕрсенчен пĕри».

Валерий Комиссаров хăйĕн сăмахĕнче журналистсемпе писательсене, кĕнеке кăларакансене вĕсен «çимĕçĕ» - литературăпа информаци - пахалăхлă пулмаллине аса илтерчĕ: «Литература - çын пурнăçĕн пĕр пайĕ, унăн хăйнеевĕрлĕ сăнÿкерчĕкĕ пирки никам та тавлашмĕ. Вăл унăн чунри, шалти туйăмне, çавăн пекех общество саккунĕсене, хăйне мĕнле тытмаллине çутатса тăрать. МИХсем вара тĕнчекурăма, общество шухăшлавне йĕркелеççĕ, информаци культурин никĕсне хываççĕ, çын аталанăвĕнче калама çук пысăк витĕм кÿреççĕ, - терĕ. - Паян пирĕн умра çакăн пек çивĕч ыйтусем тăраççĕ: çамрăк ăрăва тĕрĕс-тĕкел, ăслă-тăнлă çитĕнтерес тесен мĕнле çул суйласа илмелле? Вĕсене витĕм кÿрекен усал вăйсене мĕнле сирсе ямалла? Унашкал лару-тăрура тĕрĕс утăм тума çынна унăн шалти кăмăл-сипет туйăмĕ пулăшать. Ăна аталантарма вара культурăпа вĕрентÿ учрежденийĕсем пулăшаççĕ. Библиотекăсем, шкулсем тата клубсем çамрăксемпе ĕçлекен социо-культура институчĕсем шутланаççĕ, çавăнпа ĕнтĕ форума журналистсемпе писательсене çеç мар, педагогсемпе библиотекарьсене те чĕнтĕмĕр».

Чăваш кĕнеке издательстви кăларакан литературăн ÿнер шайĕ тата паянхи вулаканăн чун ыйтăвне мĕнле тивĕçтерни çинчен предприятин тĕп редакторĕ Валерий Алексеев каласа кăтартрĕ.

Юлашки темиçе çулта вулакан аллине Петĕр Хусанкайăн тата Ухсай Яккăвĕн çырнисен пуххисен ултшар томĕ, Геннадий Айхин виçĕ томĕ, Марфа Трубинан, Ева Лисинан, Петĕр Ялкирăн, Виталий Енĕшĕн кĕнекисем, Мĕтри Кипекĕн, Хветĕр Уярăн, Кузьма Турханăн, Юрий Скворцовăн, ыттисен повеçĕсемпе романĕсем лекнĕ. Библиотека ĕçченĕсем палăртнă тăрăх вулакансем Илпек Микулайĕн, Александр Артемьевăн, Александр Алкан, Стихван Шавлин, Анатолий Емельяновăн, ыттисен произведенийĕсене кĕтеççĕ. Юлашки вăхăтри пысăк проектсенчен пĕри - «Чăваш литературин антологийĕ». Прозăна пĕр «çыхха» пуçтарнă пĕрремĕш том 2003 çулта кун çути курнă. 2013 çулта поэзи томĕ тухнă, иртнĕ çул - драматурги томĕ. Хальхи вăхăтра ача-пăчапа çамрăксем валли çырнă произведенисен пуххине хатĕрлеççĕ.

Наци телерадиокомпанийĕн директорĕ Александр Магарин хăй ертсе пыракан организацин репертуар политикин пĕрремĕш пĕтĕмлетĕвĕпе паллаштарчĕ. «Чăваш Ен» ПТРК филиалĕн директорĕн заместителĕ Елена Егорова телерадиокомпанин малашлăхĕ пирки чарăнса тăчĕ.

И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн вырăс тата чикĕ леш енчи литература кафедрин ертÿçи, филологи ăслăлăхĕсен докторĕ Юрий Артемьев «Этемĕн шалти ăс-пурлăхĕпе культури тата литература» ыйту тавра калаçрĕ. «Вулакан тĕрлĕрен: талантлă тата айван, - терĕ вăл. - Вулакан патне çитиччен кĕнеке хăйĕн ĕçне тума тытăнмасть. Юлашки вăхăтра литература, шел те, паянхи вулакана çырлахтармасть. Литература чуна сиплемелле, сăмах искусстви хĕлхем сирпĕттермелле. Ку - идеал. Шел, ремесленниксем ытларах». Пичет ветеранĕ, Раççей Журналистсен союзĕн председателĕ Демьян Семенов хăй «Коммунизм ялавĕнче» /халĕ «Хыпар» / ĕçленĕ вăхăта аса илчĕ. Унăн шухăшĕпе - паянхи журналистсем пулăмсене асăнса кайнипех çырлахаççĕ, ĕçĕпе палăрнă çынсем çинчен сахал çыраççĕ. Вăл массăллă информаци хатĕрĕсем малтанхи пекех коллективлă агитатор, пропагандист тата йĕркелÿçĕ тивĕçĕсене туса пынине курма ĕмĕтленет.

«Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕ-тĕп редакторĕ, Чăваш халăх поэчĕ Валери Туркай яваплă çак ĕçре çур çул çеç-ха. Унăн шухăшĕпе, çак тапхăрти пысăк çитĕнÿ - чăваш орфографийĕ тĕлĕшĕпе тунă яваплă утăм. Халăхăн пысăк пайĕ çак пулăма 20 çул ытла кĕтнине палăртрĕ вăл.

Сăмах илекенсем татах пулчĕç: Виталий Станьял, Анатолий Кибеч, Виталий Родионов, çав шутра республика тулашĕнчен килнĕ хăнасем те - «Урал сасси» хаçат /Пушкăртстан/ редакторĕ Юрий Михайлов, Чĕмпĕр облаçĕнчи «Волга» ПТРКри чăвашла «Эткер» телепередачăсен редакторĕ Олег Мустаев, «Тăван» хаçат /Тюмень/ редакторĕ Ираида Маслова, ыттисем те.

ЧР Журналистсен союзĕн пуçарăвĕпе ЧР Экономика аталанăвĕ, Информаци политики, Культура министерствисем, Чăваш кĕнеке издательстви, Наци библиотеки тата Чăваш наци конгресĕ пулăшнипе йĕркеленĕ форум литературăпа музыка уявĕпе вĕçленчĕ.

Надежда СМИРНОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.