Литература классикĕсен тăван çĕрĕнче - хăнара

17 Çĕртме, 2014

ЧНК Президенчĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Угаслов тата ЧНК вице-президенчĕ, Тутар Республикинчи чăваш наци культура автономийĕн председателĕ Константин Яковлев паллă чăваш поэчĕсем Константин Ивановпа Ухсай Яккăвĕ çуралса ÿснĕ тăрăха, Пушкăртри Слакпуç ялне, çитсе курчĕç.

ЧНК ертÿçисене Слакпуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Олег Беляев кĕтсе илчĕ. "Нарспи" авторĕн тăван çĕр-шывĕнче ас тăвăм музейĕ 70 çул каяллах ĕçлеме пуçланă. Хăнасем унта экскурсире пулчĕç. "Кун-çулĕ кĕске пулнă, апла пулин те мĕн чухлĕ пуянлăх хăварма пултарнă вăл", - терĕ Николай Угаслов чăваш литературин классикĕн пурнăçĕпе тата пултарулăхĕпе паллашнă хыççăн.

Н.Угасловпа К.Яковлев поэтăн вил тăпри патне кайрĕç, палăкĕ умĕнче пуç тайрĕç. Сетнерпе Нарспи тахçан тĕл пулнă çăл куçран сивĕ шыв ĕçрĕç. Унтан Константин Ивановпа Ухсай Яккăвне пултарулăхне хĕмлентерме вăй-хăват парса тăнă Кĕсле ту çине хăпарчĕç. Кунтах 1986 çулхи утă уйăхĕн 7-мĕшĕнче Ухсай Яккăвĕ ĕмĕрлĕх канлĕх тупнă.

"Паян тахçанхи ĕмĕтĕм пурнăçланчĕ. Константин Иванов мĕнле сывлăшпа сывласа хавхаланнине хам туйрăм. Кăмăлăм тулчĕ, Слакпуç ялĕ патнелле выртакан сукмака курăк пусманнине курса савăнтăм", - терĕ ЧНК президенчĕ Николай Угаслов.

 О.ПЕТРОВ

Автор: 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.