Марина ТУМАЛАНОВА

17 Юпа, 2015

Чăваш ачи Раççей Президенчĕ валли юрă çырнă

Шупашкарти 4-мĕш гимназири 5-мĕш класра вĕренекен Арнольд Иванов чапшăн çунмасть. Йĕри-таврари халăх палласа илнĕшĕн те аванмарланать. Шăпах çуралнă кун тĕлне Раççей Президенчĕ Владимир Путин валли юрă çырнипе палăрнă вăл. Унăн çак ĕçĕ Интернет уçлăхĕнче вырăн тупнă.

10 Юпа, 2015

Пилĕк авмасăр... Мерседеспа ярăнаймăн

Эх, ялта пурнăç лайăх! Ĕçлеме ÿркенменнисен килĕнче пахчаçимĕçĕ те, улми-çырли те ăнса пулнă. Аш-какайран та татăк пурăнмаççĕ вĕсем. Сĕт-турăхĕ те, пылĕ те яланах сĕтел çинче. «Çити-çитми пурнăç хумĕ сире килсе çапмĕ», - тăвансем хăнана килсен çакнашкал пĕтĕмлетÿ тăваççĕ.

3 Юпа, 2015

«Пиçсе çитмен» ĕçе халăха кăтартмаççĕ

«Эпир пĕр çемьери пекех пурăнатпăр. Кунта вĕрентекенсене те, шкул ачисене те килти пекех хăтлă. Тăван кĕтесе хаклама пĕлни, йăх-несĕле асра тытни, йăла-йĕркене упраса хăварма тăрăшни пĕрлештерет пире. Шкул пĕтернисемпе çулсеренех тĕлпулу йĕркелетпĕр. 70 урлă каçнисем те уява хаваспах хутшăнаççĕ.

3 Юпа, 2015

Чĕре таппи сÿнсен те - чун таппи юлать

Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн, ЧР Патшалăх Канашĕн "Республика" хаçат редакторĕн Лидия Филипповăн сăвă йĕркисем çаплипех чĕлхе çинче. Сăваплă çĕр çинче çурални ăна хăват парса тăни пĕрре те иккĕлентермест. Аллăмра - унăн черетлĕ вунвиççĕмĕш кĕнеки.

26 Авăн, 2015

Тырри - çăкăр пĕçерме, кĕлти - кăмака хутма

Куславкка районĕнчи Малти Чăршкассинчи 87-ри Мария Юркова çурла илсе тухрĕ те - ĕçе пикенчĕ. Çынсем çав хатĕре тахçанах музее леçнĕ - вăл вара ăна çаплипех аллинчен ямасть. «Пĕрре пĕчĕк чухне хире тырă вырма тухсан çурлапа пÿрнене каснăччĕ.

Pages