Archive

мая 16th, 2014

16 Çу, 2014

Пурнăçа юрăпа çыхăнтармасан та...

Кăçал чăвашла юрлакан ачасен «Мехел» конкурсĕ саккăрмĕш хут пулчĕ. Республика шайĕнче иртекенскерĕн сумĕ çулран-çул ÿснине конкурсçăсен йышĕ пысăкланни кăтартать.

16 Çу, 2014

Çырма-çатра çÿп-çаппа тулнăшăн кулянать

ЧР Çамрăксен экологи дружинин членĕсем Республика Пуçлăхĕн стипендине çулленех тивĕçеççĕ. Çут çанталăк тасалăхĕшĕн, тавралăх илемĕшĕн хыпса çунакансемшĕн экологи ыйтăвĕсем никамринчен çывăх. Вĕсем çырма-çатра çÿп-çаппа тулнăшăн та, çамрăк ăру ешĕлле шухăшлама вĕренсе çитейменшĕн те кулянаççĕ.

16 Çу, 2014

Усалăн кĕпи тÿнтер

Арçын пĕр сăмах чĕнмесĕр сутуçă умне ывăç тулли вак укçа кăларса хучĕ. Лешĕ те сăмах хушмасăр пĕчĕкçĕ икĕ кĕленче кăларса лартрĕ. Лутăрканчăк сăн-питлĕ арçын вĕсене самантрах шăлавар кĕсйине персе чикрĕ. Унтан чÿрече умĕнчен лÿпперрĕн пăрăнса аптекăран тухса кайрĕ.

16 Çу, 2014

Календула

Хĕвел чечекĕ теççĕ календула пирки. Чылайăшĕн пахчипе кил умне илем кÿреççĕ вĕсем. Хăшĕ-пĕри унăн чечекне типĕтсе тирпейлĕн пуçтарса хурать. Анчах вăхăт иртнĕçемĕн ун çинчен манса каять. Вăл вара пире кирек хăçан та пулăшма хатĕр. Пыр ыратсан календула шывĕпе çăвара чÿхеме аван. Хырăмлăхпа пыршăлăх чирĕсенчен те пулăшать.

16 Çу, 2014

Ыйхăран тутли çук

Мĕнле çывăрсан лайăхрах? Меллĕ выртса çывăрсан çын кун тăршшĕпех хăйне лайăх туять.

Çурăм çинче çывăрни ÿт-пÿ мышцисене лаштăр яма, çурăм шăммине кантарма май парать. Анчах кун пек чухне минтере тĕрĕс суйласа илмелле. Ытла çÿлли те, ытла пĕчĕк пулни те çырлахтармасть. Ӳпке чирĕпе чирлекенсен, ватă çынсен, çавăн пекех çывăрнă вăхăтра харлаттаракансен çурăм çинче çывăрма тăрăшмалла мар.

16 Çу, 2014

Чăхсене ашлăх самăртасси

Бройлер чĕпсене ашлăх самăртаççĕ. Вĕсем питĕ хăвăрт ÿссе аталанаççĕ. 70-80 кунран 1,5-2 килограмм таякан пулаççĕ. Кайăксене ÿстермелли чи яваплă вăхăт - малтанхи уйăх шутланать.

Чи малтанах чĕпсене ăшă çителĕклĕ туса памалла.

Pages