Ыйхăран тутли çук
Мĕнле çывăрсан лайăхрах? Меллĕ выртса çывăрсан çын кун тăршшĕпех хăйне лайăх туять.
Çурăм çинче çывăрни ÿт-пÿ мышцисене лаштăр яма, çурăм шăммине кантарма май парать. Анчах кун пек чухне минтере тĕрĕс суйласа илмелле. Ытла çÿлли те, ытла пĕчĕк пулни те çырлахтармасть. Ӳпке чирĕпе чирлекенсен, ватă çынсен, çавăн пекех çывăрнă вăхăтра харлаттаракансен çурăм çинче çывăрма тăрăшмалла мар.
Пĕверпе сахăр диабечĕн чирĕпе чирлекенсене сулахай аяк çинче çывăрни усăллă теççĕ, мĕншĕн тесен кун пек чухне хырăмлăх ай парне йывăр тивмест. Анчах чĕрепе юн тымарĕсен чирĕпе аптракансемшĕн сулахай аяк çинче çывăрни меллех мар, мĕншĕн тесен чĕрене йывăр килет, çавăнпа вĕсемшĕн сылтăм аяк çинче çывăрни аванрах.
Хырăм çине выртни мышцăсене те, сыпăсене те, мăя та, çурăм шăммине те кантармасть. Унсăр пуçне пит-куçа пĕркелентерет, çывăрса тăранма памасть. Çитменнине чĕре те пусăрăнать, сывлама йывăрланать. Çапах та тухтăрсенчен хăшĕ-пĕри хырăм çине выртни пыршăлăха лайăхрах ĕçлеттерме пулăшать тесе шухăшлать. Тулли хырăмпа çеç выртмалла мар.
Кирек мĕнле пулсан та çĕр каçипе хускалмасăр выртаймастăн. Çывăрнă вăхăтра çын пур пĕрех хăйне кирлĕ пек çаврăнса выртать. Матраспа минтер лайăх пулсан ыйхă та тутлă пулĕ.