Марина ТУМАЛАНОВА

19 Авăн, 2015

Патша сачĕ майлах

ЧР строительство, архитектура тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министерстви çулленех республикăри чи хăтлă та симĕс вырăна палăртас тĕллевпе конкурс ирттерет. Кăçал жюри членĕсем 46 ĕçе пăхса тухнă. Конкурса Куславкка районĕ, Канаш, Шупашкар хулисем хастар хутшăннине асăнса хăварас килет.

13 Авăн, 2015

Хĕвеллĕ çанталăк пекех лайăх паян халăхăн кăмăлĕ

778-мĕш суйлав участокĕ Шупашкарти Совет Союзĕн Геройĕ А.В.Кочетов полковник ячĕллĕ кадет шкулĕнче вырнаçнă. Кăмăла çĕклентерсе ирех юрă-кĕвĕ янăрать. Сасăлакансене йышăниччен суйлав комиссийĕн председателĕ Наталья Фомирякова паянхи ĕç йĕркипе тепĕр хут паллаштарать.

5 Авăн, 2015

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланчĕ...

Вĕренÿ çулĕ пуçлансанах хăнăхнă йăлапа шкула ашшĕ-амăшĕн пухăвне пуçтарăнатпăр. Яланхи пекех шкул директорĕ чи малтан сăмах илет. Кăçалхи çĕнĕлĕхсемпе паллаштарать вăл. Тĕслĕхрен, пирĕн шкулта ачасем икĕ сменăпа вĕреннĕрен урок вăхăтне 45-рен 40 минут таран кĕскетме йышăннă. Апла тăк вĕсен çур сехет маларах пушанма май пулать. Уроксем хыççăнхи тÿлевлĕ кружоксенче хутран темĕн те пĕр тума, ÿкерме, ташлама хăнăхтараççĕ. Килте телевизор куриччен е компьютерпа выличчен вăхăта шкулта ирттерни тем тесен те усăллăрах.

5 Авăн, 2015

100 çулти йывăç та çимĕç парать

Муркаш районĕнчи Катькасри Алексей Петров çĕрулми кăларатчĕ. «Ак çак ретсене çĕртме уйăхĕн 15-мĕшĕнче тин лартнă. Кур-ха, мĕнешкел шултра», - тет вăл хăпартланса. Хăй вăхăтĕнче Челябинска, Волгограда, Саратова çĕрулми сутма çÿренĕ Алексей Николаевич. «1955 çулта çунса кайрăмăр. Юрать-ха нÿхрепре 20 михĕ çĕрулми юлчĕ.

29 Çурла, 2015

Пурнăç хут çинче тытăнса тăмасть...

"Юн кирлĕ! Пулăшăр!.." - çакнашкал каланине пирĕнтен кашниех пĕрре мар илтнĕ. Апла тăк çын инкеке лекнĕ... Ахăртнех, пурнăçпа вилĕм хушшинче тăрать вăл. Ахальтен мар вăхăтра алă тăсни виçĕ хутчен пулăшнипе танлашнине палăртнă ваттисем. Шăпах хисепе тивĕçлĕ çынсем çинчен сăмах хускатас килет манăн.

Pages