Усалăн кĕпи тÿнтер

16 Çу, 2014

Арçын пĕр сăмах чĕнмесĕр сутуçă умне ывăç тулли вак укçа кăларса хучĕ. Лешĕ те сăмах хушмасăр пĕчĕкçĕ икĕ кĕленче кăларса лартрĕ. Лутăрканчăк сăн-питлĕ арçын вĕсене самантрах шăлавар кĕсйине персе чикрĕ. Унтан чÿрече умĕнчен лÿпперрĕн пăрăнса аптекăран тухса кайрĕ.

Пĕр-пĕрне сăмахсăрах ăнланса çитнĕ çынсене аса илес те çукчĕ-ха. Пĕр пулăм хистерĕ. Нумаях пулмасть Шупашкарти тăватă фармацевт пĕрлешĕвĕ ăнланса килĕштерсе ĕçлемелли çинчен калакан меморандума алă пусса çирĕплетнĕ. 50 миллилитртан ытларах спирт шăнăçакан «фанфурик» сутма пăрахăçласса пĕлтернĕ. Ӳлĕмрен «Сальва», «Виктори», «РУТА», «Фармация» аптекăсен çыхăнăвĕнче «пĕчĕк шуйттана» туянма май килмĕ. Фармацевтсем спиртлă настойка туянакансене çавăн евĕрлех препарат, анчах спиртсăр хатĕрленине сĕнме пуçлĕç. Тем пекехчĕ, анчах лару-тăру самантрах ырă енне улшăнасса шанма хĕн. Кунпа республикăри хĕрарăмсен канашĕн председателĕ Ольга Зайцева та килĕшет: аптека çыхăнăвĕсенчен чылайăшĕ фанфурик сутма килĕшмесен те хăш-пĕр аптекăра, лавккара, почта уйрăмĕнче çав-çавах унпа суту-илÿ тума хирĕç пулмĕç.

Шупашкартан та, район центрĕнчен те самай инçетре вырнаçнă пĕр ялти почта уйрăмне кĕрсе тухнине аса илетĕп. Çырăнтару мĕнлерех пынипе кăсăкланса почтальонсен пÿлĕмнех кĕнĕччĕ. Ак хайхи – сентре çинче шăкăрин фанфурик ларать, çавăнтах одеколон кĕленчисем те.

– Ай-уй, кун пекки те сутатăр-и?

– Тем те суттараççĕ мар-и çав, – аванмарланнă пек пулчĕ почтальон.

Паллах, хăйсем туянса сутмаççĕ ĕнтĕ. Кÿрсе параççĕ. Районти, республикăри почта çыхăнăвĕсенчен вăрттăн тумаççĕ ĕнтĕ çакна.

Редакцие Канаш районĕнчи Кушăк ялĕнчен пĕр хĕрарăм шăнкăравласа чун ыратăвне пĕлтернĕччĕ:

– Ялти арçынсем ĕçсех вилеççĕ ĕнтĕ. Вăй питтисем, ачисене ура çине тăратмалли çынсем пурнăçран уйрăлаççĕ. Ултă-çичĕ çынна пытартăмăр та. Пĕтĕмпех çав усала пула вилеççĕ: фанфурикрен пуçласа кантăк тасатмалли шĕвек таран çăтаççĕ. Кантăк тасатаканнине ялта пурăнакан пĕр çемье Мускавран курттăмăн турттарса килсе сутать. Хăйсем ĕçмеççĕ. Пирĕн арçынсене стаканне 30 тенкĕпе сутаççĕ. Çын куççулĕпе пуяççĕ». Тата тем те пĕр каласа макăрчĕ хĕрарăм. Инçетрен ĕçлесе килнĕ упăшкисен укçине çийĕнчех туртса илмесен пĕтĕмпех ĕçсе яни таранах. Теприсем укçине арăмĕнчен пытарса хăварса кайран та пулин усал шĕвекпе сутă тăвакансем патнех каяççĕ-мĕн.

Тарăн тымар янă усал урине хуçма пулĕ-ши? Калама хĕн. Усалтан ырă шырама хушман теççĕ. Хальлĕхе инкекне кăна куратпăр.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.