100 çулти йывăç та çимĕç парать
Муркаш районĕнчи Катькасри Алексей Петров çĕрулми кăларатчĕ. «Ак çак ретсене çĕртме уйăхĕн 15-мĕшĕнче тин лартнă. Кур-ха, мĕнешкел шултра», - тет вăл хăпартланса. Хăй вăхăтĕнче Челябинска, Волгограда, Саратова çĕрулми сутма çÿренĕ Алексей Николаевич. «1955 çулта çунса кайрăмăр. Юрать-ха нÿхрепре 20 михĕ çĕрулми юлчĕ. Ăна тупăшлă вырнаçтарса сывлăш çавăрса илтĕмĕр», - аса илет лара-тăра пĕлменскер. Катькас каччи Вăрнарти ялхуçалăх шкулĕнчен вĕренсе тухнă. Хăйĕн пурнăçне çĕр, сад ĕçĕпе çыхăнтарнă. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн спорт лагерĕнче завхозра, ача-пăча санаторийĕнче садоводра тăрăшнă. Унсăр пуçне «Ункă» хуçалăхра, Ишлейре, Катькасра сад лартнă. Малтан ун патне Мускавран, Чулхуларан йывăç-тĕм илме ятарласах килнĕ.
«Эпĕ çуралнăранпа Раççейре 12-мĕш хут Президент улшăнчĕ. Хамăн ĕмĕрте мĕн кăна курман-ши?» - тет 82-рен иртнĕскер. 1969 çулта операци вăхăтĕнче ыйхă артерине амантнă та çамрăк çывăрайми пулнă. Темĕн тĕрлĕ эмел çăтнă хайхискер - нихăшĕ те пулăшман. Алексей Николаевич тытнă та Крыма вĕçтернĕ. Унта пĕр çул садоводра ĕçлесе пурăннă. Шăпах çав тăрăхри çутçанталăк сывалма пулăшнă ăна.
Алексей Петров хăйĕн садĕнчи улма-çырла йывăççисене, ÿсен-тăрана хĕвеле май кăтартса çаврăнчĕ. Авă çавăнта 3 тĕрлĕ пĕтнĕк çитĕнет. «Унпа камăн чей вĕретес килет - татса кайччăр», - кăмăлĕ лайăх хуçан. Карта çывăхĕнче упа паланĕ вырăн тупнă. Унăн шăршине шăшипе йĕкехÿре чăтма пултараймаççĕ имĕш. Çавăнпах сада, пахчана кĕрсе çÿреймеççĕ.
Хальччен хĕрлĕ çĕмĕрт тутанса курман. Америкăран илсе килнĕскерĕн çырли çаплипех пĕтмен-ха. Барбарис пиçсе çитеймен. Ăна авăн вĕçĕнче-юпа уйăхĕнче татаççĕ. Хĕп-хĕрлĕскерне çăвара хыпса пăхрăм - карамель тути калать. «Кăçал нÿрĕк пур. Çавăнпах улма-çырла нумай пулчĕ», - пĕр йывăç патĕнчен теприн патне çитнĕ май ăнлантарать Алексей Николаевич.
Актиниди шултра пулнă. Унăн çимĕçĕ иçĕм çырлине аса илтерет. Анчах та вăл тĕпкипе мар, пĕршерĕн çитĕнет.
«Тĕслĕхрен, Уссурийск тăрăхĕнче сунарçă выçса çитсен Китай лимонне çиет те ним мар тепĕр 10 çухрăм кайма пултарать», - хĕрлĕ çырлаллă йывăç патĕнче чарăнтăмăр эпир. Апла тăк йÿçĕ çырла вăй парать.
«Пĕр вăхăтра 52 улмуççи çимĕç паратчĕ. Ун чухлĕ панулмие ăçта вырнаçтарăн? Хăш-пĕрне касма лекрĕ. Груша сорчĕ нумай», - тăсăлать калаçу. 50 çулти йĕплĕ хурлăхан тĕмĕ те çаплипех хăрман, çимĕçпе савăнтарать.
100 çулти китайка - истори палăкĕ вырăнĕнчех. Ăна 1942, 1978 çулсенчи шартлама сивĕ те пĕтереймен.
Катăркас, айва, пылак пилеш, кашкăр çырли, чапăр курăкĕ, кăвак матрÿшке, йÿçĕ курăк, тархун курăкĕ... патĕнчен иртсе пыратпăр. 48 тĕслĕ ÿсен-тăранпа, 30 ытла çимĕç паракан йывăçпа пуян унăн сачĕ. Пĕрне салата хушма, теприне вĕрекен шыва ярса чей хатĕрлеме пулать. «Çакăнта шур чăрăш та ахаль çитĕнмест. Унпа милĕк тăватăп», - палăртать арçын.
Кил картишĕнчи теплицăра иçĕм çырли çитĕнет. Ăна та тутантарчĕ сад ĕçченĕ. Ÿсен-тăран тĕсне пĕлсе суйланă. Тутлă...
«Плюшкин эпĕ», - тет хăйĕн пирки Катькас çынни. Тимĕр-тăмăр пуçтарма юратать вăл. Такам пăрахнă хуранпа усă курса çÿп-çап çунтармалли вырăн хатĕрленĕ Алексей Николаевич. Çулла выртса тăмалли пĕчĕк пÿртре тем тĕрлĕ сехет пур. Музейри пĕр стенана аса илтерет çак кĕтес. Унта Тăван çĕршыв Аслă вăрçи вăхăтĕнчи экспонат та пур. Кĕленчесене шăкăрин лартса тухнă. «Эпĕ пирус та туртмастăп, эрех те ĕçместĕп», - ăнлантарать кил хуçи. Вĕсенчен 1913 çулта кăларни чи хакли шутланать. Ăна Алексей Николаевича 92 çулти пĕр хĕрарăм парса хăварнă. Хăй калашле, тутлă тĕлĕксем курма йĕри-тавра хăмла çакнă. Сывлăша, чăнах та, уçăлтарать вăл.
Мăшăрĕн сывлăхĕ хавшанă та хуçалăха пĕчченех тытса пырать Алексей Николаевич. Малтан ĕне усранă, халĕ 9-мĕш çул качака сăвать.
Кăшт пушансанах пулла каять арçын. «Шухăшлатăп та, хамăн ĕмĕрĕн 3 çулне çыран хĕрринчех ирттернĕ», - пытармасть вăл.
Марина ТУМАЛАНОВА.
Автор сăнÿкерчĕкĕ.