Комментари хушас

24 Ака, 2015

Анна Арсеева юбилейне паллă турĕ

Апрелĕн 14-мĕшĕнче ЧР Наци библиотекинче республикăн агропромышленноç ветеранĕсен пĕрлĕхĕн правленийĕн анлă ларăвĕ иртрĕ. Ăна организаци ертÿçисенчен пĕри Петр Ивантаев уçса ертсе пычĕ, АПК ветеранĕсен ячĕпе Шупашкарти аш-какай комбинатне 14 çул ертсе пынă Анна Арсеевăна 80 çул тултарнă ятпа саламларĕ.

Тамбов облаçĕнче çуралса ÿснĕ пикене Мускаври ветеринари академийĕнчен вĕренсе тухсан пирĕн республикăна ĕçлеме янă. Вăл Шупашкарти аш-какай комбиначĕн технологĕнче ĕçлеме тытăннă. Ун чухне предприяти Аш-какай комбиначĕн тăкăрлăкĕнче вырнаçнине, каярахпа ăна тĕп хула тулашне кăларнине нумайăшĕ пĕлет.

Икĕ уйăхран çамрăк специалиста аш-çу цехне ертсе пыма шаннă. Ку ĕçре вăл 5 çул тăрăшнă. Пĕр хушă комбинатăн инженер-технологĕ, 19 çул планпа производство пайĕн ертÿçи пулнă. Коммунистсен партийĕн предприятири организацине ертсе пынă. 1993 çулта комбината акционерсен аллине парсан ăна уçă обществăн генеральнăй директорне çирĕплетнĕ.

Савăнăçлă ларура Анна Кузьминична пурнăçĕпе ĕç-хĕлне уçса панă документлă фильм кăтартрĕç. Вăл комбинатра 40 çул вăй хунă. 1960-1990 çулсенче предприятие выльăх леçнĕ ертÿçĕсем, колхоз-совхоз специалисчĕсем ăна манмаççĕ. Коллектив ашран тĕрлĕ продукци çулталăкра нумай пин тонна туса кăларнă. А.Арсеева тивĕçлĕ канăва кайсан предприяти Мускав бизнесменĕсен аллине лекрĕ. Темиçе çул сутлăха пĕр килограмм кăлпасси те яраймарĕ.

Пĕлтĕр обществăна хамăр республикăри пултаруллă çынсем харпăрлăха илчĕç. «Предприяти продукци туса кăларма пуçланăшăн савăнатăп», - терĕ А.Арсеева. Ăна юбилейпе ЧР вице-премьерĕ Сергей Павлов саламларĕ, «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден медальне пачĕ.

«Халĕ манăн пурнăçра чи хакли - ачамсем», - терĕ Анна Кузьминична. Чыслава унăн хĕрĕ - ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ-сывлăх сыхлавĕ тата социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова - хутшăнчĕ.

Михаил СЕРГЕЕВ.

Автор сăнÿкерчĕкĕ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.