24 Ака, 2015
Гайморитран сывалма
Халăх медицинин мелĕпе гайморитран сывалма пулăшсамăр. Мĕншĕн тесен эмелрен, уколран усси пулмарĕ.
Николай Иванов. Красноармейски районĕ.
Ку чиртен сипленме темиçе мел парăпăр:
- Çĕрулмипе сухан сĕткенĕсене пĕр пек виçепе илмелле, хутăштармалла, 2 апат кашăкĕ пыл ямалла. Хатĕр эмеле холодильникра упрамалла. Сăмса сывлайми пулсан çак шĕвеке ямалла.
- Пуçлă çур сухана, 2-3 шăл ыхрана терка витĕр кăлармалла, хутăштармалла, кăштах ÿсен-тăран çăвĕ хушмалла. Хутăша 2 эрне тытмалла, марля витĕр кăлармалла. Сăмса шăтăкĕсене кунне пĕршер тумлам темиçе хутчен ямалла.
- Хĕрлĕхен курăкĕн ?иван-чай% типĕтнĕ çулçине 2 апат кашăкĕ илмелле, 2 стакан шыв хушмалла, çулăм çинче вĕретмелле, хупламалла. Сиплĕскерпе çур сехетрен усă курма юрать. Ăна апат умĕн çуршар стакан кунне виçĕ хутчен ĕçмелле.
- Хĕрен тымарне тасатмалла, вĕтĕ терка витĕр кăлармалла, лимон сĕткенĕпе хутăштармалла, темиçе сехет холодильникра ?хутăш çăраличчен% тытмалла. Эмеле апат умĕн пĕрер чей кашăкĕ кунне икĕ хутчен ĕçмелле.