Укçа шута юратать
Нумай хваттерлĕ çуртсен юсавĕпе, çакăн валли халăхран укçа пухассипе çыхăннă ыйтусем юлашки вăхăтра республикăра тĕп темăна çаврăнчĕç теме те юрать - ăна çине-çинех хускатаççĕ. Çавна май асăннă ыйту Правительствăн виçĕмкунхи ларăвĕнче те калаçтарни пĕртте кĕтменлĕх пулмарĕ.
Экономкласс йÿнĕ пулмалла
Республикăн капиталлă юсав фондĕнче аудит ирттерес, унăн отчетне Интернета вырнаçтарас ыйтăва тишкернĕ май ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çирĕппĕн асăрхаттарчĕ: «Ку темăпа тавлашу-калаçу нумай. Çавăнпа та пирĕн кашни кăлтăкпа ĕç-пуçа политизацилеме, лару-тăрăва çивĕчлетме усă курĕç. Халăх влаçа шанасси çакăнтан та нумай килет». Строительство министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Александр Герасимов çак самантсене шута илме шантарчĕ. Малалла вулас...
Комментари хушас