Чи кирли - тăнăçлăх

13 Авăн, 2015

Республикăри Вĕренÿ институчĕн çуртĕнче /Максим Горький урамĕ, 5-мĕш çурт/ суйлав виçĕ участокĕ /761. 762, 763 -мĕшĕсем/ ĕçлерĕ. Суйлав комиссийĕсен членĕсемпе общество сăнавçисем хăйсен ĕçне пуçăнма ирех хатĕрччĕ. Акă сехет пĕчĕк йĕппи саккăр тĕлне шуса çитсенех малтанхи суйлавçăсем килсе çитрĕç. "Ирхи кайăксен" йышĕнче ЧР вĕренÿпе çамрăксен министрĕ Владимир Иванов та пулчĕ. Суйлава вăл тулли кăмăлпа килни çутă сăнĕпе йăл куллинченех паллă пулчĕ. Хăйĕн гражданла тивĕçне пурнăçлама яланах çапла иртерех çитме тăрăшнине палăртать министр.

- Паянхи суйлав пирĕн репсублика пуласлăхĕпе çыхăннă. Эппин, кашниех мĕне те пулин шанса суйлав участокне васкать. Ман чĕрери шанчăк тăнăç пурнăç тавра тĕвĕленет. Çапла, юлашки çулсенче, кирек хăш тытăма тишкерсен те, тăнăçлăх сисĕнет. Çитейнĕ шайран малашне те чакас марччĕ - çакă чи кирли. Каламасăрах паллă: çынсем пĕр-пĕринпе вăрçма пуçлас-тăк мĕн пуррине çухатасси те инçе мар. Апла пулса ан тухтăрччĕ. Çитĕнекен. çамрăк ăрăвăн куçĕнчен епле пăхăпăр унсăрăн? - терĕ Владимир Николаевич суйлавра хăйĕн сассине камшăн парасси тĕлĕшпе тĕплĕн шухăшланине çирĕплетсе.

Министр бюллетеньсене урнăна тирпейлĕн ячĕ те суйлавçăсене паянхи кун ăнăçу сунса сывпуллашрĕ. Çынсем ушкăнăн-ушкăнăн килсех пычĕç. Кур-ха, хула халăхĕ те Чăваш Еншĕн пĕлтерĕшлĕ кун тĕлĕк ытамĕнчен хăвăрт вĕçерĕннĕ иккен! Аслăрах ăрурисем кăна мар, çамрăксем те çăмăл ыйхăллă пулни, хăйсен чăн-чăн гражданла тивĕçĕ çинчен нимрен ытла пăшăрханни савăнтарчĕ.

Акă алăк уçăлчĕ те зала чăваш халăхĕн пултаруллă çынни Морис Яклашкин чаплă дирижер курăнса кайрĕ. Тăвай районĕнче çуралса музыка ÿнерĕнче çĕршывĕпех ырă ят илнĕскер суйлав кунне ĕлĕкренпех юратать-мĕн.

- Мĕнлерех концертсем параттăмăр! - терĕ ăшшăн йăл кулса Маэстро. - Чăн-чăн уяв пулмаллах ĕнтĕ вăл, суйлав - хамăрăн пурнăçăн малашлăх çулне палăртатпăр вĕт! Яваплă çакнашкал пулăмсенче чи кирли - хамăра хамăр суйманни. Пуш параппан çапакансенчен ĕçпе палăракансене уйăрма вĕренсе çитрĕмĕр пуль тесе шанатăп. Çавăнпа та суйлавран хам мĕн кĕтни пурнăçланасси пирки иккĕленместĕп, - хăйĕн шухăш-кăмăлне хаваспах уçрĕ Морис Николаевич.

Ирина ПУШКИНА