Комментари хушас

3 Юпа, 2015

«Пиçсе çитмен» ĕçе халăха кăтартмаççĕ

«Эпир пĕр çемьери пекех пурăнатпăр. Кунта вĕрентекенсене те, шкул ачисене те килти пекех хăтлă. Тăван кĕтесе хаклама пĕлни, йăх-несĕле асра тытни, йăла-йĕркене упраса хăварма тăрăшни пĕрлештерет пире. Шкул пĕтернисемпе çулсеренех тĕлпулу йĕркелетпĕр. 70 урлă каçнисем те уява хаваспах хутшăнаççĕ. Хăнасене яланах хапăл. Пирĕн патра республика мероприятийĕсем тăтăш иртеççĕ. Эпир пуринпе те туслă çыхăну йĕркелеме хатĕр», - ăшшăн кĕтсе илчĕ мана Етĕрне районĕнчи Палтай вăтам шкул директорĕ Галина Ярославцева. Чăнах, кукăль пĕçернĕ, чей вĕретнĕ. Çыннисем тата мĕнле кăмăллă! Сăмах май, пĕлÿ хальхи çуртне вĕрентекенсен, шкул ачисемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕн вăйĕпе нимелле хăпартнине хапхаран кĕрсенех вуласа пĕлтĕм. Паллах, çакă та вĕсен чунĕнче мăнаçлăх туйăмĕ çуратать.

Шкул историйĕ пуян. Вăл 1860 çулта çырăнма пуçланă. Вăрçă хыççăнхи тата 50-мĕш çулсенче, тĕслĕхрен, Палтай шкулне 40 ялтан ачасем вĕренме çÿренĕ. Çăпаталлăскерсене инçе çула парăнтарасси те хăратман. Вĕрентекенсем вĕсемшĕн Ломоносов, Фарадей, Менделеев вырăнĕнчех пулнă. Аякран килекенсем валли интернат уçнă, столовăйра апат пĕçернĕ.

«Правда» хуçалăх шкула çырма уйăрса панине те асăнса хăварас килет. Çакăнта сад лартнă. Улма-çырла йывăççисем халĕ те çимĕç параççĕ. Ăна та вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕпе пĕрле пăхса тăраççĕ.

Палтай шкулĕнчен Совет Союзĕн Геройĕ Алексей Якунин вĕренсе тухнă. Вăл Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен таврăнайман. Чăвашсен пĕрремĕш актриси Тани Юн хăйĕн пултарулăх çулне çакăнтан пуçланă. Федор Павловăн «Ялта» драми те çак тăрăхра çуралнă теççĕ...

Хальхи вĕрентекенсем те ырă ят çĕнсе илнĕ. Вĕсем - район, республика конкурсĕсен çĕнтерÿçисем. Манăн вулакансене Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕпе Надежда Серебряковăпа паллаштарас килет.

«Мана ачаранах чăвашлăха юратма вĕрентнĕ. Халĕ хам мĕн пĕлнине ачасем патне çитерес килет. Пирĕншĕн тăван чĕлхепе литература класĕ - асамлă пÿлĕм», - сăмах илет Надежда Валериановна.

Ку шкулта чăваш чĕлхипе литература урокĕнче ĕлкĕрсе пырайманнисем çук. Экзаменсене те пурте ăнăçлă тытаççĕ.

Надежда Валериановнăн 3 вĕренекенĕ - Евгений Анисов, Светлана Серебрякова, Ольга Анисова - тĕрлĕ шайри конкурссенче мала тухнăшăн Пĕтĕм Раççейри «Орленок» лагере кайма путевка çĕнсе илнĕ. Çакă ял шкулĕшĕн - пысăк çитĕнÿ.

Чăваш чĕлхипе литература учителĕсен «Уçă урок» республика фестивалĕнче çĕнтерни те Надежда Валериановнăна чыс кÿрет. «Пĕтĕмлетÿ вăхăтĕнче конкурса хутшăнакансене сăмах пачĕç, чи пултаруллине хамăрах палăртма ыйтрĕç. Ун чухне ытларахăшĕ манăн ята асăнчĕ. Çакă, паллах, кирек камшăн та чи пысăк хак», - чунне уçать хĕрарăм.

Унăн вĕренекенĕсем олимпиадăна, конкурса, наукăпа практика конференцийĕсене яланах хутшăнаççĕ. Юлашки 3 çулта кăна район шайĕнчи предмет олимпиадинче 9-шĕ малти вырăнсене йышăннă, пĕри республикăра палăрнă. Пĕлтĕр регионсен хушшинчи «Эсĕ чăваш чĕлхи пĕлетĕн-и?» олимпиадăра çĕнтерни, Пĕтĕм Раççейри «Чăваш чĕкеçĕ - 2014» конкурсра 2 диплома тивĕçни, «Чăваш фразеологийĕсен тупмалли юмахĕсем» конкурсра 3-мĕш вырăн çĕнсе илни - шкул ачишĕн те, вĕрентекеншĕн те пысăк савăнăç. Унсăр пуçне Палтайсем тĕпчев ĕçĕсен презентацийĕпе «Туслăх хĕлхемĕ» республика фестивалĕнче мала тухнине те палăртмасăр иртеймĕн.

Ытларах пĕлме ăнтăлакан ачасемпе уйрăммăн ĕçлемешкĕн «Литература пултарулăхĕ» программа хатĕрленĕ вăл. Çамрăк çыравçăсен «Çĕнĕ ятсем уçатпăр» республика конкурсĕн лауреачĕ те пур унăн класĕнче. Сăвăçсен конкурсне сиктермеççĕ Надежда Серебряковăн вĕренекенĕсем. Унта та палăртнă ниçтан та юлманскерсем. «Пиçсе çитмен» ĕçпе халăх умне тухма хăнăхман эпир», - çитĕнÿ вăрттăнлăхне уçать Надежда Серебрякова.

«Хальхи сăвăçсемпе çыравçăсене хăнана тăтăш чĕнетпĕр. Çакнашкал тĕлпулу ачасене питĕ хавхалантарать», - калаçăва тăсать учитель.

Кашни урока асра юлмалла ирттерме тăрăшать Надежда Валериановна. Вăл е ку темăна пурте пĕрле сÿтсе явнисĕр пуçне юрă та юрлаççĕ, видеопрезентаципе те паллашаççĕ. Тĕрлĕ çăлкуçпа усă курни ачасен пĕлĕвне тарăнлатма пулăшать.

«Вĕренекенсемпе пĕрле чăваш туйне кăтартма палăртрăмăр. Пирĕн йышра «тумастăп», «хатĕрленместĕп» текенсем çук. Ачасем çийĕнчех ĕлĕкхи кĕпесене тупса тăхăнчĕç. Хĕрсем тĕрĕллĕ тутăр çыхрĕç.

Тепрехинче салтак ăсатнине халăха аса илтерес терĕмĕр. Çак программа та куракансен чунне витернĕ. «Коля Петрова чĕнмелле. Вăл салтак юррисем пĕлет», - çамрăксем повестка илсен ял-йыш çапла каланине хам та илтнĕ.

Истори пулăмĕсене сăнлакан цифрăсене асра тытма йывăр. Эпĕ вĕсене хальхи пурнăçпа çыхăнтаратăп. Тĕслĕхрен, Шупашкар 1469 çулта никĕсленнĕ. Манăн ывăл 14-мĕшĕнче кун çути курнă, мăшăр 69-мĕш çулта çак тĕнчене килнĕ. Çапла каласан астуса юлма чылай çăмăлрах. Тата эпĕ 15-мĕшĕнче çуралнине те пурте пĕлеççĕ. Уйăхĕ пĕлтерĕшлех мар», - ĕнентерет çаврăнăçуллăскер.

5-мĕш классем вĕренÿ программи тăрăх ача-пăча вăййисемпе паллашаççĕ. Каллех çак тăрăхри юрăсемпе усă курать учитель.

«Улттăн-улттăн улма йывăççи,

Чалăш-тĕлĕш çĕр çинче

12 улма парать-и?

Сарина, Марина...

Эс те чипер, эп те чипер,

Чи чиперри çак ача...» - «Алă татмалли» вăйăра, сăмахран, çакнашкал çаврăм пур.

Палтай шкул ачисем хăйсемех такмак çыраççĕ. Çавна кура концерт программи пуянланать.

Серебряковсен усрав хĕрĕ Анна Петрова шкултан ылтăн медальпе вĕренсе тухнă. Опекун çемйинче çитĕннĕ ача «5» паллăпа çеç вĕреннĕ тĕслĕх те - районта пĕрре. Аньăпа вĕсем хурăнташлă. Тăлăха юлнă 5-мĕш класс хĕрачипе курса калаçмашкăн Петровсен килне пынă Серебряковсем. «Аня тÿрех чĕркуççи çине ларчĕ», - тет 3 ача амăшĕ. Паллах, ăна хăйсен хÿттине илнĕ вĕсем. Пысăк çемьери аслă хĕрĕсем шкулпа сывпуллашнă ĕнтĕ, кĕçĕнни Сергей 11-мĕш класра пĕлÿ илет.

Чăваш чĕлхипе литература пÿлĕмĕнчен юрă илтĕннине хăнăхнă çакăнта. Надежда Валериановнăн уçă сасси кирек камăн кăмăлне çавăрĕ. Çав вăхăтрах сăвă çырма та, кĕнеке кăларма та май тупать вăл.

Марина ТУМАЛАНОВА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.