Михаил Игнатьевăн пысăк çитĕнĕвне хаклаççĕ

15 Авăн, 2015

Юрий ИСАЕВ, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн директорĕ:

- Сентябрĕн 13-мĕшĕнче республикăра иртнĕ суйлав кăтартăвĕсем тăрăх тĕрлĕ пĕтĕмлетÿ тума май пур. Пĕрремĕшĕнчен, ăна йĕркелесе ирттерекенсен квалификаци шайĕ пысăк. Иккĕмĕшĕнчен, халăхăмăр ку яхăнта республикăна ертсе пынă çыннăн - Михаил Игнатьевăн - пархатарлă ĕçĕсене курса тивĕçлĕ йышăнăва никам хистемесĕрех, хăй ăнланса тума пултарчĕ. Çакна Чăваш Ен Пуçлăхĕн должноçне çĕнĕрен йышăнакан Михаил Васильевич шута илессе, çавна май республика аталанăвĕшĕн тата курăмлăрах, вăйлăрах çитĕнÿсем тăвасса шанатăп. Халăх шанни яваплăха тата та ÿстерме хистетех-тĕр.

2016 çулта Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думинче камсем пулассине халăхпа татса пама тивĕ. Ман шухăшпа, пирĕн республикăра пурăнакансем çывхарса килекен асăннă суйлавра та хастăрлăхпа палăрĕç, хăйсен сассине чи тивĕçлĕ кандидатсемшĕн парĕç.

Сергей РУМЯНЦЕВ, политика консультанчĕ, "Хушма тĕпчевсемпе программăсен центрĕ" автономиллĕ коммерцилле мар организаци директорĕ:

- Право тĕлĕшĕнчен хакласан - Чăваш Енре суйлав саккунпа килĕшÿллĕн иртрĕ, унта халăх чăнласах та хастар хутшăнчĕ. Паллах, пысăках мар кăлтăксем пулчĕç, çапах вĕсемсĕр те май килмест: сасăлав йĕркелÿ тĕлĕшĕнчен питĕ кăткăс процедура-çке. Çак çитменлĕхсем пĕр-пĕр çĕрте суйлав участокĕн комиссийĕн председателĕ йăлтах пĕлменнипе е унăн опычĕ сахалраххипе, тепĕр çĕрте вăл е ку сăнавçăсем никама та шанманнипе çыхăннă. Çапах ку кăлтăксем процедура характерĕллĕ мар, çавăнпа вĕсем сасăлав пĕтĕмлетĕвĕсене пачах витĕм кÿмен тата кÿме те пултарайман. ЧР Тĕп суйлав комиссийĕ паракан кăтартусем чăнлăхпа килĕшсе тăраççĕ. Çакна çăхавсем çукки те çирĕплетет. Суйлава йĕркелекенсем тата сасăлав процесне хутшăнакансем хальхи пекех хастар пулсан 2016 çулхи суйлавсем те йĕркеллĕ иртес шанăç пур.

Олег ШИРОКОВ, политолог, Чăваш Республикин Общество палатин членĕ, истори ăслăлăхĕсен докторĕ:

- Чи пĕлтерĕшли - суйлав йĕркеллĕ, саккунпа килĕшÿллĕн иртрĕ. Халăх та суйлава тивĕçлипе хакласа йышăнчĕ, ку енĕпе унăн пуçарулăхĕ ÿсрĕ. Суйлавçăсен йышĕ пысăкланнине çакă аван çирĕплетет. Ытти субћектсемпе танлаштарсан, Чăваш Ен малта пыракан регионсен шутне кĕрет. Паллах, пирĕн республикăна Мордовипе танлаштараймăн, унта суйлава халăхăн 90 проценчĕ хутшăннă. Çапах та Раççей регионĕсенчи суйлавсене илес-тĕк, пирĕн кăтарту вăтаммисенчен пысăкрах шутланать. Çакă суйлава йĕркелекенсен çитĕнĕвĕ пулса тăрать.

Тата, халăхăн шухăш-кăмăлĕ, приоритечĕ ырă еннелле улшăнать, çынсен ăс-тăнĕнче çивĕч ыйтусене тĕрĕс суйласа илнипе татса пама пулать текен ĕненÿ çирĕпленсе пырать.

Сасăлава суйлавçăсен 58 : ытларах хутшăнни - лайăх кăтарту. Ытти регионсемпе, тĕслĕхрен Амур облаçĕпе танлаштарсан /унта суйлавçăсен 30 проценчĕ сасăлавра пулнă, хуласенче тата сахалрах - 20 процент кăна/, уйрăмлăх 2 хута яхăн пысăкрах вĕт.

Кăтартăва илес пулсан, вăл та начар мар тенĕ пулăттăм. Нимĕнле кĕтменлĕх те пулмарĕ паллах. Çапах вăл пирĕн регионшăн та, кÿршĕрисемшĕн те хăйнеевĕрлĕ. Çĕнтерÿçĕ "Единая Россия" партин кăтартăвĕ 2011 çулхи суйлавринчен халĕ 20 процент ÿсрĕ вĕт. Апла-тăк, суйлав процесне тĕрĕс йĕркелесе тăрассине хăйĕн аллине çирĕппĕн илме пултарнă профессионалсен команди вăй илсе тĕрекленчĕ.

Ытти партисене илес пулсан, вĕсенче килĕшÿлĕх çитмерĕ.

Константин СУББОТИН, Раççейри либерал-демократсен партийĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕн суйлавне хутшăнма сĕннĕ кандидат:

- Республика Пуçлăхĕн тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен суйлавĕ лăпкă лару-тăрура, кандидатсем пĕр-пĕрне хура сăрăсемпе сăрламасăр иртнинчен тата вăл пĕтĕмпех уçăмлă пулнинчен, ахăртнех, тĕлĕнме те кирлĕ мар. Пĕрремĕшĕнчен, Чăваш Республики - çĕршывăн чи лăпкă регионĕсенчен пĕри, кунта пĕр-пĕрне курайманлăх, хĕсĕрлени, темле хирĕçтăру çук. Иккĕмĕшĕнчен, тĕрлĕ халăх лăпкăлăхра, килĕшÿре пурăнать. Çыннисем тарават, уçă кăмăллă. Ĕçчен те хастар, пуçаруллă та маттур.

Суйлав пĕтĕмлетĕвĕ çакăн пек пуласса эпĕ те, манăн командăри экспертсем те малтанах пĕлсе тăнă. Республикăри халăх Михаил Васильевича шанать, вăл тытса пынă политикăна ырлать. Вăл палăртнă тĕллевсене кунта пĕрле пурнăçа кĕртме тăрăшаççĕ. Çапла, суйлав пĕтĕмлетĕвĕ урăхла пулма та пултарайман. Тĕрĕс, уçăмлă тупăшури çĕнтерÿ «шыва пăтратса çĕнтернинчен» чылай сумлăрах. Михаил Васильевича çĕнтерÿпе саламлатăп, вăл тепĕр хут кÿлĕнекен йывăр «лава» малалла талпăнса туртма çирĕп сывлăх, ăнтăлу, ăнăçу сунатăп.

Дмитрий БОРЦОВ, Чăваш Республикинчи социологсен «СОЦИС-М» общество организацийĕн директорĕ:

- Экзит-полл кăтартăвĕсем суйлав кăтартăвĕсемпе пĕр килчĕç. Уйăх каялла ирттернĕ социоыйтăм Михаил Игнатьев 55-65 процент сасă пухассине, иккĕмĕш тур ирттермелле пулас çуккине çирĕплетнĕччĕ. Çакă йăлтах тÿрре тухрĕ. Манăн шухăшăмпа - суйлава саккуна пăсмасăр, çирĕп йĕркене пăхăнса ирттернĕ. Кăтартусем уçăмлă, тĕрĕс.