Чĕре таппи сÿнсен те - чун таппи юлать

3 Юпа, 2015

Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн, ЧР Патшалăх Канашĕн "Республика" хаçат редакторĕн Лидия Филипповăн сăвă йĕркисем çаплипех чĕлхе çинче. Сăваплă çĕр çинче çурални ăна хăват парса тăни пĕрре те иккĕлентермест. Аллăмра - унăн черетлĕ вунвиççĕмĕш кĕнеки. "Чун таппи" /Пульсация/ ятлăскерне тĕрлĕ çулта çырнă вырăсла тата чăвашла сăвăсене кĕртнĕ. Шăпах ăна хакламашкăн автор ĕçтешĕсене, юлташĕсемпе пĕлĕшĕсене Наци библиотекине пуçтарчĕ. Поэзи уявĕнче Лидия Филипповăн сăввисем янăрарĕç. Пултарулăхне сума сăвакансем чун ыйтнипе çырăннă йĕркесене пăхмасăр каланинчен пысăкрах парне пур-ши авторшăн? Çакнашкал тĕлпулу, паллах, кĕнеке кăларакана çунат хушма пулăшать, хăпартлантарать. Çавăнпах манăн поэзи уявĕн саманчĕсем тавра калаçу йĕркелес килчĕ. Çав хĕлхем чуна ăшăтсах тăтăр. Ахальтен мар кашни авторшăн кĕнеке кăларни - çут тĕнчене пепке килнипе танах.

- Акă уяв сăнÿкерчĕкĕсене Интернета вырнаçтартăм. Шкул ачисем, студентсем сăввăмсене вулани хамшăн пушшех интереслĕ. Тĕлĕнмелле те, темшĕн-çке маншăн йывăр вăхăтра çырăннисене суйласа илнĕ вĕсем. Çакă та пирĕн чунсем пĕр евĕр тапни-ши ĕнтĕ?

2008 çултанпа сăвă кĕнеки кăларман. Ытларах публицистика енĕпе ĕçленĕ. Кăçал вара пултарулăх çулне такăрлатма пуçланăранпа 25 çул çитрĕ. Хăйне май пĕтĕмлетÿ те кирлĕ. Çавăнпах суйласа илнĕ сăвăсене уйрăм кĕнекен пичетлеме шухăш тытрăм. Унта урăх авторсем куçарнă тата мана халалланă сăвăсем те пур. "Чун таппи" издательствăран шăпах манăн çуралнă кун тĕлне "пиçсе" тухрĕ.

- Уявра Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Аппарачĕн ертÿçи Анатолий Ухтияров юрату çинчен хĕрарăм уйрăмах витĕмлĕ çырма пултарнине каларĕ...

- Чăн малтан иккĕленекен вулакансене çапла пĕлтересшĕн: пур юрату тени çĕр çинче, пур! Хĕр-хĕрарăм пек вара никам та юратаймасть. Çамрăк чухне çак туйăм çине çиелтен пăхатпăр. Çулсем иртнĕçемĕн урăхла юрату пуçланать. Çакăнтан - манăн пултарулăхри гражданла лирика. Мĕнлерех юратсан лайăхраххине тишкернине те асăрхĕ, тен, вулакан. Çĕр çинче юрату хăвачĕ чăннипех вăйлă. Вăл çамрăксене çеç мар, 50-ри, 60-ти, 70-тисене те çавăрса илет. Çакăн пирки те çырмасăр иртме çук.

- Поэт хăйĕн сăввине пăхмасăр калани, куçран пăхни итлекенĕн чунне ытларах витерет, çапла-и?

- Пирĕн вĕрентекенсем лайăх пулнă. Виталий Станьялпа Анатолий Кипеч кĕнеке хаклавĕнче те пулчĕç. Вĕсем студент чухне ачашласах тăман пире, çирĕп ыйтнă. Поэт хăйĕн сăввине хут çинчен вуласа панине хам та юратмастăп. Сăнанă-и - сăвă каланă чухне эпĕ тем тесен те вĕрирех.

- Константин Ивановăн йăх-несĕлĕ Канаш районĕнчен тухнине тĕпчесе пĕлнĕ. Ку та чăваш халăхĕшĕн кăсăклă. Апла тăк Çеçпĕл Мишши те, Константин Иванов та, Лидия Филиппова та - пĕр тăрăхранах...

- Мана, тен, вĕсемпе пĕр рете тăма хальлĕхе иртерех те. Çапах та... Эпĕ университет хыççăн Пушкăртстанра "Урал сасси" хаçат кăларса тăтăм. Çавăн чухне Гурий Макаров таврапĕлÿçĕ Константин Ивановăн йăхĕ Канаш районĕпе çыхăнни çинчен каланăччĕ. Ĕпхÿри нефть институчĕн профессорĕ Алексей Кондратьев та çакна тĕпчеме пуçланăччĕ. Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн наука тĕп сотрудникĕ, истори ăслăлăхĕсен докторĕ Виталий Иванов, Стерлитамакри таврапĕлÿçĕ-историк Мударист Сафин - унăн ĕçне малалла тăсакансем. Вĕсем 2010 çулта гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ кăларакан журналта пысăк статья пичетлесе кăларчĕç. Çакăн пирки "Республика" хаçатра та çыртăмăр. Ним иккĕленмелли те çук, Ивановсен йăх тымарĕ - Пайкилтрен. Унта çыравçăсен пысăк йышĕпе кайса килтĕмĕр. Аслă ăру çыннисем вĕсен килĕ тĕлне те кăтартрĕç.

- Сăвăсенче хĕрарăм вăйне тата вăйсăрлăхне кăтартнине вулакансем уйăрса илеççех.

- Темле пулсан та манăн хĕрарăм вăйне ытларах курас килет. Политикăра, общество ĕçĕнче хастартарах пултăр вăл. Шел те, çав вăхăтрах влаçра хальлĕхе арçынсем ытларах. Çакăн тавра тĕпчев ĕçĕ те çыратăп. ЮТВ каналпа "Лар, аннеçĕм, юнашар" кăларăм ертсе пынине те хаçат вулаканĕсем пĕлеççех. Ăна Чăваш наци конгресĕн чăваш хĕрарăмĕсен комитечĕпе пĕрле хатĕрлетпĕр. Черетлĕ кăларăмра политикăри тата общество ĕçĕнчи хĕрарăмсемпе паллаштарасшăн.

Пирĕн тĕслĕх илмелли вăйлă хĕрарăмсем пулнă. Етĕрне районĕнчи Зоя Миронова, 1912 çулта çуралнăскер, хăй вăхăтĕнче Женевăра элчĕре ĕçленĕ. Зоя Андреевăна Чăваш Республикин Аслă Канашĕн Президиумĕн Председательне суйланă. Вăл влаç тилхепине 20 çул ытла тытса пынă. Çав шутра - вăрçă çулĕсенче те...

Хĕрарăма хăюллăрах пулма, политикăра та хăйне кăтартма сĕнес килет. Унăн ача-пăчине пăхмалла, упăшкипе юнашар пулмалла теççĕ. Çапах та апат пĕçернипе, япала çунипе, тĕпренчĕксене воспитани панипе çырлахмалла мар. Хальхи саккунпа ашшĕ те декрет отпускĕ илме пултарать. Шухăшламалăх пур ку енĕпе.

- Уяв программине викторина ыйтăвĕсене кĕртни килĕшрĕ. Çавна май эпĕ Лидия Ивановна тавлашма юратманнине, унăн кунĕ кĕлĕрен пуçланнине пĕлтĕм.

- Эпĕ чиркĕве чупакан çын мар. Асăнтарма çÿретĕп паллах. Çак ĕненÿ - ăшра. "Эй, Çÿлти Аттемĕр..." кĕлле куçа уçсанах калатăп. Унăн сăмахĕсене чăвашла тата латинла вĕреннĕ. Эпĕ усал ĕçсем туман, тумăп та... Çапах та пурнăçра темле хăват пулăшнине, çул кăтартнине никам та хирĕçлеймĕ.

Кăмăлтан вулакан сăвă йĕркисене Марина ТУМАЛАНОВА итленĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.