Артритран – хурăн

16 Çу, 2014

Шăмă сыппин шыççинчен (артритран) хăшĕ-пĕрне çак рецептсем пулăшма пултарĕç.

Хурăнăн типĕтнĕ кăчкине 3-4 г е типĕтнĕ çулçине 6-8 г (чĕррине 10-15 г) илмелле, вĕтетмелле, эмаль савăта çур литр шыв ярса вĕреме кĕртмелле, унтан йăваш çулăм çинче тата 15-20 минут тытмалла, сăрăхтармалла, кунне 3-4 хут çуршар стакан ĕçмелле.

Çавăн пекех 10 г чухлĕ вĕтетнĕ хыр лăссине вĕреме кĕнĕ çур стакан шыва ярса йăваш çулăм çинче 20 минута яхăн пĕçермелле, сăрăхтармалла. Кунне 3 хут 1-2 кашăк ĕçмелле.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.