Чи нумай сасă ‐ Михаил Игнатьевăн

15 Авăн, 2015

Чăваш Республикин Тĕп суйлав комиссийĕ пĕлтернĕ тăрăх - Чăваш Республикин Пуçлăхĕн суйлавĕн малтанхи пĕтĕмлетĕвĕпе килĕшÿллĕн асăннă сасăлава 28 территорири тата 1184 участокри суйлав комиссийĕнче ирттернĕ. 28 ТСКра пĕтĕмлетĕве 100 проценчĕпех тунă, сентябрĕн 14-мĕшĕнчи 18 сехет тĕлне участокри суйлав комиссийĕсен 98,23: суйлава пĕтĕмлетнĕ. Ку ĕç малалла пырать, пĕтĕмлетÿ кĕçех тулли пулĕ. Унăн кăтартăвĕ пĕтĕмĕшле цифрăсене улăштараймĕ.

Суйлава хутшăннисен сассисем çакăн пек:

Михаил Васильевич Игнатьевшăн - 362301 суйлавçă - 65,54%;

Олег Алексеевич Николаевшăн - 80130 суйлавçă - 14,79%;

Валентин Сергеевич Шурчановшăн - 69194 суйлавçă - 12,77%;

Константин Сергеевич Субботиншăн - 18235 суйлавçă -3,37%.

Чăваш Республикин Тĕп суйлав комиссийĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕн суйлавĕ пĕр тапхăрпах иртнине çирĕплетнĕ. Михаил Игнатьев Пуçлăх должноçне йышăннă ятпа инаугураци сентябрĕн 19-мĕшĕнче иртмелле.