Суйлав - 2015

15 Авăн, 2015

Суйлав протоколне çирĕплетнĕ

Чăваш Республикин Тĕп суйлав комиссийĕн сентябрĕн 14-мĕшĕнчи черетлĕ ларăвĕн кун йĕркинче пĕртен-пĕр ыйту пулчĕ - Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 2015 çулхи сентябрĕн 13-мĕшĕнче иртнĕ суйлавĕн пĕтĕмлетĕвĕсем. ТСК председателĕ Александр Цветков пĕлтерĕвне итленĕ хыççăн комисси членĕсем пĕр саслăн Чăваш Ен Пуçлăхĕн суйлавĕн пĕтĕмлетĕвне çирĕплетнĕ, суйлавра 362 301 е сасăлава хутшăннă суйлавçăсен çурри ытла сассине пухнă Михаил Васильевич Игнатьев Чăваш Республикин Пуçлăхĕн должноçне йышăнма тивĕçлĕ тесе йышăннă.

15 Авăн, 2015

Чи нумай сасă ‐ Михаил Игнатьевăн

Чăваш Республикин Тĕп суйлав комиссийĕ пĕлтернĕ тăрăх - Чăваш Республикин Пуçлăхĕн суйлавĕн малтанхи пĕтĕмлетĕвĕпе килĕшÿллĕн асăннă сасăлава 28 территорири тата 1184 участокри суйлав комиссийĕнче ирттернĕ. 28 ТСКра пĕтĕмлетĕве 100 проценчĕпех тунă, сентябрĕн 14-мĕшĕнчи 18 сехет тĕлне участокри суйлав комиссийĕсен 98,23: суйлава пĕтĕмлетнĕ. Ку ĕç малалла пырать, пĕтĕмлетÿ кĕçех тулли пулĕ. Унăн кăтартăвĕ пĕтĕмĕшле цифрăсене улăштараймĕ.

Суйлава хутшăннисен сассисем çакăн пек:

Михаил Васильевич Игнатьевшăн - 362301 суйлавçă - 65,54%;

15 Авăн, 2015

Ырри çĕнтерчĕ!

Тăвай. Районти суйлавçăсен ăнланăвĕ, хастарлăхĕ ÿссе пынине хальхи сасăлавăн пĕрлехи кунĕн пĕтĕмлетĕвĕ аван çирĕплетрĕ. Тăвай тăрăхĕнчи 30 суйлав участокĕсен алăкĕсем уçăлсанах çынсем хăйсен граждан тивĕçне пурнăçлама йышлăн килме пуçларĕç. Кăнтăрла çитнĕ тĕле списока кĕртнисенчен 60 ытла проценчĕ бюллетене урнăна яма ĕлкĕрнĕ, юлашки пĕтĕмлетÿпе Тăвайсен 86,26 проценчĕ сасăлава хутшăннă. 9283 суйлавçăран 7209-шĕ /77,66:/ Михаил Игнатьевшăн сасăланă. Ытти кандидатсен кăтартăвĕ 9 процентран та пĕчĕкрех.

15 Авăн, 2015

Тĕп вырăнта ‐ суйлав, бюджет, автоçул...

Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев республика влаç органĕсен, федераци ведомствисен территорири органĕсен, хуласемпе районсен ертÿçисемпе ирттернĕ канашлăвăн пĕрремĕш ыйтăвĕпе Чăваш Республикин тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ Александр Цветков сăмах илчĕ. Ун умĕн Михаил Игнатьев иртнĕ суйлав пирки хăйĕн шухăшне пĕлтерчĕ. "Республикăра пурăнакан, суйлава хутшăнма пултаракан халăхăн 58 проценчĕ суйлав участокĕсене пырса вăл е ку кандитатшăн сасăланă, çав шутра 65 проценчĕ - Михаил Игнатьев кандитатшăн.

Pages