Комментари хушас

21 Çу, 2015

«Хĕрĕм» тесе чĕнĕттĕм, хам ăшша парнелĕттĕм...

Светлана Николаевна Казанцева вĕрентекен кашни ир класа кĕмессерен Женя Романовăна куçĕсемпе шырать. «Ăçта-ши вăл? Паян шкула килнĕ-ши? Е тата киле парса янă ĕçсене пурнăçланă-ши?» - тесе пăшăрханать. Женя пÿлĕме кĕрсенех вăркакан чунĕ çемçелет, пĕчĕкскере пырса ыталать. «Хĕрĕм» тесе чĕнĕттĕм, ыррине вĕрентĕттĕм», - тет вара çурăмĕнчен лăпкаса.

Женя Çĕрпÿ районĕнчи Тĕнсĕр ялĕнчен. Ашшĕ çĕре кĕнĕ хыççăн амăшĕпе çеç пурăннă хĕрача. Пĕлтĕр вара каллех инкек сиксе тухнă. Сентябрь уйă-хĕнче амăшĕ те ĕмĕрлĕхех куçĕсене хупнă. Хăр тăлăха юлнă Женя амăшĕн пĕлĕшĕ Нина аппăшĕ патĕнче пурăнма тытăннă. Халĕ хĕрача Нинăн хĕрĕн çемйинче кун-кунлать.

- Женя пултаруллăскер. Кирек кам- па та пĕр чĕлхе тупма пултарать. Питĕ юрататăп ăна, çавна пулах хамăр пата илсе каясшăнччĕ. Шел, кая юлтăмăр... Пĕрле пурăннă пулсан-и?.. Уншăн нимĕн те шеллемĕттĕмĕр. Велосипедне те туянăттăмăр, Мус-кава та çитĕттĕмĕр, килти ĕçсене пĕрле пурнăçлăттăмăр, чи-чи тутлине те ăнах çитерĕттĕмĕр, лăпка-лăпка çывăрттарăттăмăр... Ачамăрсем çунат айĕнчен вĕçсе тухса кайрĕç те шкул çывăхĕнчех вырнаçнă икĕ хутлă çуртăмăрта мăшăрăмпа кăна кун-кунлатпăр. Кирек хăш пÿлĕме кĕрсен те... кичем. Пÿртре йăлтăр кулăллă ача сасси çитмест. Женя сасси... Хамăр тĕпренчĕксене кирлĕ пек воспитани парса пурнăç çулĕ çине кăлартăмăр, вĕсемшĕн нихăçан та пит хĕретсе курман. Пурте аслă шкултан вĕренсе тухрĕç. Женьăна та хамăрăн тĕпренчĕк пек юратса çитĕнтересшĕнччĕ те... Кăçал çуллахи каникула интернатран пĕр ача илмеллех пулĕ. Женя пеккине... Çитменнине ачасем те хирĕç мар. Мăшăрпа халĕ хамăра ватă тесе шухăшламастпăр, тепĕр ача çитĕнтермелĕх вăй-хал пур-ха, - тет ассăн сывланă май Светлана Николаевна.

Пĕрремĕш класра вĕренекен Женя вара ялан амăшне аса илет.

- Аннене çав тери юрататтăм. Вăл пĕçернĕ çĕрулми нимĕрĕн тути паян та чĕлхе çинчех. Мĕн тери тутлă янтăлатчĕ ăна! Ĕçе хăнăхтарчĕ. «Вĕрен, кайран пурнăçра хăвнах кирлĕ», - тесе ăс паратчĕ. Тĕлĕкре те пĕрре мар куратăп ăна. «Ачам, лайăх пурăн», - тет те куçран çухалать. Халĕ эпĕ Лена аппа патĕнче. Ĕнтĕ манăн анне те, атте те пур. Пушă вăхăтра пуканесемпе Леньăпа, Сергейпа, Мишăпа, Катюшăпа тухтăрла вылятăп. Ара, ÿссен тухтăр пулас килет манăн, - тет хавасланса.

Унăн калаçăвне вара класс ертÿçи Светлана Николаевна тунсăхпа итлет. «Эх, ачам, пирĕн çурт илемĕ пулмаллискерччĕ эсĕ, пирĕншĕн хĕвел евĕр çутатмалли ачаччĕ. Аннÿ вырăнĕн-че пулса хам ăшша парнелеттĕм те çав...» - тет шухăша путса.

Элиза ВАЛАНС.

Çĕрпÿ районĕ,

Тавăшкасси.

АВТОР сăнÿкерчĕкĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.