"Выльăх-чĕрлĕх чăмăр пултăр"

17 Çĕртме, 2014

Пĕр çулхине кĕтÿ черетне эпир пуçланăччĕ. Ĕнисене хăвалама тухнă ял çыннисем мана, пĕчĕкскере, чăх çăмарти тыттарнă май: "Кĕтÿри выльăх-чĕрлĕх çак çăмарта пек чăмăр пултăр, киле таврăнтăр, сывă çÿретĕр", - тенĕччĕ. Ытти тăрăхра кун пекки пур-ши?

Пишпÿлек тăрăхĕнчи Çирĕклĕ ялĕнче пурăнакан педагогика ĕçĕн ветеранĕ Сере Андреева:

- Тĕне кĕмен чăвашсен выльăх-чĕрлĕхпе çыхăннă йăла-йĕрке нумай пулнă. Сăмахран, кĕтĕве яриччен чăх çăмарти тытса картари выльăх тавра çаврăннă. Кĕркуннеччен пурте йĕркеллĕ, ырă-сывă пулччăр, кĕтÿре лайăх çÿреччĕр тенĕ.

Кăçал пуçласа кĕтÿ кĕтме мăшăрăм Марат Миронович тухрĕ. Пĕрремĕш кун выльăх пухăнакан вырăнта ун кутамккине пĕрисем - çăмарта, теприсем - канфет, виççĕмĕшсем йăва, сăра хучĕç. Кĕтÿçĕсене ырă сунса сăйласси пирĕн тăрăхра çирĕп йăлара. Пуçласа кĕтÿ кĕтме тухакансем ял вĕçĕнче пир татăкĕ сарса чÿклеççĕ. Вĕсенчен асли: "Выльăх-чĕрлĕхе çăвĕпе лайăх кĕтмелле пултăр, кĕркуннеччен ырă-сывă çÿреччĕр, самăрланччăр", - тесе сăрапа чÿк ирттерет.

Мăнукăм та кĕтĕве кайнăччĕ. Вăл киле таврăнсан ял-йыш ăна ырă сăмах нумай каланине, тĕрлĕрен апатпа сăйланине хавхаланса каласа пачĕ.

Федоровка тăрăхĕнчи Ашкатар ялĕнчи Мария Кузьмина:

- Чи малтан пирĕн патра сурăх кĕтĕвĕ тухать. Сурăхсене Кăчкă уявĕнче татнă хăва хуллисемпе хăвалаççĕ. Кĕтÿçĕ выльăх-чĕрлĕх кĕркуннеччен сывă çÿретĕр, тутă пултăр, курăк лайăх ÿстĕр, çумăр çителĕклĕ çутăр тесе кашни килтен виçшер çăмарта, канфет-премĕк пухать.

Мияки тăрăхĕнчи Тимеш ялĕнчи Николай Петров:

- Выльăхсене картаран кăлариччен вĕсем тавра çăмартапа çаврăнаççĕ. "Самăр пулăр, сĕт лайăх антарăр, ырă-сывă çÿрĕр", - тесе кĕтĕве хăвалаççĕ. Унтан çав çăмартасене кĕтÿçĕсене тыттараççĕ. "Çавра çăмарта пек саланмасăр çÿрĕр, ырă-сывă пулăр", - тесе калаççĕ. Пĕрремĕш кун халăх кĕтĕве ялтан тухиччен хăвалать, выльăх-чĕрлĕх лăпланиччен килне таврăнмасть.

Кармаскалă тăрăхĕнчи Йăмран ялĕнче пурăнакан Ольга Волкова:

- Ĕлĕк кĕтĕве ялтан ушкăнпа хăваласа тухаттăмăр. Анаткас вĕçĕнче выльăхсем лăпланиччен пĕрер сехет кĕтеттĕмĕр. Халĕ ку йăла çук ĕнтĕ. Кĕтÿçĕсене икĕ çăмарта панă чухне: "Кĕтÿ çăмарта пек чăмăр çÿретĕр, ăна салатмасăр кĕтĕр, кĕркуннене выльăхсем мăнтăр кĕччĕр", - тесе калатпăр.

Кĕтÿ хăваланă хыççăн никам патне те кĕмелле мар, тÿрех киле каймалла. Хулла карта алăкĕ тăррине хумалла, кайран унпа кашни кун выльăхсене хăваламалла. Асăннă йăлана выльăх киле таврăнтăр, саланса ан кайтăр тесе тунă.

Ермеккей тăрăхĕнчи Янăшмара пурăнакан Алевтина Васильева:

- Ялта пуçласа кĕтÿ тухсан пĕçернĕ çăмартапа кĕтÿ йĕри-тавра çаврăнасси йăлара. Кашни кил хуçи кĕтÿçе çăмарта пама тăрăшать. Ăна аллинчен тыттарнă май: "Выльăх-чĕрлĕх çак çăмарта пек самăр, чăмăр пултăр", - теççĕ. Кăнтăрлахи апатра кĕтÿçĕсем çав çăмартасене çиеççĕ. Кĕтÿ хăваланă хулла киле илсе таврăнаççĕ. Унсăрăн выльăх-чĕрлĕх çухалма пултарать теççĕ.

Чăваш халăхĕ мĕн ĕлĕкренех сăнама юратнă. Пухнă ăса пĕр ăруран теприне çитерме тăрăшнă. Çĕр-аннемĕре, çут çанталăка çывăх пулнă. Вĕсем калани тĕрĕссине пурнăç пĕрре мар çирĕплетет. Çав шутра - асăннă йăла та.

 Натали ЧИСЛОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.