Комментари хушас

26 Çĕртме, 2014

Телейлĕ эсĕ, Нюра аппа...

Чăвашсен тĕп хулинче Шупашкарта çур миллиона яхăн çын пурăнать. Кам кăна çук кунта! Ытларах, паллă ĕнтĕ, чăвашсем, вырăссем, ун хыççăн вара тутар, мари, ирçе... Еврейсем те пур. Ĕçлеççĕ, вĕренеççĕ, ачи-пăчине ÿстереççĕ. Уявсене вара пĕрле ирттереççĕ - Атăл хĕррине çÿреççĕ, кимĕсемпе ишеççĕ...

Шупашкарта Тутар Республикинчен куçса килнĕ чăвашсен йышĕ пысăк. Пăва районĕнчен, Çĕпрел енчен, Нурлатпа Аксу тăрăхĕнчен килнĕ кунта вĕсем. Хăшĕ - «çăмăл пурнăç» шыраса, хула çынни пулас кăмăлпа, ытларахăшĕ - чун туртнипе, «чăн-чăн чăвашсемпе пĕрле пурăнса, аттепе анне панă чăваш чĕлхипе тăраниччен калаçса савăнас шухăшпа килнĕ. Çав тутар чăвашĕсен хушшинче заводра ĕçлекенсем те, строительсем те, поэтсемпе писательсем те, ăсчахсем те пур. Вĕсем Чăваш çĕр-шывне аталантараççĕ, унăн чапне çĕклеççĕ. Сăмахран, Çĕпрел районĕнчи Хулаçырминчен килнĕ Николай Федорович Угаслов паллă строитель, бизнесмен пулса тăчĕ, халĕ вăл Чăваш наци конгресне ертсе пырать* Аксу районĕнче çуралса ÿснĕ Николай Тарасович Савруков - экономика наукисен докторĕ, профессор* Кайпăç енчен килнĕ Раиса Ильинична Ерусланова вара, тухтăра вĕреннĕскер, министра çити çĕкленчĕ, Чăваш Республикин Министрсен Канашĕн председателĕн çумĕ те пулчĕ* Элшел хĕрĕ Галина Серебрякова /Кĕмĕл/ - паллă поэтесса, темиçе кĕнеке авторĕ, РФ Писательсен пĕрлĕхĕн членĕ.

...1979 çулхи кăрлач уйăхĕн шартлама сиввинче Пăва районĕнчи Элшел ялĕнчен Шупашкара Кузьминсен çемйи куçса килнĕ. Пилĕк ачапа, ялта хăпартнă кермен пек çуртне хупса, кÿршĕ-аршăпа куççуль витĕр сыв пуллашса. Çемье хуçи Санькка колхозра водительте тăрмашнă, унăн арăмĕ Нюра вара выльăхсемпе аппаланнă, хирте ĕçленĕ. Колхоз ертÿçисем пит ярасшăн пулман ял ĕçченĕсене, анчах мĕн тăвăн - çын лайăхрах пурнăç шырать...

«Йывăрччĕ ялта пурнăç, - аса илет Нюра аппа. Çулла сывлама çук шăрăхчĕ, кĕркунне - мăй таран пылчăк. Хĕлле вара кĕрт хÿсе каять - урама тухаймастăн. Газ çук пирки кăмакана вутă-кăмрăкпа хутмалла, шыва пусăран алă вĕççĕн ăсмалла. Манăн вара пилĕк ача, пĕри тепринчен пĕчĕкрех, вĕсене пăхмалла, çитермелле, çумалла, çывăрма вырттармалла. Картиш тулли выльăх усраттăмăр тата». Мĕнле ĕлкĕрнĕ çамрăк хĕрарăм, мĕнле авăнса ÿкмен - ăна вăл хăй кăна пĕлет. Укçа çитсе пыман: колхозра йĕркеллĕ тÿлемен, ялти халăх ĕçке ерме тытăннă.

«Çитет çапла нуша курма, хулана каяс тесе шухăшларăмăр пĕррехинче Саньккапа пĕрле, - тăсать хăйĕн сăмахне Нюра аппа. - Хула вăл - хула, асфальчĕ пур, пылчăк çăрăлмасть, витере сысна çурисем çухăрмаççĕ. Ĕçлекен çынна вăхăтра укçа параççĕ, хваттер уйăраççĕ, лавккисенче çăкăр-тăвар пур. Шкулĕсем лайăх, учителĕсем вăйлă, ачасене тăрăшсах ăс-тăн параççĕ. Пуçра пулсан малалла та вĕренме пулать - институтсем пур, университет та...»

Çапла вара 40 çулти Саньккапа унран 5 çул кĕçĕн Нюра пилĕк ачине пуçтарса Шупашкара килеççĕ. Общежитире пурăнма тÿр килнĕ пĕр вăхăт, палланă çынсем патĕнче те хĕсĕнме тивнĕ. Нумай ачаллă çемьене хула пуçлăхĕсем кĕçех пысăк хваттер параççĕ. Кузьминсен улттăмĕш ача çуралать.

Унтанпа 35 çул хыçа юлнă. Ачасем - виçĕ хĕр те виçĕ каччă - ÿссе çитĕннĕ, аслă пĕлÿ илнĕ, пурте юрист профессине суйланă.

Каласа парам-ха кăштах вĕсем çинчен.

Асли, Валери, Хусан университетĕнчи юридици факультетĕнчен вĕренсе тухсан Тутар Республикин Прокуратуринче чылай вăхăт ĕçлерĕ, юстицин аслă канашçи. Чăваш каччи хитре те ăслă тутар хĕрне качча илнĕ. Мăшăрĕ - филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ, Хусан университечĕн доценчĕ.

Нюра аппан иккĕмĕш ывăлĕ - Эрик. Пиччĕшĕ пекех Хусан университетне пĕтернĕ. Чылай вăхăт следовательте, судьяра, суд председателĕн çумĕнче ĕçлерĕ, нумаях пулмасть пенсие тухрĕ.

 

Виççĕмĕш ывăлĕ вара - Миша. Шкул пĕтернĕ хыççăн вăл Ростов хулине кайрĕ, çавăнти университетăн юридици факультетне вĕренме кĕчĕ. Дипломпа Шупашкара таврăнсан пултаруллă каччăна юстици министерствине ĕçлеме илчĕç, унтан вăл министр çумĕ таран çĕкленчĕ. Каярахпа ЧР Президенчĕн Администрацийĕнче ĕçлерĕ. Çав хушăрах Михаил Александрович аспирантура пĕтерчĕ. Халĕ вăл - юридици ăслăлăхĕсен кандидачĕ, доцент. Раççей патшалăх службине хатĕрлекен академин /РАНХиГС/ Шупашкарти филиалĕн директорĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ юрисчĕ.

Нюра аппан хĕрĕсем пиччĕшĕсен çулĕпех кайрĕç. Аслă хĕрĕ Лена халĕ Регистраци палатинче ĕçлет, çынсен пурлăхне тишкерсе шута илет* иккĕмĕшĕ - Эльвира - Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕнче тăрăшать* кĕçĕнни - Ирина, вăл та юрист.

- Эпĕ аттесĕр ÿсрĕм, упăшка - амăшĕсĕр, ачаранах ĕçе кÿлĕннĕ. Нумай вĕренме май пулмарĕ. Çавăнпа та пулĕ ачасем лайăх вĕренччĕр тесе пит тăрăшрăмăр, яланах пăхса-пулăшса тăтăмăр. Эпĕ вĕсене: «Лайăх вĕренĕр, кукку пек пулăр!» - тесе калаттăм. Куккăшĕ, ман пичче Аксентий Алексеевич Урметов, шкулта пиллĕксемпе вĕренсе малтан - Пăвари медучилищĕре, кайран Хусанта мединститут пĕтерчĕ, врач пулчĕ. Питĕ тăрăшуллăччĕ вăл... 40 çул ытла çынсене сиплерĕ, чунтан тăрăшрĕ, тĕрлĕ наградăна тивĕçрĕ. Халь тивĕçлĕ канура ĕнтĕ. Пирĕн ачасемшĕн вăл яланах чĕрĕ тĕслĕх пулнă, - чунне уçать Нюра аппа.

Паллă ĕнтĕ: çавăн чухлĕ ача çуратса ÿстерме çумра шанчăклă çын кирлĕ. Нюра аппа мăшăрĕ - Кивĕ Мертлĕ каччи, Александр Иванович Кузьмин. Тăрăшуллă, сăпайлă, арăмне юратса хисеплекен арçын вăл. Çур ĕмĕре яхăн ĕнтĕ вĕсем пĕрле, ачасен пурнăçĕ ăнăçнишĕн савăнаççĕ, мăнукĕсемпе киленеççĕ. Нумаях пулмасть мĕн пур тăванĕ пуçтарăнса Александр Иванович 75 çул тултарнине паллă турĕç. Часах, утă уйăхĕн 18-мĕшĕнче, Анна Алексеевна та /Нюра аппа/ хăйĕн 70 çулхи юбилейне кĕтсе илĕ.

Çывхарса килекен паллă кун ячĕпе сумлă хĕрарăма ăшшăн саламлас, ырлăх-сывлăх, иксĕлми телей сунас килет.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.