- Чăвашла верси
- Русская версия
Çăлавçăсене — Хисеп хучĕ
Хаваслă уявпа пуçланчĕ раштавăн 22-мĕшĕ Комсомольски районĕнчи Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕнче. Çак пĕлÿ çуртĕнче вĕренекен тăватă паттăр арçын ачана чыслама РФ Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн членĕ, Чăваш Республикин представителĕ Вадим Николаев сенатор çитрĕ.
Раççей Федераци Канашĕн председателĕн Валентина Матвиенкăн хушăвĕпе килĕшÿллĕн Яша Макарова /11 класс/, Сергей Иванова /9 класс/, Вова Прокопьева /8 класс/ тата Гриша Ильина /10 класс/ хастарлăхпа хăюлăх кăтартса çын пурнăçне çăлмашкăн хăйсене хĕрхенменшĕн Хисеп хучĕпе чыслама РФ Федераци Канашĕн ертÿçин заместителĕ Ю.Л.Воробьев алă пуснă.
Акт залне пухăннă хăнасене ача-пăча чăваш йăли-йĕркине хисеплесе вăйă картипе савăнтарчĕ. Кадетсем паттăрлăх юррисем шăрантарчĕç.
Паттăрлăх кăтартнă ачасене саламласа малтанах шкул директорĕ Альберт Борисов сăмах илчĕ. Шкул пурнăçĕпе паллаштарчĕ. Çитĕнекен ăрăвăн патриотлăх туйăмне шкул саккинченех аталантарма кунта кадет класĕ пур. Çĕршывăн мухтавлă ачисем пулса ÿсмешкĕн кĕлеткене пиçĕхтерме — хăтлă спортзал, спорт лапамĕ. Раççей Президенчĕн указĕпе килĕшÿллĕн, Раççейри шкул ачисен юхăмĕ вăй илнĕ. Хастар волонтерсем районта кăна мар, республикăпа çĕршыв шайĕнче лайăх кăтартусемпе палăрнă. Ачасем вĕренÿ шайне анлăрах аталантарас тĕллевпе агроклассенче вĕренеççĕ.
— Çынна инкекрен çăласси — Раççей гражданинĕн тивĕçĕ. Пирĕн халăхăн, чăваш халăхĕн, ку йăхран йăха юнпа куçать. Çак ачасем те паян сирĕн умăрта Хисеп хутне тивĕçессе нихăçан та шухăшламан. Пушар вăхăтĕнче вĕсем ăнсăртран çавăнта пулнипе кăна мар, лару-тăру çапла ыйтать. Чун-чĕреллĕ çыннăн çапла тумалла та. Вĕсем вара, 4 каччă, хăйсене шеллемесĕр паттăр пулса тăнă. Çĕр çинче чи хакли — çыннăн пурнăçĕ. Чылайăшĕ кун пек самантра хăйне хÿтĕлеме тăрăшать. Эсир вара пĕр тăхтамасăр çулăма кĕнĕ. Чăн-чăн паттăрсем! — шкул ачисене Хисеп хучĕпе чысласа кĕнекесем парнеленĕ май кашнин аллине чăмăртарĕ Вадим Иванович.
Вадим Николаев çавăн пекех шкул коллективне, ашшĕ-амăшне ачасене тĕрĕс воспитани парса паттăрсем çитĕнтернĕшĕн тав турĕ. Паттăрсене кашнине «Самант» журнал тата «Тантăш» хаçат çырăнса парнелерĕ. Малалла вулас...
Комментари хушас