Комментировать

24 Апр, 2015

Гайморитран сывалма

Халăх медицинин мелĕпе гайморитран сывалма пулăшсамăр. Мĕншĕн тесен эмелрен, уколран усси пулмарĕ.

Николай Иванов. Красноармейски районĕ.

Ку чиртен сипленме темиçе мел парăпăр:

  1. Çĕрулмипе сухан сĕткенĕсене пĕр пек виçепе илмелле, хутăштармалла, 2 апат кашăкĕ пыл ямалла. Хатĕр эмеле холодильникра упрамалла. Сăмса сывлайми пулсан çак шĕвеке ямалла.
  2. Пуçлă çур сухана, 2-3 шăл ыхрана терка витĕр кăлармалла, хутăштармалла, кăштах ÿсен-тăран çăвĕ хушмалла. Хутăша 2 эрне тытмалла, марля витĕр кăлармалла. Сăмса шăтăкĕсене кунне пĕршер тумлам темиçе хутчен ямалла.
  3. Хĕрлĕхен курăкĕн ?иван-чай% типĕтнĕ çулçине 2 апат кашăкĕ илмелле, 2 стакан шыв хушмалла, çулăм çинче вĕретмелле, хупламалла. Сиплĕскерпе çур сехетрен усă курма юрать. Ăна апат умĕн çуршар стакан кунне виçĕ хутчен ĕçмелле.
  4. Хĕрен тымарне тасатмалла, вĕтĕ терка витĕр кăлармалла, лимон сĕткенĕпе хутăштармалла, темиçе сехет холодильникра ?хутăш çăраличчен% тытмалла. Эмеле апат умĕн пĕрер чей кашăкĕ кунне икĕ хутчен ĕçмелле.
CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.