Çак кунсенче Элĕк районĕнчи Вутлан шкулĕнчи 2-мĕш тата 3-мĕш класра вĕренекенсем Лидия Сарине çырнă «Наян мулкач» пьеса тăрăх шкул çумĕнчи «Колобок» ача садне çÿрекенсене спектакль лартса пачĕç. Алина Андреевăпа Ольга Владимирова вĕрентекенсем ачасене сцена çинче мĕнлерех пулмаллине, рольсене мĕнле вылямаллине тĕплĕн ăнлантарнă. Ачасем хăйсене чăн-чăн артистсем пекех тытрĕç. Тĕп сăнара — Мулкача — Таисия Сорокина ăста калăпларĕ.
Ленăпа Сергей Шупашкарти 57-мĕш шкулта вĕренеççĕ. Ытти хăш-пĕр ача пек ялти ĕçрен хăрамаççĕ вĕсем — канмалли кунсене, каникула чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Муркаш районĕнчи Патаккассинче кукамăшĕ пурăнать-çке вĕсен. Кĕтнĕ кун çитсен аппăшĕпе шăллĕ яла вĕçтереççĕ.
…Чылайччен чăтрăм, паян вара алла ручка тытма шухăшларăм. Мана икĕ çула яхăн ĕнтĕ пĕр каччă килĕшет. Вăл манран тăватă çул аслă. Эпĕ нумаях пулмасть кăна каçсерен урама тухма тытăнтăм. Анчах çак утăма та ăна тĕл пулас тĕллевпе кăна турăм. Пурпĕрех чун ыйтнине кĕтсе илейместĕп. Вăл мана пĕртте асăрхамасть.
Салам, юратнă «Тантăш». Пĕр кунхине «Урокрах сасăсăр йĕчĕ» çырупа паллашма тÿр килчĕ. Ольăн чунĕнче мĕн пулса иртнине питĕ лайăх ăнланатăп. Мĕн-ма тесессĕн хам та çакнашкал çемьере çитĕнекен хĕр ачапа туслашрăм. Май çитнĕ таран ăна пулăшатăп. «Çынна ырă тăвакана Турă ăс та, пĕлÿ те, савăнăç та парать», — теççĕ халăхра. Çавăнпа, Оля, эсĕ нимрен те ан шиклен, чĕрÿне ытларах итле. Кунта Викăна та ăнланма пулать — унăн пурнăçĕ çăмăлах мар. Пурпĕрех вăл парăнмасть — хăйне япăх, киревсĕр тытмасть, тепле йывăр пулсан та тăрăшать.
Епле савăнăçлă, кăсăклă, мал ĕмĕтлĕ вăл — парта хушшинче ларнă вăхăт. Çулсем иртнĕçемĕн кашни кунĕ, кашни урокĕ хаклă пулнине туятăн. Куславкка районĕнчи Елчĕк шкулĕнче хăнара пулнă май вĕренекенсем çине ăмсанса пăхрăм. Юратнă предметсене вĕренсе тавра курăма пуянлатнишĕн, кăмăллакан учительсем патĕнче ăс пухнишĕн, тĕрлĕ кружок-секцире аталанма май пурришĕн телейлĕ-çке вĕсем.
Митта Ваçлейĕ /1908-1957/ поэт, прозаик, куçаруçă тата критик чăваш литературинче паллă йĕр хăварнă. Унăн пултарулăх еткерĕ пуян. Сăмах ăстин паха хайлавĕсене шкулта вĕренеççĕ, тишкереççĕ. Сăввисем ачасене шухăшлама, тăван чĕлхене юратма, илемлĕхе туйма, таса чун-чĕреллĕ пулма вĕрентеççĕ.
Умра Çĕнĕ çул. Вăл вара кашнинех çĕнĕ ĕмĕтсемпе кĕтсе илĕ. Шкул ачисем 2018 çула мĕнле тĕллевсем палăртнă-ши?
Кира БОРИСОВА, Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ вăтам шкул, 8-мĕш класс:
— Эпĕ çыхма, тĕрлеме пĕлетĕп. Районти тĕп библиотекăна «Единство» клуба çÿретĕп. Унта эпир пĕчĕккисем валли тĕрлĕ сценка лартатпăр. Çитес çулта вара сцена çине тухма ĕмĕтленетĕп. Тата шкулта кăçалхинчен лайăхрах вĕренесчĕ. Вĕренÿре çитĕнÿсем тума тăрăшатăп.