Вилĕмсĕрлĕхе ярса пуснă ентешсем...
Утă уйăхĕн 16-мĕшĕнче Гродно хулине нимĕç фашисчĕсенчен ирĕке кăларнăранпа 70 çул çитет. Истори пĕлтерĕшлĕ çак пулăмра пирĕн ентешсен Н.Волковпа В.Шапошниковăн тÿпи те пур. Гестаповецсем вĕсене тăватă юлташĕпе пĕрле 1942 çулхи нарăс уйăхĕнче чылай вăхăт асаплантарнă хыççăн персе пăрахнă.
...Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи пуçланнă кун Николай Волков Беларуçри Гродно хулинче пулнă. Кунта вăл çемйине Белосток хулине куçарса каяс тĕллевпе килнĕ. Анчах ĕлкĕреймен. Хулана нимĕç фашисчĕсем ярса илнĕ.
Н.Волков тăшмана хăвăрт парăнтарма май килес çуккине, Хĕрлĕ Çар чакни вăхăтлăха кăна пулнине, çĕнтерĕве çывхартма фашист тылĕнче те çапăçмаллине, çулталăк çурă каялла кăна Совет Союзĕн пулса тăнă хулара оккупантсене хирĕç тăма йывăррине аван ăнланнă. Малтанхи вăхăтра оккупаци влаçĕ Волковпа кăсăкланман-ха, мĕншĕн тесен вăл хулара сайра хутра кăна пулнă. Çĕнĕ документсем туса нимĕçсем патне ĕçе вырнаçнă вăл. Хĕрлĕ Çар командирĕн алă усса ларма юраманнине чухланăран тăшманпа унăн тылĕнче çапăçма хатĕрленнĕ. Н.Волков подпольщиксен ушкăнне пухма пуçланă.
Гродно хулинчи подпольщиксем хăйсен ĕçне тыткăна лекнĕ совет салтакĕсене тата еврейсене пулăшнинчен пуçланă. Вĕсене апат-çимĕçпе, тумтирпе, Н.Волковăн мăшăрĕ В.Шапошникова тупса панă эмелсемпе тивĕçтернĕ. Варвара Васильевна лагерьсене аманнисене, чирлисене сиплеме те çÿренĕ. Больницăра тухтăрта ĕçленĕ май чирлĕ ачисемпе пынă амăшĕсене Хĕрлĕ Çар чакни вăхăтлăх пулнине, Беларуç çĕрĕ каллех ирĕклĕ пулассине каласа ăнлантарма тăрăшнă.
Академи урамĕнче Вагнер çемйи пурăннă. Вĕсене çĕнĕ влаç килте радиоприемник тытма ирĕк панă. Кунта пухăнса подпольщиксем Совинформбюро хыпарĕсене итленĕ. Фронт хыпарĕсене листовкăсем çине куçарса халăхра сарнă. Вăрттăн ушкăн диверси ĕçне те туса пынă. Н.Волков сĕннипе А.Калинина нимĕç чаçĕн штабне тирпейлÿçĕне вырнаçнă. Николай Алексеевич Хĕрлĕ Çар чаçĕ Гроднăран васкаса тухса кайнă май пытарса хăварнă вăрттăн документсене тупма хушнă. Александра Гавриловна задание тивĕçлĕ пурнăçланă. Каярахпа харсăр хĕрарăм тăшманăн совет салтакĕн тумĕсене тиенĕ икĕ автомашинăна сирпĕтсе янă. Тыткăна лекнĕ салтаксен лагерĕсенчен пĕринче пăлхав çĕклеме хатĕрленнĕ. Унта çĕтĕк-çатăкпа чĕркесе хĕç-пăшал та ăсатнă, анчах "тавара" хурал ярса тытнă.
Н.Волков оккупантсемпе кĕрешмелли чи тухăçлă меслет партизансен ушкăнĕсене йĕркелени тесе шухăшланă. Çакă сахал йышпа самай вăйлă тăшмана тĕп тума май панă. Тĕллеве пурнăçлама вăл хула çывăхĕнчи ялсене тухса кайнă. Хăйне хресченсем патĕнче ĕçлекен пек кăтартнă. Çав вăхăтра таврари лару-тăрăва тĕпчесе, сăнаса пĕлме тăрăшнă. 1942 çулхи кăрлач уйăхĕ тĕлне ушкăнра 20 çын пухăннă. Çулла тата кĕркунне хаяр çапăçусем пынă вырăнсенче хĕç-пăшал пухнă, нимĕçсен çăвинчен инçех мар вăрманта пытарса усранă. Командир хĕллехи шартлама сивĕсенче партизансене пач хатĕрленмесĕр тăшмана хирĕç тăма йывăр пулассине аван ăнланнă.
Çав вăхăт тĕлнелле оккупацири хулара патриотсен пурнăçĕ самай йывăрланнă. Вермахт Мускав çывăхĕнче шар курнă хыççăн Гроднăри гестапо фашизмпа килĕшменнисене хирĕç вăрçă пуçарнă. Иккĕленÿ çуратакан çынсене урамрах тыта-тыта хупнă. Гестапо çурчĕн путвалĕнчен асапланакансен чуна витерекен сассисем илтĕннĕ. Немировичи ялĕ çывăхĕнче çынсене ушкăнăн-ушкăнăн персе пăрахма пуçланă.
Н.Волков хăйĕн ушкăнне Гроднăран 200 çухрăмра вырнаçнă Барановичи хулине куçарма палăртнă. Унта вĕсене никам та палламасть, хула витĕр пĕлтерĕшлĕ чукун тата шоссе çулсем иртеççĕ. Кунта подпольщиксем "рельссем çинче çапăçу пуçарма" тĕллев лартнă. 1941 çулхи раштав уйăхĕнче икĕ ушкăн палăртнă вырăна тухса кайнă. Виççĕмĕш ушкăнпа Н.Волковăн тата мăшăрĕн Варвара Васильевнăн çула тухмалла пулнă.
Шел те, палăртни пурнăçа кĕреймен. Гестапо Н.Волковпа кăсăкланма пуçланă. Кăрлач уйăхĕн 26-мĕшĕнче, вăрçă пуçланнă хыççăн 219-мĕш кун, ăна арестленĕ. Подпольщиксенчен А.Гуцко хăйсен командирне юлашки хут курнă. Александр Клементьевич çак самант пирки çапла каласа кăтартать: " Ман пата Николай кăнтăр апачĕ хыççăн килчĕ. Хăй питĕ савăнăçлă. "Лайăх сводка пур", - тет. Пирĕн çарсем гитлеровецсене Кăнтăр-Хĕвел анăç фронтĕнче çапса аркатнă иккен. Ман патра нумай тăмарĕ вăл, тухса кайрĕ. Кĕçех Зеленевский килчĕ. Сводка вуласа ларнă вăхăтра кÿршĕ чупса кĕчĕ: "Чупăр хăвăртрах! Волкова арестленĕ!" Малтанах провокаци пулĕ терĕмĕр, вырăнтан тапранмарăмăр. Каярахпа асăрханса Волковсен çурчĕ патне çул тытрăмăр. Кунта чăнах та гестаповецсем хуçаланаççĕ".
"Волковпа мăшăрне, ытти подпольщике фашистсем нумай асаплантарнă, тирне сÿнĕ. Апла пулин те пĕри те тăшман майлă çаврăнман, чăтнă", - тет ушкăн членĕ пулнă З.Аладьев.
Организаци шар курнин сăлтавĕ мĕнре-ха? Никам та татăклăн калаймасть. Музей директорĕ Р.Прохорова каланă тăрăх - Н.Волковпа юлташĕсене Саша текен çын сутнă. Подпольщиксем ăна маларах гетторан тарма пулăшнă. Акăлчанла пĕлнĕрен Н.Волков ăна Лондонран паракан сводкăсене итлеме явăçтарнă. Çакăн хыççăн организаци членĕсене урăх никама та арестлемен. Çакă Волковпа юлташĕсем тек никама та сутманнине çирĕплетет. 1942 çулхи нарăс пуçламăшĕнче Н.Волкова, В.Шапошниковăна, Н.Быкова, А.Василюка, И.Завишăна, Г.Хорова гестаповецсем Немировичи ялĕ çывăхĕнче персе пăрахнă.
СССР Оборона халăх комиссариачĕн кадрсен управленийĕн докуменчĕсенче "Н.А.Волков лейтенант 1941 çулта хыпарсăр çухалнă" тесе çырнă. Çак йăнăш мĕнле майпа пулнă-ха? Вăл хăйĕн чаçĕнчен Гроднăна çемйине илме кайнă. Тепĕр кун вăрçă пуçланнă. Службăра тăнă Белостока каялла таврăнма пултарайман вăл, мĕншĕн тесен пирĕн çарсем чакса кайнă. Çапла майпа вăл оккупацие лекнĕ хулара тăрса юлнă. А.Бачило пĕлтернĕ тăрăх - пĕррехинче ентеш вĕчĕрхенсе çапла каланă: "Мана çăмăл тетĕр-им? Ахăртнех, унта ман пирки таркăн тесе шухăшлаççĕ". Паттăрлăхĕ пирки пĕлнĕ хыççăн тин 1949 çулхи нарăсăн 25-мĕшĕнче Чăваш Республикине Н.Волкова персе вĕлерни çинчен пĕлтернĕ.
Шел те, вăрçă хыççăн Гроднăри подпольщиксен пĕрремĕш ушкăнĕ манăçа тухма пуçланă. 1964 çулта тин, Гроднăна тата Беларуçе нимĕç фашисчĕсенчен ирĕке кăларнăранпа 20 çул çитнĕ май, "Коля пичче ушкăнĕ" пирки калаçма пуçланă. 7-мĕш шкул вĕрентекенĕ Александра Бачило Волков çинчен литература кружокне çÿрекенсене каласа кăтартнă. Ачасем Тамара Тесленко учительпе пĕрле чĕрĕ юлнă подпольщиксене шырама пикеннĕ. Çапла майпа Гродно çĕрĕнче пирĕн ентешсен паттăрлăхĕ пирки пĕлнĕ. 1968 çулта, каярахпа та "Коммунизм ялавĕ", "Советская Чувашия", "Молодой коммунист" хаçатсем вĕсем пирки çырса Чăваш Ене хыпар çитернĕ.
Гроднăри 35-мĕш шкулта "Память хранит" музей уçнă. Унта подпольщиксен паттăрлăхĕ пирки каласа кăтартакан хаклă экспонатсем упранаççĕ. Хулари пĕр урама Николай Волков ятне панă. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине çĕнтерÿпе вĕçленĕренпе 64 çул çитнĕ тĕле 10-мĕш çурт çине Н.Волков ячĕпе асăну хăми вырнаçтарнă.
...Мĕн пирки шухăшланă-ши Н.Волков пурнăçран уйрăлас умĕнхи юлашки минутсенче? Хĕрĕ Нина тата ывăлĕ Гера çинчен-ши? Чăваш Ен е Раççей пирки-ши? Çапах та вăл фашистсем Варьăпа юлташĕсен, унăн вăхăтсăр татнă пурнăçĕ çĕнтерÿ, пин-пин ачан телейлĕ кун-çулĕ патне тунă утăм пулнине ĕненнĕ. Автомат чарăнмасăр шатăртатнă... Паттăрсен кĕлеткисем сивĕ çĕр çине тÿннĕ... Волковпа юлташĕсем чăтма çук йывăр асапа чĕмсĕррĕн тÿссе ирттернĕ хыççăн вилĕмсĕрлĕх ытамне ура ярса пуснă...
...2014 çулхи нарăс уйăхĕн пĕрремĕш кунĕсем. 2-мĕш форт патне автобуссем пырса чарăнчĕç. Транспортран шкул ачисемпе вĕрентекенсем, Гродно патшалăх университечĕн студенчĕсемпе преподавателĕсем, хулари чăвашсен "Атăл" общество организацийĕн членĕсем, вăрçă ветеранĕсем тухрĕç. Кунта фашизм шар кăтартнă çынсене асăнса палăк лартнă. Ывăлĕсене куççульпе хурланса аса илекен амăшĕ... Çулсерен çак вăхăтра кунта гестаповецсем персе пăрахнă подпольщиксене асăнса митинг-реквием иртет.
Н.Волков, В.Шапошникова, Н.Быков, А.Василюк, И.Завиша, Г.Хоров... Çынсем! Вĕсене тата фашизм синкерĕ тĕп тунă миллион-миллион çынна ĕмĕр асра тытăр!
Нина тата Гера. Нацист палачĕсем тăлăха хăварнă ачасем. Ашшĕ-амăшĕпе пĕрле персе пăрахассинчен ăнсăртран çеç çăлăнса юлма пултарнă вĕсем. Шăпи мĕнле килсе тухнă çав ачасен? Чĕрĕ-и е оккупацирен хăтăлса тухайман-и? Музей директорĕ Р.Прохорова пĕлтерчĕ: Нинăпа Гера Чăваш Енре пурăнаççĕ.
Владимир ВАСИЛЬЕВ