Комментари хушас

26 Çĕртме, 2014

Ваттисен пилĕ чăнлăха çаврăннă

Канаш районĕнчи Вăрăмпуç ял тăрăхĕнче пушă ларакан çурт çукпа пĕрех. Унашкаллисене çамрăксем йышăнсах пыраççĕ: çĕнĕ пÿрт лартаççĕ, хушма хуçалăх ĕрчетеççĕ. Вăрăмпуçăн çĕнĕ урамĕ те капмар та çутă çуртсемпе тулсах пырать. Федераци бюджетĕнчен укçа-тенкĕ куçарса парас тăк çывăх вăхăтрах унта черетлĕ стройка пуçланĕ. Пилĕк ачаллă Николаевсем валли çурт хăтламашкăн пикенĕç.

- Документсене виçĕ çул каяллах пуçтарса патăмăр. Кам пĕлет, тен, кĕтсе те илĕпĕр çавнашкал ырлăха, - шанчăкне çухатмаççĕ-ха Татьянăпа Николай Николаевсем.

Апла пулин те пурнăçра никамран ытла хăйсен вăйне, пултарулăхне шанма хăнăхнă. Халĕ акă ачисем те çирĕп тĕрев пуласса ĕненеççĕ. Асли, Мария, шкул саккипе сыв пуллашса медицина колледжĕнче вĕренме тытăннă ĕнтĕ /сăн ÿкерчĕкре вăл кăна çитмест/. Ольга 8 класс хыçа хăварнă. Наталья кĕркунне улттăмĕшне кайĕ. Вĕренÿре "пиллĕксемпе" кăна ĕлкĕрсе пыраканскер пирки ашшĕ-амăшĕ "ан куçăхтăрах" теме çеç пултарчĕ. Пиллĕкри Кристинăпа виççĕри Сашук хальлĕхе ялти садике çÿреççĕ.

18 çул каялла çемье тĕвĕленнĕ кун хăйсене аслисем мĕнлерех сăмахсемпе пил панине манман-ха кил хуçи мăшăрĕ Татьяна, Чул хула облаçĕнчи Кстово районĕнче кун çути курнăскер: "Çукран пур тăвăр. Сак тулли ача-пăчаллă пулăр..." Çĕнĕ çын çак сăмахсем пурăна киле чăнлăха çаврăнасса тĕшмĕртмен паллах ун чухне. Мăшăрне чунтан савакан Николай кăна тепĕр чухне ĕмĕтне палăртса шÿтлекеленĕ: "Футболла выляма пĕр команда çурататпăрах пулĕ?"

- Пиллĕкмĕш хут йывăрлансан район больницине УЗИе кайрăм та тухтăр варта арçын ача тĕвĕленнине хăй те ĕненмерĕ курăнать, темиçе хут тĕрĕслерĕм терĕ. Тăватă хĕр хыççăн йăх тăсакана кĕтсе илнине тăвансем те хамăрпа тан хĕпĕртесе йышăнчĕç, - аса илет виçĕ çул каяллахи кăмăллă самантсене пилĕк ача амăшĕ.

Пысăк çемьене тăрантараканĕ, пурлăхпа тивĕçтерекенĕ - кил хуçи Николай Александрович. Маларах милицире ĕçленĕ, юлашки 7-8 çулта Питĕрте вахта мелĕпе тăрăшать.

- Шкултан вĕренсе тухсан Канашра повар-кондитер професине алла илтĕм. Чăн та, кунта качча килсен хамăн специальноçпа ĕçлеме май килмерĕ. Вырăнти ял хуçалăх предприятийĕнче вăй хумашкăн хирĕç пулмăттăм та - вăл та йăшма пуçларĕ çав. Унчченрех "Путь Ленина" районта чи ăнăçлисенчен пĕриччĕ, - сăмах çăмхине малалла сÿтетпĕр килти хуçалăхра хушăран арçын ĕçне те хăйĕн хул пуççи çине тиекен хĕрарăмпа. - Халĕ ав хуняçа ватăлчĕ - 83-ри ватă çынна тимлĕхсĕр хăвараймастăн. Паллах, кил хуçи мăшăрĕн статусĕнче кăна ĕмĕре ирттермелле ан пултăрччĕ-ха.

Татьяна Николаевнăн ашшĕпе амăшĕ - Вăрмар тăрăхĕнчи чăвашсемех. Хăй вăхăтĕнче Чул хула облаçне пурăнма куçса кайнă та... Çапла иккен вăл шăпа - вĕсен хĕрĕн ав Чăваш Енрех тĕпленме тивнĕ. Малтанах вырăс хутлăхĕнче пурăннăран тăхăмĕсен чĕлхине япăхрах пĕлнĕскер чăваш каччипе çемье çавăрсан тăрăшсах чăвашла вĕреннĕ.

- Ял-йыш вăл çемье пекех вĕт: унта хăвăн кĕввÿне кăна калани килĕшÿсĕр. Хуняма, Нина Егоровна, вырăсла калаçсах каймастчĕ. Ирĕксĕрех чăвашла перкелешме тиветчĕ, - халĕ ав Чул хула енчи вырăссен хытăрах сассине шута илмесен ентешĕсенчен пĕртте кая мар пуплет Таня.

Выльăх-чĕрлĕх йышлă усранăран Николаевсен çуллахи тапхăрта утă чылай хатĕрлемелле. Телее, Вăрăмпуçсем авалтан пыракан нимене манăçа кăларман-ха. Тăвансем пĕр-пĕрин çĕр лаптăкĕсенчи курăка ушкăнпа çулса типĕтме, тирпейлесе кĕртме хăнăхнă. "Халĕ хĕрарăмсем те газон çулмалли агрегата çăмăллăнах кĕрлеттеретпĕр", - хальхи саманан çĕнĕлĕхĕсенчен ютшăнманнине çирĕплетеççĕ Т.Николаева сăмахĕсем.

Хĕрĕсем те хĕрÿ ĕçре амăшĕнчен юлмаççĕ. Акă Оля çĕр улми анине тăрăшсах кăпкалатать. Кристина та, çум курăка тахçанах паллама вĕренсе çитнĕскер, кишĕр йăранĕсене тасатассишĕн çунать. Машăпа Наташа вара хĕл хырăмĕ пысăккине асра тытса çывăхри вăрман çумĕнчи çаран çине çĕр çырли пуçтарма кайнăччĕ.

- Каникул - ачасен ÿт-пĕвне пиçĕхтермелли чи меллĕ тапхăр. Хăшне те пулин лагере канма ярас темерĕр-и? - тĕпчетĕп нумай ачаллă амăшĕнчен.

- Эпĕ "Сурские зорире", "Лесная сказкăра" канса курнă. Питĕ килĕшнĕччĕ - унта спортзалсем лайăхчĕ, - калаçăва хутшăнчĕ физкультурăпа спорта килĕштерекен Оля.

- Ачасен кăмăлне тивĕçтерме тăрăшатпăр-ха. Кăçал лагерь пирки сăмах хускатмарĕç. "Сана пĕчĕккисемпе йывăр пулать", - терĕç ăна-кăна ăнланма тытăннă аслă хĕрĕмсем.

Кăшт вăхăт иртсенех кĕçĕннисен çумне те куршанак çыпăçĕ акă. Унччен вара Николаевсене хăтлă çурт лартса парĕç-и тен? Çумламалли-типтерлемелли лаптăк тата хушăнĕ ун чухне.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.