Тĕнче поэзийĕн хĕвелĕ!
Константин Васильевич Иванов - чăваш поэзийĕн классикĕ, халăх мăнаçлăхĕ, Слакпуç ялĕн мухтавлă ывăлĕ. Çутçанталăк ăна тĕрлĕ енлĕ пултарулăх парнеленĕ: поэт, куçаруçă, педагог, художник, сăнÿкерÿçĕ… Пуринчен ытла вăл «Нарспи» поэма çырнипе паллă. Çак вилĕмсĕр хайлава халĕ тĕрлĕ чĕлхене куçарнă, тĕнчипех юратса вулаççĕ: пăлхар, пушкăрт, акăлчан, француз, азербайджан, якут, тутар, пушкăрт тата ыттисем те.
Шупашкарти тата Çĕмĕрлери урамсемпе вулавăшсене, Чăваш Академи драма театр-не К.В.Иванов ятне панă, ăна халалласа палăк лартнă. Поэт çуралнă тăрăхра асăну музейĕ уçнă, çулсеренех «Силпи çăлкуçĕсем» поэзи фестивалĕ иртет. Унăн ятне тĕнчери чылай наци энциклопедине кĕртнĕ. ЮНЕСКО XXV сессийĕ поэтăн 100 çулхи юбилейне Пĕтĕм тĕнчери паллă кунсен календарьне кĕртнĕ, 1990 çула Константин Иванова халалланă. Çав çулах асăмлăх укçа кăларнă. 1966-1994 çулсенче литературăри тата искусствăри паллă ĕçсемшĕн паракан Чăваш Ен патшалăх премийĕ К.В.Иванов ячĕпе хисепленме тытăннă.
Кăçал вара поэтăмăр çу- ралнăранпа 125 çул çитрĕ. Ку çулталăка пĕтĕмпех ăна халалланă. Çавна май респуб-ликăра çеç мар, чăвашсем пурăнакан пур вырăнта та тĕрлĕрен мероприяти иртет. Çак кунсенче вара Слакпуç тăрăхĕнче фестиваль йĕркеленĕ.
Поэт пурнăçĕпе пултарулăхĕнчи паллă çулсем
1890 çулхи май уйăхĕн 15/27/. Ĕпхÿ кĕпĕрнинчи Пелепей уесне /халĕ Пушкăртстанри Пелепей районĕ/ кĕрекен Слакпуç ялĕнче çуралнă.
1898 çул. Слакпуçри пуçламăш шкула вĕренме кĕнĕ.
1901 çул. Кекен ялĕнчи пуçламăш шкула куçнă. Унта унăн ашшĕн йăмăкĕ Евгения Николаевна Иванова вĕрентнĕ.
1902 çул. Пелепей хула училищине вĕренме кĕнĕ.
1903 çул. Пелепейре вĕренме пăрахса Чĕмпĕр чăваш шкулне çÿреме пуçланă.
1905 çул. Учительсене вĕрентсе кăларакан Чĕмпĕр чăваш шкулĕн пĕрремĕш класне куçнă.
1906 çулхи августăн 21-23 /сентябрĕн 3-5/. Октябрь. Çемье халапĕсем тăрăх «Пăртта ачипчи» ярăм /«Кашкăрсем» тата ытти калавсем/ çырма пуçланă. Пелепей уесĕнчи Кайрăклă тата Кистенлĕ ялĕсенче вăл чăвашсен кĕлĕ тата вĕрÿ-суру тĕслĕхĕсене çырса илнĕ. «Вăранăр, тапранăр» сăвă хайланă, «Дубинушка» вырăс халăх юррине чăвашла куçарнă.
1907 çулхи январĕн 10/23/. Учительсене хатĕрлекен Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче пĕрремĕш класри 34 вĕренекенрен Д.И.Кочуров преподавателе хирĕç пĕрремĕш алă пуснă. И.Я.Яковлевпа Н.Н.Никоноров портречĕсене çырнă.
Мартăн 3/16/. Учительсене хатĕрлекен Чĕмпĕр чăваш шкулĕн вĕренекенĕсен пăлхавне хутшăннă /шкул умĕнче хĕрлĕ ялав çĕкленĕ, революци юррисем юрланă/.
Мартăн 5/18/. Вăтăр çичĕ вĕренекенпе пĕрле Д.И.Кочурова хирĕç иккĕмĕш хутчен алă пуснă.
Мартăн 8/21/. Вĕсене класĕпех шкултан кăларса янă. К.Иванов тăван енне, Слакпуçа, таврăннă.
Август. Ĕпхÿ кĕпĕрнинчи Благовещенскри учительсен семинарине кĕме хатĕрленнĕ, анчах ăна йышăнман та вăл каялла таврăннă. Часах Чĕмпĕр чăваш шкулне кайса куçару ĕçне пуçăннă.
Сентябрь-декабрь. М.Ю.Лермонтовăн «Узник», «Волны и люди», «Парус», «Горные вершины», «Утес», «Ангел», «Чаша жизни», «Песня про царя Ивана Васильевича, молодого опричника и удалого купца Калашникова» тата А.Н.Майковăн, К.Д.Бальмонтăн сăввисене, Н.П.Огаревăн, А.В.Кольцовăн, Н.А.Некрасовăн сăвă сыпăкĕсене чăвашла куçарнă. «Тимĕр тылă», «Икĕ хĕр», «Тăлăх арăм», «Выçă аптранăскерсем» балладăсем, «Ватă вăрман шухăшĕ» халап сыпăкне çырнă. «Шуйттан чури» трагеди, «Нарспи» поэма çырма пуçăннă.
1908 çулхи апрель. М.Ю.Лермонтовăн чăвашла кĕнеки пичетленсе тухнă. Хайлавсенчен чылайăшне К.В.Иванов куçарнă.
Январь-октябрь. «Нарспи» поэмăна вĕçленĕ. Чĕмпĕр чăваш шкулĕ хĕрĕх, унăн никĕслевçи И.Я.Яковлев утмăл çул тултарнине халалласа «Пирĕн вăхăт» сăвă çырнă, ăна уяв каçĕнче вуласа панă. Шкул пурнăçĕнчи пĕлтерĕшлĕрех самантсене кăтартакан сăнсенчен фотоальбом хатĕрленĕ. «Чăваш юмахĕсемпе халапĕсене» пухса кăларнă, унта К.Ивановăн «Икĕ хĕр», «Тимĕр тылă», «Тăлăх арăм», «Нарспи» хайлавĕсем кĕнĕ.
1909 çул. Чăваш шкулĕсенче букварь хыççăн вуламалли кĕнеке валли Л.Н.Толстой çырнă «Море» калава куçарнă. Икĕ класлă училище вĕрентекенĕ пулма Чĕмпĕр гимназийĕнче экстерн йĕркипе экзамен тытнă. Çулла тата кĕркунне Сызрань уесĕнче Н.Ф.Беляев çĕрйĕркелÿçĕпе пĕрле ĕçленĕ. И.Я.Яковлевпа К.В.Иванов «Букварь хыççăн вуламалли пĕрремĕш кĕнеке» пичетлесе кăларнă.
1909 çулхи хĕлле-1910 çулхи çулла. Тăван енре, Слакпуç ялĕнче, пурăннă. Хресчен ĕçĕпе аппаланнă. Халăхра сăмах вĕççĕн çÿрекен хайлавсен тĕслĕхĕсене тĕпченĕ, çырса пынă.
Октябрь. И.Я.Яковлев чĕннипе Чĕмпĕр чăваш шкулне таврăннă, канцелярире куçару тата кĕнеке кăларас ĕçсене пурнăçланă.
1911 çул. Ашшĕпе амăшĕн порт-речĕсене тунă. П.В.Пазухинăн «Чăваш халăх юррисен кĕвĕ тĕслĕхĕсем тата вĕсен тексчĕсем, 2-мĕш пай» кĕнекинче К.В.Иванов çырса илнĕ «Хурăн çулçи», «Хура ĕне», «Текерлĕк», «Чăнкă ту çинче» юрă тексчĕсем пичетленнĕ. Сăнÿкерме юратакансен кружокне йĕркеленĕ.
Сентябрь. Ÿкерÿ вĕрентекенĕ пулма шанаççĕ.
1912 çул. И.Т.Трофимов хатĕрленĕ çĕнĕ «Вырăс азбукипе çыхăнтарнă чăваш букварĕ» пичетленсе тухнă. Çак ĕçе К.Иванов та хутшăннă, кĕнекене ÿкерчĕк-семпе илемлетнĕ. Букваре «Урапа» тата «Çумăр» юрă тексчĕсене, «Чĕкеç» прозăлла сăвă, «Çарăк» юмах тата «Çулталăк вăхăчĕсем» сăвăлла тупмалли юмах куçарăвĕсене кĕртнĕ. К.В.Иванов илемлетсе куçарнă «Псалтырь» пичетленнĕ.
1913 çулхи февраль. Чĕмпĕрти чиркÿ училищинче черчени урокĕсене ертсе пыма тытăннă. «Иван Сусанин» оперăри уйрăм сценăсем валли декорацисем тата «Нарспи» поэмăри пĕр сыпăка сăнласа паракан картина çырнă. Çулталăк тăршшĕпех «Нарспи» оперăн либреттине хатĕрленĕ, юлташĕсене «Юрăсен юррин» куçарăвне вуласа панă.
1914 çулхи ноябрĕн 13/26/. Чире пула тăван енне таврăннă.
1915 çулхи мартăн 13/26/. Пурнăçран уйрăлнă.