Archive

июня 18th, 2014

18 Çĕртме, 2014

Параканран... илмен, е Коррупци никĕсĕ çирĕппинче пирĕн тÿпе те çук мар-и?

Руль умĕнчи çынсенчен чылайăшĕ, мĕн пытармалли, патшалăх автоинспекцийĕн сотрудникĕсене килĕштерсех каймасть. Пурте мар - çул çинче йĕркелĕхе, çул-йĕр правилисене пăхăнакансен инспекторпа нимĕн пайламалли те çук.

18 Çĕртме, 2014

Ыр кăмăлпа юрлать тăван

Çак çемьене пĕр-пĕринпе юрă туслаштарнă. Ашшĕпе амăшĕ Евгения Васильевнăпа Николай Васильевич Абрамовсем юрра-ташша ăста пулнă. Иккĕшĕ те купăс каланă. Вĕсене ял çынни пĕр туйран та хăварман. Хисеплесе туй пуçĕсем, хăйматлăхсем тунă. Ашшĕ-амăшне кура ачисем те юрăпа, купăс сассипе çитĕннĕ. Çавăнпа паян вĕсемсĕр пурăнаймаççĕ. Пĕр ушкăна чăмăртанса «Кăмăл» ансамбль йĕркеленĕ Абрамовсем, Кудряшовсем, Ивановсем...

Ватти те, вĕтти те

18 Çĕртме, 2014

Тăвар вăрри «Арçури» халапа аса илсе

Тăвар вăрри - куçса, ишĕлсе тăракан шутсăр тарăн çырма. Чăнкă сăрт-ту айккинчен çăл куçсем тухса тăракан вырăн. Авалтан кунта арçурисем, усал-тĕселсем пурăнаççĕ, айкашаççĕ тенĕ.

июня 17th

17 Çĕртме, 2014

ЧР Патшалăх Канашĕ - 20 çулта

Çĕртме уйăхĕн 11-мĕшĕнче, Раççей кунĕ умĕн, К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче ЧР Патшалăх Канашĕ 20 çул тултарнине халалласа савăнăçлă мероприяти иртрĕ.

17 Çĕртме, 2014

Вилĕмсĕрлĕхе ярса пуснă ентешсем...

Утă уйăхĕн 16-мĕшĕнче Гродно хулине нимĕç фашисчĕсенчен ирĕке кăларнăранпа 70 çул çитет. Истори пĕлтерĕшлĕ çак пулăмра пирĕн ентешсен Н.Волковпа В.Шапошниковăн тÿпи те пур.

17 Çĕртме, 2014

Литература классикĕсен тăван çĕрĕнче - хăнара

ЧНК Президенчĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Угаслов тата ЧНК вице-президенчĕ, Тутар Республикинчи чăваш наци культура автономийĕн председателĕ Константин Яковлев паллă чăваш поэчĕсем Константин Ивановпа Ухсай Яккăвĕ çуралса ÿснĕ тăрăха, Пушкăртри Слакпуç ялне, çитсе курчĕç.

17 Çĕртме, 2014

"Выльăх-чĕрлĕх чăмăр пултăр"

Пĕр çулхине кĕтÿ черетне эпир пуçланăччĕ. Ĕнисене хăвалама тухнă ял çыннисем мана, пĕчĕкскере, чăх çăмарти тыттарнă май: "Кĕтÿри выльăх-чĕрлĕх çак çăмарта пек чăмăр пултăр, киле таврăнтăр, сывă çÿретĕр", - тенĕччĕ. Ытти тăрăхра кун пекки пур-ши?

Пишпÿлек тăрăхĕнчи Çирĕклĕ ялĕнче пурăнакан педагогика ĕçĕн ветеранĕ Сере Андреева:

- Тĕне кĕмен чăвашсен выльăх-чĕрлĕхпе çыхăннă йăла-йĕрке нумай пулнă. Сăмахран, кĕтĕве яриччен чăх çăмарти тытса картари выльăх тавра çаврăннă. Кĕркуннеччен пурте йĕркеллĕ, ырă-сывă пулччăр, кĕтÿре лайăх çÿреччĕр тенĕ.

17 Çĕртме, 2014

Чĕмпĕрсем Акатуйра савăнчĕç

Чĕмпĕр облаçĕнче чăваш халăх уявĕ Акатуй иртрĕ. Уява Чăваш, Пушкăрт, Тутар республикисенчен, Сарă ту, Самар облаçĕсенчен килнĕ хăнасем хутшăнчĕç.

"Акатуй çĕр ытла халăх ывăлĕ-хĕрĕ пурăнакан Чĕмпĕр облаçĕнче 25-мĕш хут иртет, - терĕ регион пуçлăхĕ Сергей Морозов халăха паллă çак пулăмпа саламланă май. - Çулран çул уява хутшăнакансен йышĕ ÿсет, тĕрлĕ наци çыннине илĕртет вăл. Акатуй чăннипех те тĕрлĕ халăх уявĕ. Эпир çакăнпа мăнаçланатпăр!"

17 Çĕртме, 2014

Мĕн тути юлĕ-ши асра?

Выльăх усрани тупăшлă мар тет ял çынни. Колхоз-совхоз кĕрлесе тăнă чухне утă-улăм, тыр-пул енчен ирĕклĕ пулнă. Халĕ ура çинче çирĕп тăракан хуçалăх çукпа пĕрех. Çавăнпах хăвăн пай çĕр лаптăкĕ çинче ÿстерме тивет е самай пысăк хакпа туянмалла. Çав укçапа лавккара е пасарта аш-какай, сĕт-турăх илсен йÿнĕрех те ларать.

Pages