Комментари хушас

17 Çĕртме, 2014

ЧР Патшалăх Канашĕ - 20 çулта

Çĕртме уйăхĕн 11-мĕшĕнче, Раççей кунĕ умĕн, К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче ЧР Патшалăх Канашĕ 20 çул тултарнине халалласа савăнăçлă мероприяти иртрĕ.

Çын йышлă пухăнчĕ: ЧР Патшалăх Канашĕн пилĕк суйлаври, çавăн пекех Чăваш АССР Аслă Канашĕн, РФ Патшалăх Думин депутачĕсем, сумлă хăнасем... Театр фойинче - парламент историйĕпе паллаштаракан курав, фотопрезентаци. Савăнăçлă мероприяти те ЧР Патшалăх Канашĕн кун-çулне "йĕрлекен" сюжетпа пуçланчĕ. Чăваш Енĕн çĕнĕ тапхăрти парламенчĕн çуралнă кунĕ - 1994 çулхи çĕртме уйăхĕн 21-мĕшĕ, шăпах çавăн чухне унăн пĕрремĕш сессийĕ иртнĕ. Унтанпа пĕтĕмпе 183 лару йĕркеленĕ, вĕсенче 2953 ыйту, çав шутра 1300 саккун проекчĕ, пăхса тухнă, паянхи кун тĕлне 1146-шне алă пуснă тата МИХсем урлă халăх патне çитернĕ. Парламентарисем РФ Патшалăх Думине темиçе пуçарупа тухнă. Унсăр пуçне депутатсем республикăра тĕрлĕ мероприяти йĕркелесе ирттереççĕ, вĕсене тата Раççей шайĕнчисене хутшăнаççĕ.

"Вăхăт иртнĕçемĕн политика тăрăмĕ тата çĕр-шыва тытса пырассин йĕрки улшăннă, анчах парламентарисен статусĕпе тивĕçĕсем çавах юлнă: патшалăх тытăмне саккунсемпе тивĕçтересси, граждансен пурнăçне, çавăн пекех хуçалăх субъекчĕсен ĕç-хĕлне право тĕлĕшĕнчен йĕркелесе тăрасси", - терĕ ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов. Вăл депутатсем экономикăна тăнăçлă аталанма, çынсен пурнăçĕн пахалăхне лайăхлатма, вĕсен интересĕсене хÿтĕлеме пулăшакан саккунсем йышăнма тăрăшнине палăртрĕ. ЧР Патшалăх Канашĕ республика влаçĕн пĕтĕм органĕпе килĕштерсе ĕçлет. Унсăр пуçне Раççей регионĕсен саккун кăларакан органĕсемпе çыхăнса ĕçлес тĕлĕшпе 17 килĕшÿ тунă.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев парламентарисене паллă пулăм ячĕпе саламланă май пирĕн депутатсен ĕç опычĕпе Раççейĕн ытти регионĕнче тата федераци шайĕнче те усă курнине палăртрĕ. "2010 çулта эпĕ ЧР Патшалăх Канашне янă Çырура влаç органĕсен ĕçĕ-хĕлĕ уçă та тĕрĕс пулмалла тесе тĕллев лартрăм. Пĕтĕмĕшле илсен ăна пурнăçлама май килчĕ. Общественноç хаклавĕпе - Чăваш Енре влаç уççăнлăхĕн тата сăмах ирĕклĕхĕн принципĕсене ăнăçлă тивĕçтереççĕ", - терĕ Михаил Игнатьев. Вăл Чăваш Енĕн "Уçă кăтартусем" порталĕ регионри уçă кăтартусен рейтингĕнче Раççейре - 3-мĕш, федерацин Атăлçи округĕнче вара 1-мĕш вырăн йышăннине пĕлтерчĕ. Депутатсем тата халăх ыйтнипе ЧР Правительствин ларăвĕсене кăçалтанпа Интернет сетĕнче он-лайн режимĕпе трансляцилеме пуçланине, çавна май вĕсене кирек кам та пăхма пултарнине аса илтерчĕ.

"Паллах, йышăнакан саккунсем юридици тĕлĕшĕнчен кăлтăксăр тата практикăра усă курмашкăн меллĕ пулмалла. Çапах та чи кирли - вĕсем кăмăл-сипет тата этемлĕх пахалăхĕсем çинче никĕсленччĕр, çынсен прависемпе ирĕклĕхне хÿтĕлеччĕр", - палăртрĕ республика Пуçлăхĕ. Унтан вăл саккунсем кăларас ĕçе хастар хутшăннă депутатсен пĕр йышне "Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн" орден медалĕпе тата Чăваш Республикин Хисеп грамотипе наградăларĕ.

Уявра награда, салам нумай пулчĕ. Депутатсене ЧР Патшалăх Канашĕ 20 çул тултарнă ятпа саламласа РФ Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев, РФ Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕпе Патшалăх Думин Председателĕсем Валентина Матвиенкăпа Сергей Нарышкин, РФ Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич тата ыттисем телеграмма янă. Парламентарисене Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕн, СССР космонавт летчикĕн Андриян Николаевăн хĕрĕ Елена Николаева-Терешкова /сăн ÿкерчĕкре/ малашне те хальхи пекех хастар та пуçаруллă ĕçлеме ăнăçу сунчĕ. Тĕрлĕ суйлаври депутатсем иртнĕ вăхăта аса илчĕç, Чăваш Республикин Конституцине йышăннă тапхăр чи яваплисенчен пĕри пулнине палăртрĕç.

Уявра "ЧР Патшалăх Канашĕ - 20 çулта" конкурсра çĕнтернĕ журналистсене те чысларĕç. Вĕсен хушшинче çак йĕркесен авторĕ те пур. Мероприяти концертпа вĕçленчĕ.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.