8 Ака, 2015

ÇĔМĔРТ ШАП-ШУРĂ ÇЕÇКЕРЕ

Çĕмĕрт çимĕçĕнчен хатĕрленĕ препаратсем, хытаракан япаласем пуррине кура, варвиттирен, вар-хырăмăн ытти ĕçĕ пăсăлсан сиплеççĕ.

Хуппин препарачĕсем - тар кăларакан, вĕрилентернине ирттерекен, шăк хăвалакан, çулçин препарачĕсем - хытаракан, витаминсемпе тивĕçтерекен, чечекĕнчен хатĕрленисем шыççа хирĕçле, сурана ÿт илтерекен, бактерисемпе кĕрешекен витĕмпе палăрса тăраççĕ.

8 Ака, 2015

Чĕлхесем çинчен саккун туллин мĕншĕн пурнăçланмасть?

"Чăваш Республикинчи чĕлхесем çинчен" саккуна пĕрремĕш хут 1990 çулхи октябрĕн 27-мĕшĕнче йышăннă. Пусарсах калам: Раççейри республикăсенчен пуринчен малтан! Анчах çăмăллăн пулса иртмен çак ĕç-хĕл.

8 Ака, 2015

Тăван çĕршыва хÿтĕлесси - сăваплă тивĕç

Апрелĕн 8-мĕшĕ - Çар комиссариачĕсен ĕçченĕсен кунĕ. Унсăр пуçне - çурхи призыв кунĕ те. Кăçал та вăл, ытти чухнехи пекех, апрелĕн 1-мĕшĕнче пуçланчĕ. Июль уйăхĕн 15-мĕшĕччен пыракан çак кампани вăхăтĕнче Чăваш Енри миçе каччă çара кайĕ? Малтанхисенчен мĕнпе уйрăлса тăрĕ черетлĕ призыв? Çак тата ытти ыйту тавра ЧР Çар комиссариачĕн граждансене çар службине хатĕрлекен тата ăсатакан, призыв уйрăмĕн пуçлăхĕн заместителĕпе Владимир ЛАМКОВПА калаçрăмăр.

8 Ака, 2015

Мĕнле сасăлатăн, çапла пурăнатăн

Тăван республикăмăрăн малашнехи пурнăçне палăртакан суйлавччен, шухăшласассăн, вăхăт кăштах пур пек-ха туйăнать. Çапах та кунсем-эрнесем мĕнле хăвăртлăхпа иртсе кайнине, акă, сиссе те юлаймăпăр, вĕсем шутлă çеç: сентябрь уйăхĕн 13-мĕшĕнче вара Чăваш Ен Пуçлăхне, район администрацийĕсен тата ял тăрăхĕсен ертÿçисене, тĕрлĕ шайри депутатсене палăртма алла бюллетень илĕпĕр те.

8 Ака, 2015

Солдатов - лайăх салтак

- Эпĕ вăрçăн малтанхи çулĕсенче юланутпа çÿрекен разведчик пулнă. Лаши манăн Аульчик ятлăччĕ. Çÿрен лашаччĕ. Хама курсанах и-ăхă-хăк, и-ăхă-хăк! тесе кĕçенетчĕ. Çапла "сăмах хушмасăр" кĕтсе илни пĕрре те пулман. Юлашки çăкăр татăкне те ăна хыптараттăмччĕ. Эх, ачашланатчĕ вара... Чĕлхипе питренех йăпăлт-йăпăлт çуласа илетчĕ. Мăнтарăн, асаплă вăхăт пулнине вăл та ăнланатчĕ. Ăнкарулăхĕпе, ачашлăхĕпе лăплантарма, кăмăла уçма тăрăшатчĕ. Чĕлхи çук пулсан та пĕр-пĕрне сĕре лайăх ăнланаттăмăр. Пĕрре çапла штаба донесени пама кайма тухнăччĕ. Çулĕ тăвайкки урлă выртатчĕ.

8 Ака, 2015

Анаткас Тăрăн чăвашĕ Арктикăна тĕпчет

Геннадий Антипович Тарасовăн пурнăçĕ пысăках мар ĕç пÿлĕмĕнче çакăнса тăракан карттă евĕрех: стена çинче - сăнÿкерчĕксем, ăслă çынсен ăслă шухăшĕсем, хисеп хучĕсем, Раççей историйĕн тапхăрĕсемпе çыхăннă çынсен портречĕсем: Иван Папанин контрадмирал, Раççей Ăслăлăх академийĕн геологи институчĕн директорĕ П

8 Ака, 2015

Çĕнĕ пуçарусем спортпа туслă пулма хавхалантараççĕ

Йăлана кĕнĕ тăрăх çулталăк пуçламăшĕнче патшалăх ведомствисем иртнĕ çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетеççĕ, кăçалхи тĕллевсене палăртаççĕ. ЧР Физкультурăпа спорт министерстви те, каярах пулин те, çак кунсенче 2014 çулхи спорт сезонĕн кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ. Ведомство коллегийĕн анлă ларăвĕ ку хутĕнче Атăл леш енче, «Росинка» физкультурăпа сиплев центрĕнче, иртрĕ.

Яланхи пекех тĕп темăпа Сергей Мельников министр тухса калаçрĕ. Доклад пуçламăшĕнче вăл 2014 çул спорт кунçулĕнчи чи пĕлтерĕшлĕ тапхăр пулнине палăртрĕ.

Pages