Марина ТУМАЛАНОВА

28 Чÿк, 2015

Хастаррисене пурнăçра ăнăçать

Пĕлтĕр Амăшĕн кунĕ тĕлне Коопераци институчĕн специалистне Рената Магаринăна хамăр хаçатра сăмах патăмăр. Ун чухне ăна ачисене кун çути парнеленĕ куна аса илме ыйтнăччĕ. "Пепке кăшкăрса ярсан хам та çĕнĕрен çуралнă пекех", - тенĕччĕ 3 тĕпренчĕкне кун çути парнеленĕ хĕрарăм.

28 Чÿк, 2015

Çутçанталăк та пулăшу ыйтать

Çĕрпÿ районĕнчи Тапанарти Михайловсен кил-çурчĕ хăтлă, кермен пекех. Выльăх-чĕрлĕхĕ картиш тулли. Анатолий Николаевичпа Римма Ивановна виçĕ ывăлпа виçĕ хĕр çитĕнтернĕ. Тĕпренчĕкĕсем пурте - аслă пĕлÿллĕ. Андрей - Мускавра, Николай - Норильскра, Денис, Светлана, Елена - Шупашкарта, Надежда Çĕрпÿре тĕпленнĕ.

21 Чÿк, 2015

"Эпир чăваш пулнипе тĕнчешĕн кăсăклă"

Ĕмĕтĕм çитрĕ: çак эрнере, Çеçпĕл Мишши çуралнă кун, Пĕтĕм чăвашсен "Асам" I кинофестивалĕ пуçланчĕ. Ăна киноискусствăри пултаруллă çынсене тупса палăртас, чăваш киностудийĕн çитĕнĕвĕсемпе паллаштарас тĕллевпе йĕркелени çинчен иртнĕ номерте çырнăччĕ.

14 Чÿк, 2015

Кино лапамĕ йыхравлать

Кĕçĕн класра вĕренекен ачасемпе пĕрле "Тăван тавралăх" урокра тухса калаçмашкăн презентаци хатĕрлетпĕр. Вăрмана кайса килни те, уй-хирте уçăлса çÿрени те, пахчара тăрмашни те куç умне тухать. Çырла, кăмпа татнă, мăйăр пуçтарнă. Пĕчĕкскерсем йывăç хыçĕнчен мулкач тухасса е пуç çийĕн пакша сиксе иртессе кĕтнĕ. Ÿсен-тăран, чĕрчун тĕнчине тишкеретпĕр. Маншăн та мĕн чухлĕ çĕнĕлĕх уçăлать. Хăш-пĕр кайăка, тĕслĕхрен, курман, ун çинчен илтмен. Вĕçсе иртнĕ май нумайăшĕ пирĕн тăрăха канма чарăнни те кăсăклă. Интернет кашнин пирки ытларах пĕлме пулăшать.

14 Чÿк, 2015

Амăшĕн хăвачĕ

Çĕрпÿри илтменнисен тата япăх илтекенсен 1-мĕш интернат шкулĕн 6-мĕш класĕнче вĕренекен Амина Александрова - нумай конкурс, ăмăрту, олимпиада çĕнтерÿçи. Кашни предмета «5»-лĕх пĕлет. Яваплăскерне класс старостине суйланă. Япăх илтни те пурнăç илемĕпе туллин киленме чăрмантармасть ăна.

Pages