- Чăвашла верси
- Русская версия
Ыр кăмăлпа юрлать тăван
Çак çемьене пĕр-пĕринпе юрă туслаштарнă. Ашшĕпе амăшĕ Евгения Васильевнăпа Николай Васильевич Абрамовсем юрра-ташша ăста пулнă. Иккĕшĕ те купăс каланă. Вĕсене ял çынни пĕр туйран та хăварман. Хисеплесе туй пуçĕсем, хăйматлăхсем тунă. Ашшĕ-амăшне кура ачисем те юрăпа, купăс сассипе çитĕннĕ. Çавăнпа паян вĕсемсĕр пурăнаймаççĕ. Пĕр ушкăна чăмăртанса «Кăмăл» ансамбль йĕркеленĕ Абрамовсем, Кудряшовсем, Ивановсем...
Ватти те, вĕтти те
Шупашкар районĕнчи Ăстакасси ялĕнче пурăннă Евгения Васильевнăпа Николай Васильевич çичĕ ача çуратса ÿстернĕ. Тăрăшуллă çемье пахча çимĕç çитĕнтернĕ, пысăк сад ĕрчетнĕ, выльăх-чĕрлĕх усранă. Ачи-пăчине пĕчĕкренех ĕç çумне çыпăçтарнă. Сăмах май, Евгения Васильевна çамрăклах трактор бригадин ертÿçинче вăй хунă. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине хутшăннă арçын трактористсем вырăнне уй-хир сухаланă, акнă, тыр-пула пухса кĕртнĕ. «Хурçă ута» парăнтарнă хĕр юрă-кĕвĕпе туслă пулнă.
Амăшĕн юррисене паян ачисем шăрантараççĕ. Вĕсенчен пĕри - «Тăвансем савса чĕннĕрен килтĕм эпĕ инçетрен». Çывăх çыннинчен хăй вăхăтĕнче юрă-кĕвĕ ытларах çырса юлайманнишĕн пăшăрханаççĕ ывăлĕсемпе хĕрĕсем.
Мĕнле йĕркеленнĕ-ха çак ушкăн? Абрамовсен хĕрĕ Дина пĕчĕкренех купăс каланă. «Иккĕмĕш класра вĕреннĕ чухне ачасене «Кай, кай Ивана» кĕвĕпе ташлаттартăм, - аса илет иртнине Дина Николаевна. - Атте купăс калама вĕрентнине те ас тăватăп. Пĕр ĕçкĕ-çикĕ те унсăр иртмен. Вăл купăс каланине эпĕ хăлха тăратса итлеттĕм. Каярахпа ăна хам алла тытаттăм. Пĕррехинче ?ун чухне эпĕ шкула та кайман% купăса тăсса ларатăп. Анне пÿрте кĕчĕ те йăкăш-йăкăш шуса ташлама пикенчĕ. Эпĕ вăтантăм, купăса айккине хума васкарăм. «Пултараймастăп», - терĕм кÿренсе. «Кала-ха, кĕвви те чиперех тухать. Мана ташламалăх калаятăнах», - терĕ вăл йăпатса. Çак сăмахсем хавхалантарнă курăнать».
2011 çулта Дина Николаевнăна Çĕнĕ Шупашкарта иртнĕ «Выля, хут купăс» конкурса хутшăнма сĕннĕ. Тăванĕсем те купăсçă пулнăран сцена çине пĕрле тухма шут тытнă вĕсем. Конкурсра пĕрремĕш вырăн йышăннă. Çакăн хыççăн çемье ансамбльне пуçарасси çинчен шухăшланă Абрамовсем. Дина Кудряшова юрă-кĕвĕпе маларах та туслă пулнă. Хĕрĕпе Аньăпа пĕр вăхăт «Шуçăм» ?ертÿçи Диана Сусарина% фольклор ушкăнне çÿренĕ. «Çемье ансамбльне аслă аппан Юлия Иванован çемйипе пĕрле пуçарса ятăмăр. Вĕсем саккăрăнччĕ, эпир вара - пиллĕкĕн. Халĕ ытти пиччесен çемйисем те хутшăнчĕç. Мăшăрăн Валерий Юлиановичăн тăванĕсем те пирĕн йышрах», - малалла сăмахлать Дина Николаевна ертÿçĕ.
Вĕсен çемйи çинчен уйрăммăн палăртса хăварас килет. Валерий Юлиановичпа Дина Николаевна икĕ хĕр çуратса ÿстернĕ. «Пултарулăх юнпа куçать» тенешкел Алинăпа Аня ашшĕ-амăшĕ пекех юрлама-ташлама кăмăллаççĕ. Аслă хĕрĕ купăс калать. Маларах «Сăвар» ушкăна çÿренĕрен репертуарти ташăсене хăех лартать. Аня вара хушпу-тухья ăсталать. Хăй валли çеç мар, ушкăнри ытти юрăç валли те. Вĕтĕ шăрçапа ĕçлеме юратать вăл. Иртнĕ çул Шупашкарта иртнĕ «Руç ăстисем» конкурсра иккĕмĕш вырăн йышăннă. Кăçал та хутшăнĕ. Вăл маларах «Янташ» ушкăнра юрланă. Çакна палăртмасăр иртме çук: хĕрсем тĕп хулара çитĕннĕ пулсан та чăвашла юрлаççĕ, тăван чĕлхепе калаçаççĕ.
Кудряшовсен мăнукĕ Дионис та «Кăмăл» ушкăна çÿрет, чăвашла юрлать. Вăл 5 çулта. Апла пулин те «Две звезды: ветеран Ă внук» конкурс лауреачĕ. Халăх умне вăл пĕчĕк купăспа тухать.
Ушкăнра Дионисран кĕçĕнреххи те пур. Вăл - Кристина. Хĕр пĕрчи 3,5 çулта çеç. Çапах та сцена пĕлтерĕшне ăнланать, ывăнать пулсан та хăйне артист пекех туять. Ушкăнра чи ватти - 65 çулта. «Кăмăл» паян 21 çынна пĕрлештерет. Вăл - республикăри çемье ансамблĕсенчен чи пысăкки.
Ламран лама
«Юрăпа хырăма тăрантараймăн», - теççĕ халăхра. Çапла, ушкăнри кашни çыннăн хăйĕн юратнă ĕçĕ пур. Вĕсенчен чылайăшĕ пахча çимĕç çитĕнтерме кăмăллать. Кудряшовсем те Ăстакассинче çурт хăпартнă. Тăванĕ-пĕтенĕ пулăшнă вĕсене. «Ĕç вăхăтĕнче-и е уявра-и эпĕ яланах пиччесемпе аппасене, йăмăка тав туса сăмах калатăп, - терĕ Дина Николаевна. - Йышлă ача-пăча çуратса ÿстернĕшĕн чи малтанах аттепе аннене тайма пуç. Хăш-пĕр çын савăнма тăван çук тет. Эпир вара хуйхă-суйхăра та, уявра та пĕрле. Пирĕншĕн купăс сасси янрани те кăмăла уçать. Кулленхи ĕçрен уйăрма пултарнăшăн, юрă-ташăпа çывăхлатнăшăн тăвансем мана тав тăваççĕ».
Унта-кунта концертпа каймалла пулсан хаваспах çула тухать «Кăмăл» ушкăн. Сăмахран, çулла кил-тĕрĕшре çĕр тĕрлĕ ĕç. Çапах та пĕрремĕш вырăнта вĕсен - юрă-ташă. Нумаях пулмасть Тутарстанри Акатуйран таврăнчĕç. Район, республика уявĕсенчен те юлмаççĕ вĕсем, ют регионсене те тухса çÿреççĕ. Çак ушкăна Мари Республикинче иртекен фестиваль-конкурссене час-часах чĕнеççĕ. Вĕсене кунта хапăлласах кĕтеççĕ. Кашни мероприятирен Хисеп хучĕсемпе парнесемпе таврăнаççĕ артистсем. Сцена тумтирĕ, кĕвĕ-çемĕ хатĕр-хĕтĕрĕ туянма та май тупаççĕ.
Вĕсен юрри-кĕввине хумханмасăр итлеймĕн. Тăпăртатса ташланă чух вĕсемпе пĕрле ташша яратăнах. «Кăмăл» - чăвашлăхăн чăн-чăн управçи. Тăван халăхăмăрăн ырă йăли-йĕркине ламран лама куçараканĕ. Çулĕ такăр, ĕмĕрĕ вăрăм пултăр унăн. Ырă кăмăлĕпе ентешсене вăрах савăнтартăр.
Комментари хушас