Archive

июня 26th, 2014

26 Çĕртме, 2014

Трактор мар, çын сухалать

Йĕпреç тăрăхĕнче механизаторсен професси ăсталăхне ÿстерессине, çĕр ĕçĕнчи паха опыта сарассине пысăк вырăн уйăраççĕ. Çакна районти сухаçăсен ăмăртăвне кашни çулах ирттерни те лайăх çирĕплетет. Йăлана кĕнĕ тупăшăва хутшăнма кăмăл тунисене çак кунсенче «Красный партизан» колхоз йышăнчĕ.

26 Çĕртме, 2014

Ваттисен пилĕ чăнлăха çаврăннă

Канаш районĕнчи Вăрăмпуç ял тăрăхĕнче пушă ларакан çурт çукпа пĕрех. Унашкаллисене çамрăксем йышăнсах пыраççĕ: çĕнĕ пÿрт лартаççĕ, хушма хуçалăх ĕрчетеççĕ. Вăрăмпуçăн çĕнĕ урамĕ те капмар та çутă çуртсемпе тулсах пырать.

26 Çĕртме, 2014

Асрах 100 çулти хура-шур

Чăваш Енре I Микула патша вăхăтĕнче кун çути курнă çынсем те пурăннине пуçа шăнăçтарма йывăр. 1914 çулта çĕртме уйăхĕнче çуралнă Агреппина Тимофеевна Тимофеевăна та шăпа пĕр ĕмĕр тăсăлакан кун-çул парнеленĕ. 100 çулти ватă кукамайăн аса илмелĕх савăнăçĕ те, хуйхи те - темĕн чухлех.

Унăн ĕçченлĕхĕ, иксĕлми вăй-халĕ çинчен халап хывма та май пур. Паян та пĕр вырăнта ларасшăн мар хастар хĕрарăм. Ачисен, мăнукĕсен, мăнукĕсен ачисен пурнăçĕпе кăсăклансах тăрать.

26 Çĕртме, 2014

Артемьевсем - тухтăрсем

Çĕньял Пукашра Артемьевсен туслă çемйине ял-йышра пурте хисепленĕ. Кил хуçи Федор Филиппович чухăн ÿснĕ пулсан та аслă пĕлÿ илме май тупнă. Вунă çул кăна мар ялти шкула ертсе пынăскер ăна çĕнетме нумай тăрăшнă. Ун чухне ялсене çут çанталăк газĕ çитмен-çке. Çаврăнăçуллă директор шкула пăспа ăшăтма меслет тупма пултарнă. Сĕрме купăс питĕ ăста калама пултарнăран тăван ялта çеç мар, кÿршĕ Вăта Пукашра та пĕчĕк хор кружокĕсем йĕркеленĕ. Концертсем хатĕрлесе кÿршĕ ялсене çÿренĕ. Çамрăк купăсçăсем Нетуç Шуркки, Лисаппа Тули вĕрентекене питĕ пулăшнă.

26 Çĕртме, 2014

Телейлĕ эсĕ, Нюра аппа...

Чăвашсен тĕп хулинче Шупашкарта çур миллиона яхăн çын пурăнать. Кам кăна çук кунта! Ытларах, паллă ĕнтĕ, чăвашсем, вырăссем, ун хыççăн вара тутар, мари, ирçе... Еврейсем те пур. Ĕçлеççĕ, вĕренеççĕ, ачи-пăчине ÿстереççĕ. Уявсене вара пĕрле ирттереççĕ - Атăл хĕррине çÿреççĕ, кимĕсемпе ишеççĕ...

Pages