Виноград ÿстерер

Винограда штамб мелĕпе тата штамбсăр ÿстернине калаççĕ. Мĕн тенине пĕлтерет-ши вăл? Пирĕн тăрăхра хăшĕ лайăхрах?

Валерий Любимов. Муркаш районĕ, Кашмаш ялĕ.

Çĕр çумĕнчен пуçласа туратланса кайнă тĕле çитичченхи нумай çул ÿсекен вулла штамб теççĕ, йÿпленсе каякан вулăсем вара – тĕп туратсем (рукава). Çĕр çумĕнченех туратланса ÿсекеннисене штамбсăррисем теççĕ. Винограда хĕле хирĕç хуплакан вырăнсенче, çав шутра пирĕн тăрăхра та, ытларах чухне шăпах çакăн пеккисене тата çÿллĕ мар штамблисене çитĕнтереççĕ. Штамб çÿллĕшне кура тĕме виçĕ пая уйăраççĕ: çÿллĕ мар (40 см таран), вăтам (41-80 см) тата çÿллĕ штамбли (81 см ытларах).

Пĕрремĕш çул виноград хунавне ÿсме тата тымарне аталанма условисем туса памалла. Çитĕнекен турачĕсене 1-1,5 метр çÿллĕш патак çумне çыхмалла. Малтанхи çул шпалер кармасан та юрать. Кĕркунне аталанса çитмен хунавсен пайĕсемпе çулçине касмалла, тĕм çывăхне кăпкалатмалла.

Иккĕмĕш çул. Пĕр çул ÿссе çирĕпленнĕ вулă çинче аялти 4-5 куçа хăвармалла, ыттине секаторпа касмалла. Хунавсем ÿсме тытăнсан шпалер кармалла. Çитĕннĕçемĕн вĕсене пралук çумне çыхмалла. Çĕр çумĕнчен пуçласа пĕрремĕш пралук патне çитиччен мĕн пур турата иртмелле.

Виççĕмĕш çул. Иртнĕ çул ÿснĕ хунавсем штамб е тĕп вулă пулса тăраççĕ, вĕсем çинчи туратсем вара çимĕç памаллискерсем.

Талăкри вăтам температура 10 градусран ытларах пулсан виноград кăчки сарăлма пуçлать. Çав вăхăтра ÿсен-тăран хуллипе нимĕн те тума юрамасть, мĕншĕн тесен кăчки çăмăллăнах хуçăлать. Çамрăк тĕм çине симĕс хунавсем тухса 5-10 см çитсен вĕсене хуçаççĕ. Çирĕпреххисене кăна тĕп куçран аталаннисене хăвараççĕ, ыттисене тĕпĕнчен пÿрнепе пусса хуçаççĕ.

Винограда çăнăхла сывлăм (мильдью) ересрен чечеке ларас умĕн им-çампа (ридомил голд, строби, арцерид, акробат, метаксил) сирпĕтеççĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.