Комментари хушас

16 Çу, 2014

Чăхсене ашлăх самăртасси

Бройлер чĕпсене ашлăх самăртаççĕ. Вĕсем питĕ хăвăрт ÿссе аталанаççĕ. 70-80 кунран 1,5-2 килограмм таякан пулаççĕ. Кайăксене ÿстермелли чи яваплă вăхăт - малтанхи уйăх шутланать.

Чи малтанах чĕпсене ăшă çителĕклĕ туса памалла.

Пĕрремĕш эрнере чĕпсене 30-32 градус ăшă кирлĕ, иккĕмĕш эрнере - 27, виççĕмĕшĕнче - 25, тăваттăмĕшĕнче - 23 градус пулсан çитет.

Температурăна виçмесен те юрать, мĕншĕн тесен вăл çителĕклĕ е сахал пулнине чĕпсем хăйсене мĕнле тытнинчен пĕлме пулать.

Енчен те вĕсене сивĕ тĕк, чĕпсем пĕр-пĕрин çумне тĕршĕнеççĕ. Юлхавлăн тата сахал çиеççĕ, сехĕрленсе шимплетеççĕ.

Енчен те шăрăх пулсан пĕр-пĕринчен ăшă çĕртен тарма тăрăшаççĕ, вĕсем час-часах сывлаççĕ, çăварĕсене уçаççĕ, вăйсăрланаççĕ, сасси те япăхрах тухать.

Температура виçеллĕ чухне чĕпсем савăнăçлă, апат та хăвăрт çиеççĕ. Çавна кура чи малтанах чĕпсене ăшă çителĕклĕ туса памалла. 40х50х30 сантиметр пысăкăш ешчĕкре 30 чĕппе тăватă эрне яхăн усрама пулать. Йывăç ешчĕк пулмасан картун курупка та юрать. Ешчĕк тĕпне 10-15 сий туса хут сармалла. Вараланнă май ăна кашни кун улăштармалла.

Ешчĕк виткĕçпе пулмалла, ăна чĕпсене валли сывлăш çителĕклĕ пулмалла туса памалла, çутă та çителĕклĕ кирлĕ. Ешчĕке 25 ватлă икĕ электролампочка вырнаçтармалла. Вĕсем чĕпсене валли ăшă та, çутă та çителĕклех туса параççĕ.

Ăшă уяр çанталăкра чĕпсене ешчĕкĕпех хĕвел питтине илсе тухмалла.

Чи малтанхи тапхăрта /тăватă куна çитиччен/ чĕпсем валли апата хытă хут çине параççĕ, кашни икĕ сехетре тăрантараççĕ. Пĕр талăкра 10 чĕп валли 1 çăмарта е 60-70 грамм кĕрпе параççĕ. Çуллă мар тăпăрчă та питĕ усăллă.

Çак тапхăр иртсен чĕпсене лайăх туранă клевер, люцерна çулçи хушса параççĕ. Ку вăхăтра вĕлтĕрен, кукша пуç /одуванчик/ çулçисем те лайăх. Пĕр эрнери чĕпсене пĕçернĕ çăмарта сахалрах пама тытăнаççĕ, ун вырăнне 100-150 грамм вĕтетнĕ тĕш тырă, 20-30 грамм ешĕл курăк тата 50-90 грамм тăпăрчă /10 чĕп пуçне/ кирлĕ.

Икĕ эрне тултарнă кайăксене пĕçернĕ çĕр улми çиме хăнăхтараççĕ. Паллах, малтанах - сахал виçепе, каярахпа 10 пуç валли 30-45 грама çитермелле.

Ăшă çанталăкра апат хăвăрт ан пăсăлтăр тесен, валашкасене тасатсах тăмалла. Тарăн мар савăтпа таса шыв лартса памалла. Пĕр уйăх тултарсан вĕсем валли талăкра çакăн чухлĕ апат кирлĕ /грампа/, 10-12 пĕçернĕ çĕр улми, 15-25 йÿçнĕ сĕт, 8-12 турантă, 10 курăк çăнăхĕ, 30-35 вĕтетнĕ тĕш тырă. Ку тапхăрта витесенче 18-20 градус ăшă тăмалла. Вите типĕ пултăр, витĕр вĕрекен çил кайăксене чире ярать.

Апата вĕтетнĕ çăмарта хуппи, пурă /мел/, рак хуранĕ хушса парсан шăмă тытăмĕ çирĕпленет. Пĕр уйăха çитнĕ чĕпсене талăкра тăватă-пилĕк хут апатлантараççĕ. Ку тапхăр тĕлне килти кайăк апат тиркеми пулать, упшурлăхпа палăрать.

Ашлăх ÿстерекен чăхсем валли çулталăкра 5-6 килограмм комбикорм çителĕклĕ* çăмарта тăваканнисем валли вара 10-12 килограмм кирлĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.