Комментари хушас

26 Çĕртме, 2014

Асрах 100 çулти хура-шур

Чăваш Енре I Микула патша вăхăтĕнче кун çути курнă çынсем те пурăннине пуçа шăнăçтарма йывăр. 1914 çулта çĕртме уйăхĕнче çуралнă Агреппина Тимофеевна Тимофеевăна та шăпа пĕр ĕмĕр тăсăлакан кун-çул парнеленĕ. 100 çулти ватă кукамайăн аса илмелĕх савăнăçĕ те, хуйхи те - темĕн чухлех.

Унăн ĕçченлĕхĕ, иксĕлми вăй-халĕ çинчен халап хывма та май пур. Паян та пĕр вырăнта ларасшăн мар хастар хĕрарăм. Ачисен, мăнукĕсен, мăнукĕсен ачисен пурнăçĕпе кăсăклансах тăрать.

Агреппина Тимофеевнăн пурнăç кĕнекине çĕнĕрен пăхса тухма пикенсен... 7 çулта хăр тăлăха юлнăскерĕн шăпине ăмсанма-и! Пĕчĕкскерĕн ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр, ăшшисĕр - хăйĕнех - тĕнчене курма-пĕлме тивнĕ-çке.

Шкулта вĕренме май килмен. Пурнăçшăн ĕçлесе кĕрешмелле пулнă. Çынсем патне кĕтÿçе кĕрĕшнĕ. 12 çула çитсен ял кĕтĕвне кĕтме тытăннă. Çакăншăн никам та укçан тÿлемен, апатлантарнипех çырлахнă. Вун тăваттăра фермăна ĕçлеме вырнаçнă. Тĕнчен иккĕмĕш вăрçи вăхăтĕнче Етĕрне хулин хутлăхне окопсем чавма кайнă. Çĕмĕрле тăрăхĕнче пуйăссем валли вутă-шанкă хатĕрленĕ - вăрман каснă. Ун хыççăн Çĕрпÿре çул сарнă çĕрте тăрмашнă. Мĕн калăн: Агреппина Тимофеевнăн шăпи çăмăл килмен... Унтанпа нумай шыв-шур юхнă пулсан та вăрçă вăхăтне кинемей час-часах аса илет. Хăш-пĕр саманта тĕлĕкре тĕлленни çав тапхăр унăн пурнăçĕнче - çĕр-шыври мĕльюн çын кун-çулĕнчи евĕрех - тарăн йĕр хăварнине çирĕплетет.

Вăрçă чарăнсан, мĕн пур халăх ура çине майĕпен тăма тытăннă чухне, чăтăмлă чăваш хĕрарăмне шăпа каллех тĕрĕслет. Икĕ ачаллăскерĕн пурăнмалли кĕтес пулман /ашшĕ килĕнчен авланнă пиччĕшĕ кăларса янă/. Элĕк районĕн больницине санитаркăна ĕçлеме вырнаçнăскер тĕпренчĕкĕсемпе кунти... моргра çывăрса пурăннă. 4 çул тÿснĕ çапла. Унтан çĕр пÿртре кунпа çĕре кĕскетнĕ. Больницăра ĕçлесе илнĕ укçапа çĕвĕ машини туянать упăшкасăр хĕрарăм. Тÿшек, тăлăп-кĕрĕк çĕлесе сутма тытăнать. Çапла майпа янтăлать те хăйсене пурăнма тата выльăх-чĕрлĕх валли çĕр пÿртсем. Асли, Антонина, 8 класран вĕренсе тухсан аякри çĕрсене ĕçлеме каять. Тăван яла таврăнсан фермăна вырнаçать. Унăн пулăшăвĕ çемьешĕн пĕлтерĕшлех пулнă çав: кĕçех Тимофеевсем хăйсене ятăн пĕрремĕш йывăç çурт лартаççĕ.

Паян вара Агреппина Тимофеевна Элĕк районĕнчи Иштек ялĕнче капмар та илемлĕ çуртра, пысăк çемьере пурăнать. Хĕл кунĕсене хулари хĕрĕ патĕнче ирттерет пулин те тĕнче чĕрĕлсен тăватă стеналлă хваттерте хупăнса лараймастех. Тăван ял, кил-çурт, илемлĕ сад кăчăк туртаççĕ ăна. «Качакасем мĕнле-ши унта мансăр?» - пăшăрханать вăл хĕл каçипех. Ватă çын вĕсене пăхса пурнăçри йывăрлăхĕсене манать, хăйне телейлĕ туять.

- Шел, ĕлĕкхи кунсене пĕрле аса илмешкĕн тантăшăмсем юлмарĕç, - пăшарханать 100 çулти кинемей.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.