Инвестици программи тĕллевлĕ пурнăçланать

24 Ака, 2015

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев юнкун Шупашкарти АПК предприятийĕсене çитсе курчĕ. Чи малтан сăра тăвакан "Букет Чувашии" АУОра пулчĕ. Акционерсен уçă обществи 1974 çултанпа 50 яхăн тĕрлĕ продукци туса кăларать. Инвестици программине çулленех ăнăçлă пурнăçлани оборудование çĕнетме, производство хăвачĕсене вăйлатма, рабочисен ĕç укçине ÿстерме тата конкуренцие тÿсĕмлĕ тавар хатĕрлеме май парать. Юлашки 5 çулта тĕп пурлăха модернизацилеме 2 млрд тенкĕ хывнă, 180 рабочи валли ĕç вырăнĕ хатĕрленĕ.

Предприятире логистика центрĕ уçăлнă, пылак шыв туса кăларакан çĕнĕ лини хута кайнă, йÿçĕтекен цеха модернизациленĕ, квас ăслине çĕнĕ технологипе хатĕрлеме оборудовани туяннă.

"Букет Чувашии" АУОра 681 çын ĕçлет. Шалу республикăри вăтам кăтартуран 1,4 хут пысăкрах. Вăл халĕ 25317 тенкĕпе танлашать.

Продукци пахалăхĕ те лайăхланать. Пĕлтĕр АУО квасĕ тата сăри Мускавра иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери "2014 çулхи чи лайăх продукт" конкурсра 3 диплом тата ылтăн медаль çĕнсе илнĕ.

Республика Пуçлăхĕ çĕнĕ логистика центрĕпе, пылак шыв цехĕпе паллашрĕ, рабочисемпе тĕл пулчĕ. "Эпĕ сирĕн ĕçĕрпе питĕ кăмăллă, продукци паха тата потребитель рынокĕ ăна хаваспах йышăнать", - терĕ Михаил Васильевич. Унтан çынсене куçран тинкерсе: "Ыйтусем пур-и? Эпĕ хуравлама хатĕр", - терĕ.

Предприяти ĕçченĕсем çакна кăна кĕтнĕ тейĕн. Михаил Игнатьевпа куçа-куçăн тĕл пулма май пуррипе усă курса пĕрин хыççăн тепри ыйту пама тытăнчĕ. Цех пуçлăхне Лира Ласточкинăна тăван Тăвай тăрăхĕнче ялхуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене фермерсем пусăçаврăнăшне кĕртни савăнтарать. Çав вăхăтрах кÿршĕллĕ Канаш районĕнчи уйсене хытхура пусса илни чунтан тарăхтарать. Вăта шывĕ урлă каçса çÿреме кĕпер çукки ăна тарăн шухăша янă. Михаил Васильевич Лира Наумовнăна тĕплĕн ăнлантарчĕ. "Çакнашкал тĕлпулусем пире хавхаланса ĕçлеме çĕнĕ вăй-хал хушаççĕ, канăç паман ыйтусене уçăмлатаççĕ", - савăнчĕ Лира Ласточкина. М.Игнатьев физкультурăна кăмăллакансене Шупашкарта çĕнĕ спорт сооруженийĕсем епле çĕкленнипе паллаштарчĕ. Сывă пурнăç йĕркипе пурăнма чĕнсе каларĕ. Тăван республика Правительствинче пирус туртакансем çуккине пĕлтерчĕ.

Унтан Чăваш Ен Пуçлăхĕ "Чăвашçăкăрпродукчĕ" АУОн филиалне - Шупашкар элеваторне çитрĕ. Предприяти талăкра 500 тонна тырă авăртать. Тулă çăнăхĕ 75% кая мар тухать. Элеватор склачĕсем ăна 48 пин тонна таран йышăнаççĕ. Ытлашшине Мари Эл, Тутарстан, Киров, Самар, Саратов, Чулхула облаçĕсем туянаççĕ.

Михаил Васильевич тулă авăртакан цехăн компрессор уйрăмне, лабораторие кĕрсе курчĕ, ĕç коллективĕпе тĕлпулчĕ. Республика Пуçлăхĕ производствăна модернизацилени предприятин пур кăтартăвне те ÿсĕмлетме пулăшнине палăртрĕ.

- Эпир тĕрлĕ вăхăта тÿссе ирттертĕмĕр. 2010 çул типĕ пулчĕ. Республикăра çăнăх саппасĕ икĕ эрнелĕх кăна юлнăччĕ, хăрушă самант тухса тăчĕ. Кун хыççăн Правительство шайĕнче татăклă йышăну турăмăр - апатçимĕçлĕх тулă тата ыраш саппас хатĕрлеме тытăнтăмăр, - терĕ Михаил Игнатьев.

Элеватор ĕçченĕсене Михаил Васильевич республикăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕ, ялхуçалăх отраслĕн малашлăхĕ, Беларуç Республикинчи асра юлнă самантсем çинчен каласа кăтартрĕ, ыйтăвĕсене хуравларĕ.

Производство коллективĕсенче Чăваш Ен Пуçлăхĕпе ĕçлĕ тĕлпулусем иртни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çынсен кунсерен пуçтарăннă ыйтăвĕсем татăлаççĕ, ĕçлес кăмăлĕ çĕкленет, хастарлăхĕ ÿсет, çавна май предприятисенче кăтартусем те лайăхланаççĕ.

Валентин ГРИГОРЬЕВ.

Б.ФИЛАТОВ сăнÿкерчĕкĕ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.