Хĕвеллĕ çанталăк пекех лайăх паян халăхăн кăмăлĕ

13 Авăн, 2015

778-мĕш суйлав участокĕ Шупашкарти Совет Союзĕн Геройĕ А.В.Кочетов полковник ячĕллĕ кадет шкулĕнче вырнаçнă. Кăмăла çĕклентерсе ирех юрă-кĕвĕ янăрать. Сасăлакансене йышăниччен суйлав комиссийĕн председателĕ Наталья Фомирякова паянхи ĕç йĕркипе тепĕр хут паллаштарать. Сăнавçăсене уйрăмах тимлĕ пулма ыйтать Наталья Александровна. Урнăсем - пушă, йĕри-тавра агитаци материалĕсем çук. Сăмах май, суйлава пĕрремĕш хут хутшăнакансем валли яланхи пекех парне хатĕрленĕ.

8 сехет. Суйлавçăсем пуçтарăнма пуçларĕç. Чи малтанхисен йышĕнче - ЧР сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова. Вăл "Чăваш хĕрарăмĕ" хаçат корреспонденчĕн ыйтăвĕсене хуравлама килĕшрĕ.

- Алла Владимировна, мĕнле кăмăлпа килтĕр суйлава?

- Паянхи хĕвеллĕ çанталăк пекех лайăх манăн кăмăл. Йăлтах йĕркеллĕ, килĕшÿллĕ.

- Суйлав участокне яланах малтан çитетĕр-и?

- Паллах. Манăн ĕç çавнашкал.

- Калăр-ха, паянхи суйлав республика аталанăвне мĕнле витĕм кÿрĕ?

- Кирек хăш суйлав - пуласлăх пуçламăшĕ. Манăн шухăшпа, пирĕншĕн пуласлăх пуçламăшĕ кăна мар, хальхин тăсăмĕ пулĕ.

- Сирĕн шухăшпа, суйлав умĕнхи кампани мĕнле иртрĕ?

- Лайăхах. Кĕскен калас-тăк - тасан, лăпкăн тата ытлашши шăв-шавсăр.

Паянхи кун уява çаврăннине чун туять. Халăх суйлав участокĕ еннелле утни таçтанах курăнать. Çынсем савăнăçлă. Кашниех хăй камшăн тата мĕншĕн сасăламаллине тахçанах палăртнă ĕнтĕ.

Общество транспортĕнче пĕр кинемейĕн чăрсăрлăхĕ тĕлĕнтерчĕ. 8 сехет кăна иртнĕччĕ-ха ун чухне. Вăл вара суйлава кая юлнă пекех тыткаларĕ хăйне. Транспорт чарăнăвĕнче вăрах тăнăшăн водителе те, кондуктора та темиçе хут сăмах лекрĕ. "Эпĕ суйлава васкатăп", - графика пăхăнни çинчен итлесшĕн те пулмарĕ хайхискер. Троллейбусран тухсан тÿрех уттине хăвăртлатрĕ хĕрарăм. Паллах, ырă пуласлăха шанса сасăлама васкарĕ вăл.

Марина ТУМАЛАНОВА.