Комментари хушас

17 Юпа, 2015

Чăваш ачи Раççей Президенчĕ валли юрă çырнă

Шупашкарти 4-мĕш гимназири 5-мĕш класра вĕренекен Арнольд Иванов чапшăн çунмасть. Йĕри-таврари халăх палласа илнĕшĕн те аванмарланать. Шăпах çуралнă кун тĕлне Раççей Президенчĕ Владимир Путин валли юрă çырнипе палăрнă вăл. Унăн çак ĕçĕ Интернет уçлăхĕнче вырăн тупнă. Вунпĕрти арçын ачан рэпĕ итлекен-куракана тыткăнлани куçкĕрет. Ытла та витĕмлĕ сăнлать вăл çĕршыв ертÿçине!

Анлă сарăлнă сайтсен хыпар лентине лекни те сумлă. Унта ахаль-махаль парнесене суйласа илмеççĕ. Рэп сăмахĕсем темиçе миллион çынна килĕшнĕ. Çакă мар-и чăн хисеп?

Ят çĕнсе илнĕ продюсерсем те асăрханă ăна. Пĕри çак эрнере Наци библиотекинче клип ÿкерчĕ. «Ыттисенчен пысăк хак ыйтатăп. Рэп сăмахĕсен авторĕпе Арнольд Ивановпа пĕрле ĕçлесси - чун киленĕçĕ. Ку хутĕнче укçа маншăн пĕлтерĕшлех мар», - пытармарĕ çĕршыв шайĕнчи конкурссенче çĕнтернĕ продюсер. Çитес вăхăтрах Интернетра унăн ĕçне курăпăр-хаклăпăр.

Кремльтен шăнкăравланă

Компьютер вăййисем ачасен ăс-тăнне минретни, паллах, пăшăрхантарать. Çавна май пĕчĕклех преступлени çулĕ çине тăни мĕнешкел хăрушă. Пирĕн республикăра та пулнă унашкал тĕслĕх. Арнольд Иванов çĕршыв ертÿçине Владимир Владимировича чуна ыраттаракан çак ыйту тавра çуркуннехи тÿрĕ эфир вăхăтĕнче калаçтарма шухăш тытнă. Палăртнă вăхăтра пурне те хурав пама май çук. Арнольдăн амăшĕпе Каллиста Самвеловнăпа Президент администрацийĕнчен каярах çыхăннă.

- Малтан тĕлĕннипе сăмах та чĕнеймерĕм. Тĕлĕкри пек туйăнчĕ. Кайран тин чĕлхе уçăлчĕ. 10-15 минут таранах калаçрăмăр. Маншăн çавăн чухлĕ вăхăт уйăрнăшăн та çав тери кăмăллă.

Хамăр тăрăхра сывă пурнăç йĕркине сарассишĕн тата ытларах тăрăшмалли тавра калаçу йĕркелерĕмĕр. Ун чухне ачасен йĕри-тавра йăлтах аркатакан вăйă выляма вăхăт та юлмасть. Эпĕ общество организацийĕ йĕркелесшĕн. Пирĕн йыш тĕпренчĕксене тĕрлĕ енлĕ аталанма пулăшĕ. Ачасен ырă пуласлăхĕшĕн вăхăт та, вăй та, укçа та шеллемелле мар, - палăртать Каллиста Иванова. Унпа епле килĕшмĕн? Çакă арçын ачана çĕнĕ сăвă çырма хавхалантарнă. Çапла пулмасăр! Кремльтен шăнкăравланă вĕт!

Çапах Президент администрацийĕн ĕçченĕ мĕншĕн Арнольдăн амăшĕпе калаçнă-ха? Тĕрĕссипе, ун чухне арçын ачан телефон пулман. Шкул ачи ăна кирлĕ япаласен шутне кĕртмен. Мĕншĕн тесен урок е тăхтав вăхăтĕнче çывăх çыннисемпе çыхăнма вăхăт çук унăн. Вăйăсем вара пачах кăсăклантармаççĕ ăна. Кăçал кăна ашшĕпе амăшĕ ывăлне телефон парнеленĕ.

 

Малтанхи сăвăсем

Этемлĕхе усă кÿме тĕллев тытни çинчен Арнольд Ивановăн уйрăм страницинче вуласа пĕлтĕм. Çынсем пĕр-пĕрне пулăшнине, хисепленине, тăнăçлăха хакланине курасшăн вăл. Пултарулăхĕпе сывă пурнăç йĕркине аталантарасшăн тата ачасен вĕренес туртăмне вăйлатасшăн.

Уншăн чи хаклă парне - кĕнеке. Çакна çывăх çыннисем, пĕлĕшĕсем, юлташĕсем тахçанах ăнланса илнĕ. Вăл вулама, хăйĕншĕн çĕнĕлĕх уçма юратать. Амăшĕ нумай-нумай кĕнеке илсе панă кун, тĕслĕхрен, уншăн чылайлăха асра юлĕ. Пуян тавра курăмлă арçын ача, паллах, «5»-пе çеç вĕренет. Вăлах - конкурссен, олимпиадăсен çĕнтерÿçи.

Арни /унăн хушма ячĕ/ сăвă çырас ăсталăхне туптасах пырать. Малтан вăл хăйĕн ĕçĕсене гимнази вĕрентекенĕсене халалланă. Сăвă йĕркисене пурне те курмалла стена çумне çакса хунă. Хăçан та пулсан уйрăм кĕнекен те пичетленсе тухĕç вĕсем.

 

Каларĕ тĕк - пурнăçлать

«Арнольда класри ачасем хисеплеççĕ. Вăл яваплă, ырă кăмăллă, хăйне мăнна хумасть. Вăтам класа куçрĕç пулин те манпа çыхăнăва татман. Çĕнĕ хыпарсемпе паллаштарсах тăраççĕ. Арнольд Владимир Путина халалласа сăвă çырма хатĕрленни пирки çуллах каланăччĕ. «Малашне те çăлтăр шайне тытса пырас пулать», - тетĕп ăна. Вăл хăйĕн сăмахне çилпе вĕçтермест. Каларĕ тăк - пурнăçлатех. Алла аттестат илсен манпа вальс ташлама шантарчĕ. Çак вăхăт çитессе кĕтме пуçларăм ĕнтĕ», - хăйĕн вĕренекенĕпе тивĕçлипех мăнаçланать пĕрремĕш учителĕ Ирина Самсонова. Паллах, Арнольдăн çитĕнĕвĕнче унăн витĕмĕ те пур. «Пĕтĕмĕшле илсен манăн пур вĕренекен те пултаруллă», - пĕтĕмлетет вăл.

«Ывăлăм шкулти хатĕрленÿ класне кайма пуçтарăннă чухне хĕрĕх чĕрнеллĕччĕ эпĕ. Вĕсем ашшĕпе пĕрле вĕренме çÿретчĕç. Кил хуçин вăхăт çитменрен уроксене сиктерни те пулнă. Пирĕн ача вĕренÿре ĕлкĕрсе пырасси педагогсене те иккĕлентернĕ. Çакна кайран уççăнах каларĕç.

Пĕрремĕш класра килти ĕçсене пĕрле пурнăçлаттăмăр. Кайран хăй тĕллĕнех вĕренме пуçларĕ. Халĕ кашни çĕнтерĕвĕшĕн унпа пĕрле савăнатпăр», - пытармасть амăшĕ.

Арçын ача ашшĕпе пĕрле кăмпана, пулла çÿреме юратать. Йăмăкĕпе Камиллăпа туслă вăл. Кĕçĕнни, паллах, аслинчен тĕслĕх илет.

Арнольд Иванов ĕç майне пĕлекенсен кил-йышĕнче çуралнă. Ашшĕ Виталий Рудольфович - Шупашкар районĕнчи Хыркасси чăвашĕ - пысăк фирма пуçлăхĕ. Амăшĕ эрменпе чăваш çемйинче кун çути курнă. Вăл мăшăрне ĕçре пулăшса пырать. Çак кунсенче Виталий Рудольфовичпа Каллиста Самвеловна Таджикистанра иртекен Пĕтĕм тĕнчери экономика форумне хутшăнаççĕ.

«Çапах кам пек пуласшăн эсĕ?» - ыйтатăп Арнольдран. «Хам пек», - хуравлать вăл кĕскен. Чăнах, ăслă-тăнлă çын - пурнăç хуçи. Унăн никама та евĕрлемелле мар.

 

Марина ТУМАЛАНОВА.

Интернетран илнĕ тата автор сăнÿкерчĕкĕсем.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.