Комментари хушас

5 Авăн, 2015

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланчĕ...

Вĕренÿ çулĕ пуçлансанах хăнăхнă йăлапа шкула ашшĕ-амăшĕн пухăвне пуçтарăнатпăр. Яланхи пекех шкул директорĕ чи малтан сăмах илет. Кăçалхи çĕнĕлĕхсемпе паллаштарать вăл. Тĕслĕхрен, пирĕн шкулта ачасем икĕ сменăпа вĕреннĕрен урок вăхăтне 45-рен 40 минут таран кĕскетме йышăннă. Апла тăк вĕсен çур сехет маларах пушанма май пулать. Уроксем хыççăнхи тÿлевлĕ кружоксенче хутран темĕн те пĕр тума, ÿкерме, ташлама хăнăхтараççĕ. Килте телевизор куриччен е компьютерпа выличчен вăхăта шкулта ирттерни тем тесен те усăллăрах.

Анчах пур ашшĕ-амăшне те юраймăн. Хăшĕ-пĕри ывăл-хĕрĕ киле вăхăтра таврăнманшăн кăмăлсăр иккен. Вĕсем класс ертÿçипе калаçмасăрах шкул директорĕпе çыхăнса ĕç-пуçа йĕркелеме ыйтнă. «Лару-тăрăва мĕншĕн манпа татса памастăр?» - пĕлесшĕн педагог. Тĕслĕхрен, ачан пултарулăх çуртĕнчи кружока каймалла тейĕпĕр. Ăна «продленкăран» хăтармашкăн ыйту çырма пулать-çке. Тепĕр тесен, çакнашкал вак-тĕвеке класра сÿтсе явмасăрах çÿлерех картлашкари ертÿçĕсене явăçтарни маларах та пулнă.

Шкултах дзюдо, каратэ, гимнастика секцийĕсем ĕçлени ытла та меллĕ. Вĕрентекен ачасемпе пĕрле конструктор пуçтарнине те ырламалла. Арçын ачасене пушшех кирлĕ çакă - гайка-болтпа усă курма хăнăхчăр. Шупашкарти 56-мĕш вăтам шкулта, сăмахран, çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче шашкăпа шахмат кружокĕ уçăлчĕ. Ăна Калинин районĕнчи ветерансем йĕркелесе пыраççĕ. Аслă ăру çыннисем хăйсемех ачасемпе ĕçлемешкĕн ирĕк, вырăн ыйтнă. Вĕсене класс уйăрса панă. Çав кружока çырăнакансем те çийĕнчех тупăнчĕç.

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнчи пĕрремĕш урокра «Пур ача та пултаруллă» ăнлава уçса пани те пуçламăш класра вĕренекенсемшĕн пĕлтерĕшлĕ. Конкурсра, ăмăртура, олимпиадăра çĕнтерни пурне те савăнтарать-хăпартлантарать. Çапах пурнăçра пĕр-пĕрне пулăшмалли тавра та калаçу пуçарчĕ класс ертÿçи. Тантăшсене «йĕплĕ» сăмахпа кÿрентермелле мар. Калаçу чĕлхи те пуянлансах пырать те... Пĕрре çапла пĕрремĕш класра вĕренекен тăрăхласа каланă сăмах пĕлтерĕшне Интернетра шыранăччĕ. Мĕншĕн тесен малтан никамран та илтмен. Мана компьютер усал сăмахсен словарьне кĕрсе пăхма сĕнчĕ... Уроксенче тĕн ыйтăвне хускатни ачасене çынлăх йĕркине ăша хывма пулăшасса шанас килет.

9-мĕш тата 11-мĕш класс хыççăн пĕлĕве çирĕп тĕрĕсленине хăнăхнă эпир. Патшалăхăн пĕрлехи экзаменне çĕнĕлĕхсем кĕртсех тăраççĕ. Малашне пуçламăш классенче вĕренекенсем те айккинче юлмĕç. 2016 çултанпа Пĕтĕм Раççейĕпех тĕрĕслев ĕçĕсем йĕркелеме тытăнĕç. Вĕренÿ çулĕ вĕçĕнче 4-мĕш класс ачисем вырăс чĕлхипе, математикăпа, йĕри-тавралăх тĕнчипе /окружающий мир/ ыйтусене хуравлĕç. Малашне ытти классем те çак йĕркене хăнăхса пырĕç. Тĕрĕслев ĕçне шкулти учитель хăех пăхса тухĕ, хак парĕ.

Ачасем хăтлă классенче вĕренме пуçларĕç. Тарăн пĕлÿ илме вĕсен пĕтĕм услови пур. Юлашки çулсенче спорт залĕсене юсаса çĕнетни, инвентарьпе тивĕçтерни ачасен сывлăхне çирĕплетме май парĕ. Шкулта кăлпасси, булка çитерни кăмăла каймастчĕ. Директор кулленхи меню усăллă апат-çимĕçпе пуянланасси пирки каларĕ. Ачасен çанă тавăрса пĕлÿ гранитне «кăшласси» кăна юлать.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.