Комментари хушас

24 Ака, 2015

Конкуренцисĕр... ОСАГО

Автомобилистсен ку хыпара пĕлмеллех: апрелĕн 12-мĕшĕнчен ОСАГОн никĕс шутланакан çĕнĕ база тарифĕ вăя кĕчĕ. Унăн хакне палăртнă чух чылай параметра шута илеççĕ: региона, стажа, водитель аварисем тунине, автомобиль хăватне. Çапла вара страховщиксем пĕр-пĕринпе клиентсемшĕн тупăшса тарифсене улăштарма - хака пĕчĕклетме - пултараççĕ.

5-рен 20% таран анлăлатнă тариф коридорĕ страхлакан компанисен хушшинчи конкуренцие çивĕчлетме тивĕç. Тĕп банк шăпах тариф çапла "юпленни" ОСАГОна йÿнетме пулăшасса шаннă ĕнтĕ.

ОСАГО полисĕсене хаклатнин сăлтавĕ вара темиçе те: апрелĕн 1-мĕшĕнчен шар курнисен пурнăçĕпе сывлăхне кÿнĕ сиеншĕн тÿлекен страховани виçине 160 пинрен 500 пин тенкĕ таран ÿстернĕ. Малашне страховщиксем инкек тÿснĕ çынна нормативсемпе килĕшÿллĕн медицина пулăшăвĕшĕн те тÿлĕç. Тĕслĕхрен, пуç мими чĕтренсен саплаштару укçи 15 пин тенкĕпе танлашать, йĕтес шăмми хуçăлсан - 35 пин...

Валюта курсĕ улшăннине пула саппас пайсем, юсав ĕçĕсем хакланнине те шута илнĕ. Тивĕçлĕ нормативсене тÿрлетÿсем кĕртнĕ май аварире сиенленнĕ транспорт хатĕрне юсамалли тăкаксене саплаштарасси 20-25: ÿснĕ. Çапла вара страховани полисĕн хакĕ кăна мар, страховани тÿлевĕн виçи те пысăкланать.

ОСАГО полисĕсем хакланни 2014 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕнчен пурлăхшăн тÿлемелли лимитсем пысăкланнипе те çыхăннă. Автомобиль сиенленнĕшĕн тÿлекен чи пысăк саплаштару укçи паян 400 пин тенкĕпе танлашать. Страховани тÿлевĕ çапла тăруках пысăкланни "автогражданка" тарифĕсене те улăштармаллахчĕ. Вĕсем 11 çул ытла пĕр шайра пулнă вĕт.

Анчах конкуренци тени чи пысăк вунă страховщикрен тăххăрăшĕ регионсенче полиссен чи хаклă виçине палăртнипе вĕçленчĕ. "СОГАЗ", "Ингосстрах", "ВСК", "РЕСО Гарантия", "Согласие", "МАКС", "НАСКО" - страхлакан çак компанисен официаллă сайчĕсенчи информацие ĕненес-тĕк апрелĕн 12-мĕшĕнчен уйрăм çынсем валли ОСАГОн никĕс шайĕнчи тариф виçисене вĕсем пурте 4118 тенкĕ шайĕнче палăртнă. "Росгосстрахăн" кăна - 3453 тенкĕ.

ОСАГО тăкаклине, автоюристсен чеелĕхне, ултавçăсене, авари нумаййине кура тăкаксем пушшех пысăкланнине пăхмасăр "Росгосстрах" тариф коридорĕн чи пысăк виçипе усă курас темен. Социаллă çивĕчлĕхрен сыхланса çак компани çĕршывăн ытларах регионĕнче ОСАГО полисĕн хакне Раççей Тĕп банкĕ çирĕплетнĕ тариф коридорĕн чи пĕчĕк виçинчен ытла ÿстермен. 2014 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕнчипе танлаштарсан 59 регионта "Росгосстрахăн" тариф ÿсĕмĕ 40: та мар, 33: кăна пулĕ.

Николай КОНОВАЛОВ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.