Archive - Тантăш

мая 28th, 2015

28 Çу, 2015

Тинĕс хĕрринчи телейлĕ кунсем

Шкул администрацийĕ вĕренÿре лайăх ĕлкĕрсе пыракан, спортра тăрăшуллă, сцена çинче пултаруллă ачасене Чăваш Республикин Вĕренÿ министерстви «Орленок» лагере канма кайма путевка парасси çинчен пĕлтерчĕ. Талантлă ачасенчен мана суйласа илчĕç.

28 Çу, 2015

Мăн асатте ятне асра тытасчĕ

Виссарион Спиридонович Емельянов, манăн асаттен ашшĕ, 1914 çулхи майăн 23-мĕшĕнче Шупашкар районĕнчи Хыркассинче çуралнă. Вăл çичĕ çултах ашшĕсĕр тăрса юлнă. Ăна виçĕ аппăшĕпе пĕрле çирĕп кăмăллă Варвара амăшĕ пăхса çитĕнтерет. Мăн асаттен ачаранах вĕсене пулăшас тесе ĕçре пилĕк авма тивнĕ.

Вăтăрмĕш çулсенче вăл аппăшĕсемпе пĕрле ĕç кунĕсем пулччăр тесе амăшĕпе колхоза ĕçлеме çÿренĕ. 1935 çулта мăн асатте Муркаш район пикипе çемье çавăрнă. Вĕсем тăватă хĕрпе икĕ хĕр пăхса çитĕнтернĕ.

28 Çу, 2015

Унaн сăнарe чĕрере упранать

Çитмĕл çул ĕнтĕ эпир мирлĕ пурнăçпа пурăнатпăр, сар хĕвел пăхса йăл кулнишĕн савăнатпăр.

Вăхăт иртет, кунсем пĕр вĕçĕм малалла шăваççĕ. Мирлĕ пурнăçшăн кĕрешнĕ ветерансем кашни кунах сахалланса пыраççĕ. Вĕсемпе пĕрлех аса илÿсем, сăнÿкерчĕксем, салтак çырнă виç кĕтеслĕ çырусем ан манăçчăр тесен пирĕн, çамрăксен, çак тупрана ĕмĕр-ĕмĕре упраса хăварма тăрăшасчĕ. Хамăр тăрăхри вăрçă ветеранĕсен ячĕсене асра тытмалла. Вĕсем пире тăнăç пурнăç парнеленĕ-çке.

28 Çу, 2015

Тĕнче поэзийĕн хĕвелĕ!

Константин Васильевич Иванов - чăваш поэзийĕн классикĕ, халăх мăнаçлăхĕ, Слакпуç ялĕн мухтавлă ывăлĕ. Çутçанталăк ăна тĕрлĕ енлĕ пултарулăх парнеленĕ: поэт, куçаруçă, педагог, художник, сăнÿкерÿçĕ… Пуринчен ытла вăл «Нарспи» поэма çырнипе паллă.

мая 21st

21 Çу, 2015

«Тантăш» 21 (4435) №, 21.05.2015

21 Çу, 2015

«Хĕрĕм» тесе чĕнĕттĕм, хам ăшша парнелĕттĕм...

Светлана Николаевна Казанцева вĕрентекен кашни ир класа кĕмессерен Женя Романовăна куçĕсемпе шырать. «Ăçта-ши вăл? Паян шкула килнĕ-ши? Е тата киле парса янă ĕçсене пурнăçланă-ши?» - тесе пăшăрханать. Женя пÿлĕме кĕрсенех вăркакан чунĕ çемçелет, пĕчĕкскере пырса ыталать.

21 Çу, 2015

Спорт туризмĕ – кăмăл çирĕплĕхне ÿстерме

Çамрăксем хушшинче спорт туризмне аталантарас енĕпе республикăра аван ĕçлеççĕ. Муркаш районĕнчи Юнкă шкулĕ те айккинче юлмасть. Коридорта чăнкăр-чăнкăр сасă илтĕнсенех шкулта ĕçлекенсем çине ыйтуллăн пăхрăм. «Кусем - спорт туризмĕпе хатĕрленекенсем», - ăнлантарчĕç мана. Спортăн çак тĕсĕпе уйрăмах туслă икĕ хĕрача çинчен «Тантăш» тусĕсене те пĕлтерер-ха.

21 Çу, 2015

Чутаях туртать ман чун

Поэзи хальхи этемĕн чи çивĕч те тарăн ыйтăвĕсен хуравĕ пулса тăраять. Анчах çакна валли ăна халăхăн пысăк тимлĕхĕ кирлĕ.

Май уйăхĕн 15-мĕшĕнче Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче «Чутаях туртать ман чун» тĕлпулу каçĕ иртрĕ. Ăна Раççейри Литература çулталăкне халалланă. Тĕлпулăва вырăнти сăвăçсем - Александр Трофимов, Светлана Яруткина тата Ольга Иванова - килсе çитрĕç.

21 Çу, 2015

Йăх-несĕле асра тытса

Шупашкарти 6-мĕш шкулăн 2 «г» класĕнче вĕренекенсем мăн аслашшĕсемпе мăн кукашшĕсене асра тытса заметка çырчĕç. Ара, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вĕçленнĕренпе кăçал 70 çул çитрĕ-çке.

21 Çу, 2015

Унăн ырă ячĕ пирĕн асăмрах

Чăваш наци конгресĕн вĕренÿпе ăслăлăх комитечĕ, «Чăваш Республикин учителĕсен ассоциацийĕ» общес-тво организацийĕн чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен секцийĕ тата «Самант» журнал пирĕн аслă поэтăмăр Константин Васильевич Иванов çуралнăранпа 125 çул çитнине чысласа викторина ирттерчĕ.

Pages