Инвалидсене - патшалăх пулăшăвĕ

24 Ака, 2015

Центра тивĕçлĕ вырăн тупас тĕллевпе пынă инвалида ĕçлĕ тунисĕр пуçне тата мĕнле пулăшу параççĕ? Вĕсенчен хăшĕ тÿлевлĕ?

Хăйсене юрăхлă ĕç шыраса пынă инвалидсене вырнаçтарнисĕр пуçне халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрсем патшалăхăн професси ориентацийĕн, психологи хÿтлĕхĕн, рынокри социаллă адаптацин пулăшăвне параççĕ, общество ĕçĕсене хутшăнтараççĕ, професси вĕренĕвне яраççĕ, харпăр хăй ĕçне уçмашкăн пулăшаççĕ.

Ĕçлев службин органĕсем сĕнекен патшалăх пулăшăвĕсем пурте тÿлевсĕр. Ку çеç те мар, вăл хăй финанс енĕпе тĕревлеме шантарать: тĕслĕхрен, служба органĕсем янипе професси вĕренĕвĕн тапхăрĕнче граждансем /çав шутра инвалидсем те/ ĕçсĕрлĕх пособийĕпе танлашакан стипенди илеççĕ, общество ĕçĕсене хутшăннă вăхăтра тата «Юрăхлă ĕç шыранă чухне йывăрлăха лекнĕ граждансене вырнаçтарасси» программа мероприятийĕсемпе килĕшÿллĕн вăхăтлăх ĕç тупса панă самантра ĕçсĕр граждансен шутĕнчи инвалидсене предприяти тÿлекен шалусăр пуçне служба органĕ 1700 тенкĕ таран пурлăх тĕлĕшĕнчен хавхалантарать.

* * *

Харпăр хăй ĕçне йĕркелес тĕллевлĕ инвалид ĕçлев службинчен хÿтлĕхе тивĕçет-и?

Саккун йĕркипе ĕçсĕрлĕх статусне илнĕ граждансен /çав шутра - инвалидсен/ харпăр хăй ĕçне уçмашкăн хатĕрленĕ проекчĕсене ятарлă комисси ырласа йышăннă хыççăн вĕсене 58800 тенкĕлĕх финанс пулăшăвĕ параççĕ.

Ĕçлев центрĕпе гражданин çирĕплетнĕ килĕшÿре пулас предприниматель пĕчĕк бизнесра 3 çултан кая мар вăй хума тивĕç пулнине палăртса хăвараççĕ. Малтанхи тапхăрта служба органĕ патшалăх уйăрнă укçана тĕллевлĕ тăкакланине контрольлесе тăрать. Çав суммăпа бизнес-проектра палăртнă мероприятисенче кăна усă курма юрать тата тăкаксене документпа çирĕплетмелле.

* * *

Ĕçлев центрĕнче учета тăмашкăн инвалидăн мĕнле документсем кăтартмалла?

Ĕçлеме пултараслăх кăтартăвĕсем пур инвалидсен пурин те юрăхлă вырăн шыраса хăйсем пурăннă çĕрти ĕçлев центрне пымалла. Кун пек чухне вĕсен çумра паспорт, ĕç кĕнеки, служба органне пыриччен малтан ĕçленĕ-тĕк - юлашки виçĕ уйăхри шалăва çирĕплетсе халиччен вăй хунă предприяти панă справка, пĕлÿ илнĕ специальноç суйламашкăн вĕренни çинчен документ тата инвалидăн харпăр хăй реабилитацийĕн программи çумра пулмалла. Çав программăра ĕçлеме пултараслăх кăтартăвĕсене çирĕплетни уйрăмах пĕлтерĕшлĕ.

 

Чăваш Ен Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх служби.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.