Комментари хушас

17 Çĕртме, 2014

Чĕмпĕрсем Акатуйра савăнчĕç

Чĕмпĕр облаçĕнче чăваш халăх уявĕ Акатуй иртрĕ. Уява Чăваш, Пушкăрт, Тутар республикисенчен, Сарă ту, Самар облаçĕсенчен килнĕ хăнасем хутшăнчĕç.

"Акатуй çĕр ытла халăх ывăлĕ-хĕрĕ пурăнакан Чĕмпĕр облаçĕнче 25-мĕш хут иртет, - терĕ регион пуçлăхĕ Сергей Морозов халăха паллă çак пулăмпа саламланă май. - Çулран çул уява хутшăнакансен йышĕ ÿсет, тĕрлĕ наци çыннине илĕртет вăл. Акатуй чăннипех те тĕрлĕ халăх уявĕ. Эпир çакăнпа мăнаçланатпăр!"

Акатуй Чĕмпĕрти Çĕнтерÿ паркĕнче иртрĕ. Чи малтанах ака-суха ĕçне пĕтернине çирĕплетсе пысăк сцена умне суха пуç килсе хучĕç. Унтан юрă-ташă ушкăнĕсем, фольклор коллективĕсем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç. Ипподромран инçех мар лапамра наци вăййисен ăмăртăвĕсем иртрĕç. Юпа çине хăпарса, кĕвентепе чупса, вĕрен туртса тупăшрĕç, михĕсемпе çапăçрĕç. Кĕрешÿ турнирне хутшăнакан та чылай пулчĕ.

Хăнасем кафе-апатланмăшра тутлă çимĕçпе сăйланчĕç. Калаçма ÿркенмен сутуçăсем хăйсен таварне мухта-мухта пыл, тĕрĕ-чĕнтĕр, капăр япала туянма йыхравларĕç. Тĕрлĕ юмах сăнарĕсем пĕрле сăн ÿкерттерме сĕнчĕç. Чипер хĕрсем чăваш халăх тумĕсене кăтартрĕç. Чăваш халăхĕн кун-çулĕпе паллаштаракан курав чылайăшне хăй патне туртрĕ. "Выля, хут купăс!" конкурса хутшăннă купăсçăсемпе такмакçăсене чылайччен алă çупса хавхалантарчĕç. Кашниех асăнмалăх наци сувенирĕсене туянма пултарчĕ.

 Д.ЮДИНА.

Автор: 
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.