Суйлав протоколне çирĕплетнĕ
15 Sep, 2015 | Суйлав - 2015

Чăваш Республикин Тĕп суйлав комиссийĕн сентябрĕн 14-мĕшĕнчи черетлĕ ларăвĕн кун йĕркинче пĕртен-пĕр ыйту пулчĕ - Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 2015 çулхи сентябрĕн 13-мĕшĕнче иртнĕ суйлавĕн пĕтĕмлетĕвĕсем. ТСК председателĕ Александр Цветков пĕлтерĕвне итленĕ хыççăн комисси членĕсем пĕр саслăн Чăваш Ен Пуçлăхĕн суйлавĕн пĕтĕмлетĕвне çирĕплетнĕ, суйлавра 362 301 е сасăлава хутшăннă суйлавçăсен çурри ытла сассине пухнă Михаил Васильевич Игнатьев Чăваш Республикин Пуçлăхĕн должноçне йышăнма тивĕçлĕ тесе йышăннă.

Комисси ларăвĕнче çавăн пекех суйлавăн пĕтĕмĕшле таблиципе протоколне çирĕплетнĕ. Çак самантран Михаил Игнатьев Чăваш Республикин суйланнă Пуçлăхĕ шутланать.

Ю.СТЕПНОВ.

Ю.СТЕПНОВ