Суйлав - 2015

13 Авăн, 2015

Тĕрĕс суйлар

Шупашкарти 742-мĕш суйлав участокне хула çыннисем 8 сехетченех пыма пуçларĕç. «Эпĕ суйлава ирех килсе курманччĕ-ха. Хальхинче вара 8 сехет валли килес терĕм. Çын ирех чылай пухăнни тĕлĕнтерчĕ. Те ĕнерех черет йышăннă вĕсем», - шÿтлерех калаçрĕ Алексей Трофимов академик, профессор.

13 Авăн, 2015

Чи кирли - тăнăçлăх

Республикăри Вĕренÿ институчĕн çуртĕнче /Максим Горький урамĕ, 5-мĕш çурт/ суйлав виçĕ участокĕ /761. 762, 763 -мĕшĕсем/ ĕçлерĕ. Суйлав комиссийĕсен членĕсемпе общество сăнавçисем хăйсен ĕçне пуçăнма ирех хатĕрччĕ. Акă сехет пĕчĕк йĕппи саккăр тĕлне шуса çитсенех малтанхи суйлавçăсем килсе çитрĕç.

8 Авăн, 2015

Кандидатсен йышĕ сахалланнă

Раççей пенсионерĕсен пĕрлĕхĕн Чăваш регион уйрăмне йĕркеленĕренпех Валерий Сапожников ертсе пырать. Сумлă организаци йышĕн­че 33 пин ытла хисеплĕ ватă. «Ватă» тесе пĕрре те кÿрентерес килмест, мĕншĕн тесен вĕсем чунпа кашниех çамрăк, общество ĕçĕнче те чылайăшĕ çав тери хастар ĕçлет. Пĕрлĕхĕн районсемпе хуласенче 28 уйрăмĕ пур. Кашниех тĕрлĕ шайри влаç органĕсемпе, общество организацийĕсемпе тачă çыхăну тытать, граждансен обществин пурнăçĕнче витĕмлĕ вăй шутланать.

Pages