Сусăрсем хевтесĕр мар...

24 Ака, 2015

Апрель уйăхĕнче Пĕтĕм Раççейри Куç курманнисен обществине туса хунăранпа - 90, унăн Чăваш Енри организацийĕ йĕркеленнĕренпе 85 çул çитнине паллă тăватпăр. Епле пурăнать хальхи саманара инвалидсен республикăри пĕрлĕхĕ, уявсене мĕнлерех кĕтсе илет? - çакăн пирки паянхи кăларăмра унăн председателĕ Юрий СЕРГЕЕВ каласа пама кăмăл турĕ.

- Юрий Ефимович, йышăр пысăк-и сирĕн тата куç курманнисене общество пурнăçне пуçаруллă хутшăнтарас енĕпе мĕнлерех ĕçлетĕр?

- Пирĕн тытăмăн тивĕçĕ - тĕрлĕ сăлтава пула куç вичкĕнлĕхне çухатнă е пачах курми пулнă çынсен пурнăç пахалăхне лайăхлатасси, вĕсене халăх хушшинче хăйсен вырăнне тупма пулăшасси тата общественноçа сусăрсем тĕлĕшпе тимлĕрех пулма ыйтасси. Иртнĕ ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурринче вĕсенчен чылайăшĕ республика экономикине тĕреклетмешкĕн тÿпе хыватчĕ, ятарлă предприятисенче тăрăшатчĕ. Шел, рынок экономикин конкуренцийĕнче тупăшма пултарайманнипе хăшпĕр производство хăвата чакарчĕ. Çавна май ĕçлекенсен йышĕ вунă хут сахалланчĕ. Хальхи вăхăтра Шупашкарти «Энергия» вĕренÿпе производство предприятийĕнче - 102, Канашри «Ритм» ОООра - 26, Улатăрти «Темп» ОООра 21 çын вăй хурать, вĕсем халăха куллен кирлĕ тавар кăлараççĕ. ВОСăн ытти членĕ килте кĕрĕк арки йăваласа лармаcть, пултарнă таран общество пурнăçне хутшăнать. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.