Артемьевсем - тухтăрсем

26 Çĕртме, 2014

Çĕньял Пукашра Артемьевсен туслă çемйине ял-йышра пурте хисепленĕ. Кил хуçи Федор Филиппович чухăн ÿснĕ пулсан та аслă пĕлÿ илме май тупнă. Вунă çул кăна мар ялти шкула ертсе пынăскер ăна çĕнетме нумай тăрăшнă. Ун чухне ялсене çут çанталăк газĕ çитмен-çке. Çаврăнăçуллă директор шкула пăспа ăшăтма меслет тупма пултарнă. Сĕрме купăс питĕ ăста калама пултарнăран тăван ялта çеç мар, кÿршĕ Вăта Пукашра та пĕчĕк хор кружокĕсем йĕркеленĕ. Концертсем хатĕрлесе кÿршĕ ялсене çÿренĕ. Çамрăк купăсçăсем Нетуç Шуркки, Лисаппа Тули вĕрентекене питĕ пулăшнă. Концертсенче литературăна кăмăллакан Юрий Петров, Клементий Казанов, Пукаш Тули, Валентин Янкай, Виталий Аршинов, Маркел Илларионов хăйсен çĕнĕ сăввисене вула-вула панă. Вырăнпа выртакан Альпăрт Канаш поэтăн сăввисене халăх патне унăн çамрăк тусĕ Пукаш Тули çитерме тăрăшнă. Этнескерти концерт хыççăн вĕсене вырăнти ура çинче çирĕп тăракан усламçă Альберт Иванов хăйĕн çĕнĕ, тин юхтарнă пылне чĕреспех сцена çине лартса панине те вырăнти халăх халĕ те манмасть-ха.

Федор Филипповичăн мăшăрĕ Римма Васильевна та Çĕньял, Хуракасси шкулĕсенче кун-çулне ĕмĕрленĕ. Истори вĕрентнĕ. 80 çул урлă ярса пуснă ветеран-педагог патне паян та шкул ачисем ушкăнпах çÿреççĕ: ăс илме, ял историне тĕпчеме...

Виçĕ тухтăр çитĕнтернĕ Артемьевсем Çĕньялта. Асли /1962 çулта çуралнă/ - Генрих Федорович Артемьев. Хуракасси шкулĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУри медфака çул тытнă. 1990 çулта хĕрлĕ дипломлă специалист пулса тухать.

1985-1987 çулсенче çарта пулнă хыççăн тăван тăрăха таврăнать, Çĕнĕ Шупашкарта хăйĕн профессийĕпе ĕçлеме пуçăнать. Ăслăлăх ĕçĕсем те çырать тухтăр. Генрих Федоровичăн паянхи куна - 3 мăнукпа мăнукĕн пĕр ывăлĕ: Данил, Никита, Мила, Аня.

Татьяна Федоровна Артемьева та пиччĕшĕн çулĕпех утать: ЧПУра аслă пĕлÿ илет. Вăл - офтальмолог. 1989 çултанпа Шупашкарти «Куç микрохирургийĕ» комплексра вăй хурать. Куçпа аптăракан ентешĕсене ялан пулăшма хатĕр Татьяна. Акă Матвей Семенович Соловьев, 90 çулти вăрçă ветеранĕ, асăннă сыватмăшра сипленнĕ хыççăн чиперех куракан пулнă.

Галина Ириткова ĕç ветеранĕн те тăван ялта çитĕннĕ тухтăр тĕлĕшпе чĕререн ăшă сăмахсем çеç тухаççĕ. Артемьевсен кĕçĕн хĕрĕ - Надежда. Шупашкарти медколледжра психолог специальноçне алла илнĕскер тĕп хулан 3-мĕш больницинче тăрăшать. Пиччĕшĕпе аппăшĕ пекех пациентсен умĕнче ырăлăхĕпе, сăпайлăхĕпе палăрасшăн çунать.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.